Archive - 26 Çурла, 2016
"Туннель вĕçĕнчи çутă" тата çÿллĕ шайри тимлĕх урокĕ
"Политика кĕрешĕвĕн температури ÿссе пырать..." — Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланинчен пуçларĕ те — хăйĕн сăмахĕсене сăлтавларĕ: хăшĕсем пенсионерсене суяççĕ, "пирĕн пенсие тавăрса парăр!" тесе лару-тăрăва çивĕчлетеççĕ-мĕн. Çавна май Раççей Правительстви пĕр кун маларах пенси тĕлĕшпе тунă йышăну — пенсионерсемшĕн чăннипех кăмăллă хыпар.
Ырă ят пуянлăхран хаклăрах
Халăх сывлăхĕ медицина ĕçченĕсенчен нумай килет. Вĕсем тăрăшуллă пулни, хăйсен ĕçне пĕлсе те чунтан туни, пациентсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни пĕтĕм сывлăх сыхлавне витĕм кÿрет. Ăруран ăрăва професси сумĕ те ÿсет. Ывăлĕ ашшĕне кура, мăнукĕ аслашшĕне кура вĕсен çулĕпе кайма хавхалантарать. Çакнашкал тĕслĕхлĕ çемье пирĕн республикăра та сахал мар. Медицина ĕçченĕсен династийĕсене чысларĕç те ĕнтĕ Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ уявра.
Ĕç - амăшĕсем валли
Ăна ĕçлев центрĕнче тупса парĕç
Раççейĕн мĕнпур регионĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тивĕç комплекслă мерăсем пурнăçлаççĕ. Хĕрарăмсен социаллă пурнăçпа ĕçлев сферинчи прависемпе гарантийĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă çакнашкал çул-йĕрсенчен пĕрне халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем пурнăçлаççĕ.
Ырă тĕслĕх — юнашарах
«Бородино» компани» о б ществăна çитсе килме хаваспах килĕшрĕм. Унăн ырă ĕçĕпе ООО тĕп агрономĕ Геннадий Степанов хула уявĕнче кĕскен каласа кăтартнăччĕ. «Районăн ял хуçалăхне çĕклеме килнĕ инвесторсене ырă тĕслĕхпе мĕншĕн паллаштарас мар?» — тесе шухăшларăм.
«Сывлăша текех «ăшăтмăпăр»
«Канашский» ăратлă чăх-чĕп заводĕнче пире хальхинче Николай Ильбеев ертÿçĕ мар, Василий Давыдов гендиректорпа коммерци директорĕ Александр Макаров (сăнÿкерчĕкре) çамрăксем кĕтсе илчĕç.
Кунта кăçал çуркунне пысăк улшăну пулнă — ертÿлĕх улшăннă. Н.Ильбеев пăрахса кайман. Производствăна лайăх пĕлекенскере Мускав инвесторĕсем ертÿлĕх тытăмĕнче хăварнă.
Сухалакан çĕре вĕтлĕх ан пустăр
РФ ял хуçалăх министрĕн псрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов нумаях пулмасть республикăна килсен агропромышленноç комплексĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе епле усă курнипе кăсăкланчĕ. Парлак çĕр лаптăкĕ ытла та нумаййинчен тĕлĕнчĕ.
Анатолий ШОРНИКОВ: Çамрăксем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр тăччăр
— Китаецсемпе тĕл пулма чи тĕреклисене суйласа илетчĕç. Çывăхрах патвар хул-çурăмлă салтаксене шыва кĕме ирĕк паратчĕç. Совет çарĕнче çÿллĕ те патвар йĕкĕтсем службăра тăнине кăтартасшăн пулнă ĕнтĕ, — тет 1980 çулсенче СССРпа Китай чиккине хуралланă Анатолий Шорников, хальхи вăхăтра Чăваш Енри пограничниксен общество организацине ертсе пыраканскер. 2006 çултанпа призывпа каякансене çĕршыв чиккине сыхлама ямаççĕ. Паян Раççей погранçара контракт йĕркипе кăна лекме пулать.
Аталанмашкăн ирĕклĕх кирлĕ
Ялан ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан, вĕсене пурнăçа кĕртме ăнтăлакан çын вăхăт епле хăвăрт иртнине те сисмест. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Транспорт- технологи машинисемпе комплексĕсен» кафедрин пуçлăхĕ, техника ăслăлăхĕсен докторĕ Александр Петрович АКИМОВ 70 çула çитнине хăй те ĕненмест. 45 çул ĕнтĕ наукăпа вĕрентÿ каçалăкĕнче курăмлă вăй хураканскер аслă шкула пĕлÿ илме те ĕнер кăна килнĕ тейĕн. Студент пулса тăрассишĕн тупăшу епле хĕрÿ иртнине, экзаменсене тытнине халĕ те лайăх астăвать вăл. Ачалăхĕ те куç умĕнчех.