Archive - 11 Aug, 2016 - Хыпар

11 Aug, 2016

Амăшĕ пăлханнипе экран умĕнчен пăрăннă

Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче Олимп вăййисем иртеççĕ. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейĕн гимнастика енĕпе пĕрлештернĕ команди йышĕнче ăмăртса Çĕнĕ Шупашкар пики, халĕ Мускаври «Самбо — 70» спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Дарья Спиридонова кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.

11 Aug, 2016

Çырла татса пуçтарсан

Пирĕн тарăхра ӳсекен çырласенчен анлă сарăлни тата усă куаканни — хăмла çырли. Вăл ӳсмен пахча çук та пулĕ. Лартнă хыççăн çимĕç парасса та нумай кĕтмелле мар, тепĕр çулах çырлипе савăнтарать, лайăх хунать.

11 Aug, 2016

Крыжовникпа апельсинран — варени

Варени пĕçерме крыжовникăн тĕрлĕрен сорчĕ юрать. Симĕсси е хĕрлĕрех питли, е ылтăн тĕсли — пурпĕрех. Кирлĕ пулать: 1 кг крыжовник, 2 апельсин, 1 кг сахăр песукĕ.

Крыжовника суйламалла, çумалла, типшĕнтермелле те вĕçĕсене татамалла. Çырлана авăртмасăр тата авăртса варени тума пулать. Чăмăрлах пĕçерес тесен крыжовника йĕппе е шĕвĕр çĕçĕ вĕçĕпе шăтарса тухмалла. Кун пек тусан çырла варенире пĕрĕнсе илемсĕрленмест.

11 Aug, 2016

Алоэ — килти сиплевçĕ

Çурт-хуралтă юсассипе, тăвассипе вулакансен ыйтăвĕсене хуравлакан Василий Иванов инженер-строитель пӳлĕмре тĕрлĕрен чечек-курăк çитĕнтерме те ăста. Хваттерĕнче алоэ чечекне 30 çул ытла çитĕнтерет. 1,4 метр çӳллĕш вăл, çирĕп, парка. Юратнă чечекĕсем çинчен хаваспах калаçать вăл. Алоэ ӳстерес опытпа вулакансене паллаштарма кăмăл турĕ.

11 Aug, 2016

Япала çумалли машинăна тасататпăр

Япала çумалли машина кашнин килĕнчех пур. Унсăрăн хальхи вăхăтра япала çуса ĕлкĕрме çук пекех туйăнать. Куллен ĕçлет вăл пирĕн пурнăçа хăтлăх кӳрессишĕн.

Машинăна пурин те чылай вăхăт тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерес килет. Эппин, ăна вăхăт-вăхăт тимлĕх уйăрма манмалла мар. Çиелтен те, ăшне те тасатмалла.

11 Aug, 2016

Йĕтем тулли тырри-пулли

Патăрьел районĕнчи «Труд» хуçалăхра та ĕç вĕресе тăрать. Кунта кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕленĕ, тасатса кĕлете кĕртнĕ. Черетре - çурхи тулă. Уй-хирте 3 комбайн ĕçлет.

11 Aug, 2016

Вăрманта, çăтмахра

Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче маларах 44 кил пулнă. Халĕ 17-шĕнче пурăнаççĕ. Пурĕ - 30 яхăн çын. «Урамра ача-пăча кĕрлетчĕ çеç. Килсерен 8-11-шерччĕ. Паян шкула каякан ача та пĕртен пĕрре - Артем Рыжкевич. Пирĕн ача-пăчасем çĕршывĕпех саланчĕç. Ял уявне çеç пуçтарăнаççĕ.

11 Aug, 2016

«Çĕр çинче ывăннине туймастăп»

Ялта çуралса ӳснĕ çынна тăван тавралăх хăй патнеллех туртать. Пĕр эрне хулара пурăннă хыççăн яла çитсен чун уçăлать. "Çĕре алăпа перĕнсенех пĕтĕм чир-чĕре, ывăннине манатăн", — хавхаланса калаçрĕ тус-тантăшăм.

11 Aug, 2016

Шăпама ӳпкелеместĕп

Унăн ĕç кĕнекинче пĕртен пĕр йĕрке: "Етĕрне районĕнчи "Выльский" совхоза ветеринар пулса ĕçлеме йышăннă". Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ. Светлана Павловăшăн кăна пурнăç улшăнман тейĕн, паянхи кун та вăл выльăх-чĕрлĕхе сыватать.

Pages