Вĕренме пăрахса чăх-чĕп пăхнă

11 Çурла, 2016

Ефросиния Егорова 82 çулта. Çак ÿсĕме çывхарнисем, аслăраххисем хури-шуррине пайтах курнă. Евруç аппан пурнăçĕ пыл та çу пулайман. Муркаш районĕнчи Орининра çуралса ÿснĕскер çемье çавăрсан та тĕп килтех юлнă. Тăлăх çитĕннĕ вăл. Шел те, качча тухсан та тăлăха юлнă.

Кил хуçи колхоз правленийĕн бухгалтерĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕпе амăшĕ те колхозрах пилĕк авнă. Халăхран уйрăм пулман ку çемье, ыттисемпе тан ĕçленĕ. Фашист пирĕн çĕре тапăнса вăрçă пуçлани пин-пин çемье пурнăçне улăштарнă, аркатнă. 1942 çулта Евруçăн ашшĕне Иван Соловьева çара илнĕ.

— Аттене повестка илнĕ кунах вăрçа ăсатрăмăр. Çав кун ялтан виçĕ арçынна фронта ячĕç. Атте: «Шкула кайсан лайăх вĕрен. Апуна итле», — тесе хăварчĕ. Вăл килтен каяс умĕн кĕлете кĕрсе резина атă тăхăнчĕ. Çире — кăвак кĕпеччĕ. Арçынсене анне лаша кÿлсе Канаша çити ăсатрĕ, — уйрăлу самантне аса илчĕ туя тытнă хĕрарăм.

Мăшăрĕпе тĕпренчĕкĕсем, амăшĕ Иван Матвеевичран çырусем кĕтнĕ. Пĕррехинче Евруçпа унăн икĕ шăллĕне кĕçĕ ернĕ. Унран сипленмешкĕн шăпăрлансене тикĕт сĕрсе вĕри мунчана хупнă.

— «Кĕтĕр-кĕтĕр, ачасем. Апу килсен кăларать», — тесе эпир тухса тарасран алăк хыçĕнче пире асанне сыхласа ларчĕ. Кĕçех почтальон хыпар илсе килчĕ: аттерен çыру çитнĕ, — телейсĕр ачалăхне куç умне кăларчĕ кинемей. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.