Тĕлĕкре те кĕвĕ илтет
Катя ПЕТРОВА юрăçа, мусăкçа, ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Чăвашра çеç мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскер, хăмăр куçлăскер, пилĕк таран вăрăм çÿçлĕскер сцена çинче сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе палăрса тăрать. Çут çанталăк панă пултарулăхĕпе, чуна лăпкакан çепĕç сассипе вăл тăван халăха савăнтарать. Ку таранччен Катьăран икĕ хутчен интервью илме тÿр килчĕ, çапах хальхинче те ун çинчен çĕннине нумай пĕлтĕм. Кухньăра типĕтнĕ сĕлĕрен вĕретнĕ чейе пылпа ĕçнĕ май çур çĕр иртнине те сисмен. Катьăна çăмăл машинине лартса янă хыççăн та чылайччен çывăрса каяймарăм... Хаçат тусĕсене пултаруллă юрăçпа çывăхрах паллаштарас килет. Малалла вулас...