Archive - 11 Çурла, 2016
Амăшĕ пăлханнипе экран умĕнчен пăрăннă
Айванлăх шар кăтартать, е Экстрасенс нимсĕр-мĕнсĕр хăварни çинчен
Килĕрен спутник-турилкке лартса çĕр-çĕр телеканал пăхаççĕ халĕ çынсем. Хĕрарăмсем уйрăмах экстрасенссемпе, тĕшмĕшпе çыхăннă кăларăмсене пăхма кăмăллаççĕ. Çур çул каялла пĕр пĕлĕшĕм те унти юмăçсемпе калаçса чутах укçа çухатман.
Чемпионсенчен те ирттернĕ
Опекăна илнĕ ачана хÿтлĕх кирлĕ мар-им?
Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршăра иртнĕ судра пулма тÿр килчĕ. Аякри района çитме тĕв тытни ахальтен мар: Пуянкасси шкулĕнчи лару-тăру пирки “Çамрăксен хаçачĕн” çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче “Пĕчĕк шкулăн пысăк ыйтăвĕ” статья пичетленнĕччĕ. Директорпа географи учителĕ хушшинчи хирĕçтăру пирки те асăннăччĕ унта. Лару-тăру çавăнтанпа йĕркене кĕмен, пушшех çивĕчленнĕ. Людмила Бондареева директор Владимир Кудрявцева суда панă. Учитель пĕтĕм халăх умĕнче “Манăн ачана инвалид турăн” тесе пуçлăхăн ят-сумне вараланă-мĕн. /Телее, ачан сывлăхĕ йĕркеллех, вăл сусăр мар/.
Тĕлĕкре те кĕвĕ илтет
"Хресчен сасси". 11.08.2016
Уçă сывлăшра кино курма чĕнеççĕ
Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăпа искусство тытăмĕнчи инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн грант уйăрнине çирĕплетекен хушăва алă пуснă. Ăна республикăри 5 организаци тивĕçнĕ, вăл шутра — Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ «Уçă тÿпе айĕнчи кино» урамри фестиваль» проектпа çĕнтернĕ.
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 31 /880/ №, 11.08.2016
Çырла татса пуçтарсан
Пирĕн тарăхра ӳсекен çырласенчен анлă сарăлни тата усă куаканни — хăмла çырли. Вăл ӳсмен пахча çук та пулĕ. Лартнă хыççăн çимĕç парасса та нумай кĕтмелле мар, тепĕр çулах çырлипе савăнтарать, лайăх хунать.