Курортри пек кунта: хырлăх, хурăнлăх...

11 Çурла, 2016

Шăтăк-путăксăр асфальт çулпа утса ялпа киленнĕ май Вăрмар районĕнчи Ичеснер Атайкассинче 50-а яхăн çын çеç пурăннине ĕненес килмерĕ. Икĕ урамлă çак ялта çурт чылай: киввисен çумĕнче çĕннисем, капмаррисем, çĕкленнĕ. Вĕсен шучĕ нумай пулин те 22-шĕнче çеç каçхине çутă çутаççĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта «Сталь» колхоз йĕркеленнĕ. Халĕ ял çыннисем клуб пуррипе çеç савăнаяççĕ. Унти заведующи çур ставкăпа çеç тăрăшать. Унччен райпо лавкки кашни кунах хăйĕн алăкне уçнă, анчах тупăш çуккине кура ăна хупнă.

Тăван кил алăкне хупма паман

Урамра чăтма çук шăрăх çанталăк хуçаланать пулин те ял çыннисене килте тытма çук. Эпир пынă чухне пĕрисем уйра трактор çине утă тиетчĕç. Çĕр чăмăрĕ çинчен çухалма пултаракан хăш-пĕр яла çитсен кунашкал транспорта кураймăн. Çĕрпÿ районĕнчи пĕр яла çитсе килнĕччĕ: хĕлле çул хырманран çынсем кÿршĕ яла хир урлă йĕлтĕрпе çÿреççĕ. Ичеснер Атайкассинче «тимĕр утсене» татах курма тÿр килчĕ. Пĕрисен килĕ умĕнче трактор çеç мар, çăмăл тата йывăр тиевлĕ машинăсем те ларатчĕç. Теприсен комбайн пур. «Çанă тавăрса ĕçлеççĕ ку тăрăхрисем, малалла талпăнаççĕ», — явăнчĕ пуçра шухăш.

Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.