Пултаруллă çын, скульптор, издатель

Анатолий Брындин 75 çул тултарчĕ

Кăçал Санкт-Петербургри Вырăс патшалăх музейĕн фондĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн А.Брындинăн «Михаил Врубель» скульптури вырăн тупрĕ.

Кам-ха вăл Анатолий Константинович Брындин, хăватлă пултарулăхлă Врубель сăнарĕнче хăйĕн пăлхавлă, шайлашулăх шыракан чунне кăтартма пултарнăскер? Портрет жанрĕнче ăнсăртран уçăлнă скульптор-монументалист. Эпир ăна Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, ытти хула-ялти палăксене тунă ăста пек пĕлетпĕр. Чăваш Республикинчи паллă издатель, Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те ырă ятпа палăрнă «Брындинсен типографине» никĕсленĕскер.

Анчах хăйнеевĕрлĕ çак çын пире ĕçĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. «Пурнăçра час-часах тĕлĕнтермĕшсем пулса иртеççĕ, вĕсене эпир тÿрех асăрхамастпăр та. Анчах вăхăт иртнĕ май савăнăç парнелекен кашни саманта хаклама пуçлатпăр», — пурнăç тĕллевĕ пек палăртнă çак сăмахсене пысăк чĕреллĕ тата поэт чунĕллĕ çын кăна калама пултарать. Шăпах çакăн пек пĕлеççĕ Анатолий Брындина çывăх çыннисем, ĕçтешĕсем, унпа тĕл пулма е ĕçлеме шăпа пÿрнĕ çынсем.

Хăш-пĕр чухне пĕр çынра икĕ расна сăнара — пуриншĕн те пăшăрханакан художник тата ĕç-хĕле ăнăçлă туса пыракан çын — пĕрлештерме май çук пек туйăнать. Шăпах ăна чунри пĕр-пĕтĕмлĕх, тÿрĕлĕх, професси ăсталăхĕн пысăк шайĕ тата хăй çине яваплăх илме пĕлни пултарулăхăн, тĕрлĕ ĕç-хĕлĕн çĕнĕ енĕсене алла илме пулăшать. Пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăни Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникне, паллă скульптора иртнĕ ĕмĕрĕн йывăр 90-мĕш çулĕсенче, ун чухне монумент скульптурине общество йышăнсах кайманччĕ-ха, «çĕнйĕркелĕвĕн» çĕнĕлĕхĕсемпе усă курса полиграфире çĕнĕ çул хывма хистерĕ.

Лăпланса ларма та юрать темелле: Анатолий Брындин ячĕ Чăваш Ен культурин историнче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ. Монумент скульптурин аталанăвĕ шăпах унпа — Чăваш Енри монумент тата монумент-декораци скульптурин пĕрремĕш ăстипе, Ленинградри В.И.Мухина ячĕллĕ аслă ÿнер-промышленноç училищине пĕтернĕскерпе — çыхăннă. Брындин 1968 çулта Шупашкара киличчен монумент скульптура ĕçĕсене, тĕпрен илсен, пысăк хуласенчен чĕнсе илнĕ художниксем пурнăçланă. А.Брындин çĕнĕ хула хутлăхне йĕркелерĕ, унăн произведенийĕсем — Ленин проспектĕнчи А.Г.Николаев космонавт летчикăн астăвăм палли, Ф.Э.Дзержинский палăкĕ, Шупашкарти В.И.Чапаев музейĕн стени çинчи «Чапаевăн утлă çарĕ», Вăрнар районĕнчи Çĕрпе­лĕнчи хăюллă астăвăм монуменчĕ тата ытти архитектура ансамблĕсем ăна тата та пуянлатрĕç.

Анатолий Константинович пурнăçĕнче тата пултарулăхĕнче татса пама май çук пек туйăнакан ыйту та сахал мар сиксе тухнă. Акă, сăмахран, республика Правительствинчен 3-мĕш космонавт палăкне хатĕрлеме саккас илсен çын пурăннă чухне палăк лартма чаракан саккунсемпе килĕшÿллĕн вăл скульптура мар, бюст та тума пултарайман. «Геройăн паттăр ĕçĕсене мухтакан бронза бюста» унăн тăван çĕршывĕнче кăна лартма юрать. А.Г.Николаевăн тăван çĕрĕнче — Шуршăлта — бюста маларах лартнă пулнă. Брындин çак лару-тăруран тухмалли ăнăçлă меслет тупнă: вăл космонавтăн портретне туса хатĕрленĕ, ăна икĕ гранит — икĕ çуната тата космоса икĕ хутчен вĕçнине кăтартакан паллă — хушшине вырнаçтарнă.

2001 çулта Ю.Викторов искусствовед çырнă «Анатолий Брындин. Скульптор-монумента­лист» альбом-кĕнеке кун çути курчĕ. Анчах Анатолий Константинович кăмăл-туйăмĕнче лăпкăлăха, хăйне хăй юратса мăнаçланнине курмастпăр. Çакна вăл хăйĕн куравне юлташĕсемпе ĕçтешĕсем ыйтнипе 2011 çулта йĕркелени те çирĕплетет. Курав А.Брындин монумент искусствинче тата полиграфире Чăваш Еншĕн чăннипех пысăк ĕçсем тунине кăтартса пачĕ.

Анатолий Константинович Шупашкарти ÿнер училищинче преподавательте ĕçленĕ çулсем асăма килеççĕ. Вăл килнĕ хыççăн скульптура студентсене кÿлепе тата калăпăш ăнлавне туллин ăнланма пулăшакан чи пĕлтерĕшлĕ предмет пулса тăчĕ. Çамрăк художник кăна пулин те вăл чи сумлă педагогсенчен пĕриччĕ, эпир ăна пурте хисеплеттĕмĕрччĕ. Вăхăт иртнĕ май çынсене унра мĕн илĕртнине ăнлантăмăр. Этем кăмăл-туйăмĕнче сайра тĕл пулакан пахалăхсем — черченкĕ чун, чăтăмлăх, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни унра пысăк ăс-тăнпа, çирĕплĕхпе шайлашни. Пултарулăх профессине суйласа илни те ăнсăртран мар: скульптура тарăн чунлă, çирĕп алăллă тата чăтăмлă пулма ыйтакан искусствăн пĕр тĕсĕ.

Анатолий Константиновичпа паллаштаракан калав унăн обществăри ĕç-хĕлне аса илмесен тулли мар пулĕччĕ. Ыркăмăллăх ĕçне тата çынсене пулăшассине кăна тĕпе хумасть вăл, хăйĕн професси ăс-хакăлĕпе хула пурнăçне те хастар хутшăнать. Вăл издатель тата ÿнер редакторĕ пек пулăшнипе Чăваш Ен митрополийĕн «Турă тата этем» журналĕ, Шупашкарти Çветтуй Троица мăнастирĕн альманахĕ тухса тăраççĕ. А.Брындин мăнастир çумĕнчи Общество канашĕн йышне кĕрет. Пĕрлĕх членĕсемшĕн хăшпĕр çивĕч ыйтăва татса панă чухне унăн чун витĕр тухакан ăслă сăмахĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Антонина МОРДВИНОВА,

искусствоведени кандидачĕ

 

Антонина МОРДВИНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.