Япала çумалли машинăна тасататпăр

11 Çурла, 2016

Япала çумалли машина кашнин килĕнчех пур. Унсăрăн хальхи вăхăтра япала çуса ĕлкĕрме çук пекех туйăнать. Куллен ĕçлет вăл пирĕн пурнăçа хăтлăх кӳрессишĕн.

Машинăна пурин те чылай вăхăт тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерес килет. Эппин, ăна вăхăт-вăхăт тимлĕх уйăрма манмалла мар. Çиелтен те, ăшне те тасатмалла.

Нӳрлĕ пусма таткипе машинăна çиелтен тĕплĕн тасатса илмелле. Унтан машинăн ахаль пăхса курăнман пайсене тасатăпăр. Чи малтан таса мар шыва юхтармалли фильтра уçса пăхар. Хăшĕ-пĕри çав фильтра тасатмалли пирки пĕлмест те. Юрать-ха машина чиперех ĕçлесессĕн. Тепĕр чухне вăл çӳп-çаппа тулса ларать, çавна пула таса мар шыв лайăх юхманнипе машина «çĕмĕрĕлет».

Ăна «юсамашкăн» машинăн аялти кĕтесĕнче вырнаçнă пĕчĕк «тăваткала» уçмалла. Ун айĕнче алăпа пăрса кăлармалли фильтр-пăкă пур. Уçсассăн унтан тĕрлĕ вĕтĕр-шакăр пуçтарăннине куратпăр: тӳме, вак укçа... Фильтра кăлармалла, çуса тасатмалла, юхса тухакан тĕле те тасатса илмелле. Çак фильтра 2-3 уйăхра пĕрре уçса пăхмаллах.

Порошок ямалли пая илсе пăхар-ха. Унтан вараланчăк шыв юхмасть, анчах чылай вăхăт тытса пăхмасан тĕлĕнмелли пулатех. Ăна мелпе вĕçертсе кăлармалла, кивĕ шăл щеткипе, савăт çумалли гельпе е пастăпа сăтăрса тасатмалла.

Машина ТЭНĕ /трубкăллă электронагреватель/ çумне шыв лĕкĕленсе çыпçăнать. Шыв «хытă» пулсан тэн хăвăртрах пăсăлать. Тэн çумне вăйлă лĕкĕленсе ларсан машина ĕçлесе те каймĕ е ĕçленĕ чухнех сасартăк чарăнса ларма пултарĕ. Тэна васкавлă тасатмалла. Электрочейнике тасатакан лимон кислоти е уксус машинăна юсама пулăшĕ. 5 кг çума йышăнакан машинăна 150-200 г лимон йӳçекĕ /кислоти/ кирлĕ пулать. Япала çумалли пая 150 г лимон ямалла, барабана — 2 кашăк, машинăна чи пысăк температура çине лартмалла, 5-6 минут ĕçлеттерсе сӳнтермелле. Пĕр-икĕ сехет лартмалла, унтан машинăна ярса хăйĕн программи вĕçленичченех ĕçлеттермелле. Юхса тухакан вараланчăк машина тэнĕ мĕнле шайпа вараланнине кăтартĕ. Хытă шывпа усă куракансен тэнран лĕкĕ вĕтĕ чул пĕрчи пек хăйпăна-хăйпăна тухать. Уксус «йывăртарах» шĕвек, унпа асăрхануллăрах пулмалла.

Барабана, алăк кĕленчине тимĕр фурнитура чĕркелесрен унашкал япаласене ятарлă япала çумалли хутаçа чиксе çусан аванрах.

Машинăна инструкцире кăтартнинчен ытла япала хума юрамасть. Тулли япала лайăх пăтранаймасть — эппин, çăвăнаймасть те. Нумай чыхсассăн двигателе те йывăр килет, вăл хăвăртрах çийĕнсе юрăхсăра тухма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.