"Туннель вĕçĕнчи çутă" тата çÿллĕ шайри тимлĕх урокĕ

26 Çурла, 2016

"Политика кĕрешĕвĕн температури ÿссе пырать..." — Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланинчен пуçларĕ те — хăйĕн сăмахĕсене сăлтавларĕ: хăшĕсем пенсионерсене суяççĕ, "пирĕн пенсие тавăрса парăр!" тесе лару-тăрăва çивĕчлетеççĕ-мĕн. Çавна май Раççей Правительстви пĕр кун маларах пенси тĕлĕшпе тунă йышăну — пенсионерсемшĕн чăннипех кăмăллă хыпар.

Йывăр йышăнусем

Михаил Игнатьев Дмитрий Медведев премьер пенсисен кăçалхи иккĕмĕш индексацине пĕр хут паракан тÿлевпе улăштарасси пирки пĕлтерни çинчен каларĕ. Çĕршыв бюджечĕн тупăшĕ кăçал 11% чакма пултарасси пирки калаççĕ, çулталăк тăршшĕпе хысна 1,5 триллион тенке яхăн çухатать. Пенси фончĕ 174 миллиард тенкĕ илсе çитереймĕ — бюджетран саплаштарма тивет. Анчах, Михаил Васильевич çирĕплетнĕ тăрăх, çак условисенче те влаç пенсионерсен умĕнчи обязательствăсене туллин пурнăçлĕ. "Хаксем ÿсни куçкĕрет — пурнăç хакланчĕ. Пенсионерсене пĕр хут паракан тÿлев бюджетшăн 200 миллиард тенке ларĕ", — терĕ вăл.

Чăваш Ене илес тĕк — "сахал тупăшлă çынсен социаллă хÿтлĕхĕ тĕлĕшпе лару-тăру ансат мар. Çапах тивĕçлĕ программăсене туллин пурнăçлăпăр. Ку енĕпе тÿлемелли субсидисем валли уйăракан укçа пĕлтĕрхипе танлаштарсан 134% шайĕнче. Кусем — çăмăл мар йышăну-сем, анчах эпир çынсен хÿтлĕхне тивĕçтермешкĕн вĕсене турăмăр". Çавна май Михаил Игнатьев Правительство пуçлăхне бюджет укçипе тĕллевлĕн тата тирпейлĕ усă курассине "куллен тата сехетсерен" çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Республика Пуçлăхĕ çĕкленĕ тепĕр тема — "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕсемпе çыхăннăскер. Вĕсен лару-тăрăвĕ питĕ йывăрри вăрттăнлăх мар — тинех "туннель вĕçĕнче çутă курăнать" теме юрать-тĕр. Михаил Игнатьев Раççей вице-премьерĕ Александр Дворкович пĕлтерни çинчен евитлерĕ: Дмитрий Медведев премьер Тулашэкономбанка тивĕçлĕ хушу панă-мĕн. Ăна вуласах пачĕ: "Авăн уйăхĕнче концерна лару-тăрăва йĕркелемелли кредит парас ыйтăва пăхса тухассине тивĕçтерĕр". Çавăн пекех концерн активĕсене Раççей Федерацийĕн харпăрлăхне куçармалли план хатĕрлеме те хушнă. Çак хушусем тÿрре тухсан тем пекехчĕ.

320 пин тонна хăмла — фантастика!

Кун йĕркинчи ыйтусене илес тĕк — ветеринари çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавлаштармарĕ, республикăн çак кунсенче çĕнетнĕ бюджетне пурнăçламалли мерăсем те уçăмлă. Патшалăх граждан служби çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси те калаçтармарĕ. Пĕр саманта кăна палăртса хăварам: вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев пĕлтернĕ тăрăх — унччен саккунра нормăламан ĕç кунĕсемшĕн хушма отпуск "3 кунран кая мар" пулнă, улăштарнă хыççăн — "3 кун".

Хăмла туса илме кайнă тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди тÿлес ыйту вара кĕтмен çĕртен такăнтарчĕ. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Никитин доклад турĕ те — Михаил Игнатьев кашни килограмшăн мĕн чухлĕ субсиди тÿленипе кăсăкланчĕ. Пĕлтĕр 14,35 тенкĕ тÿленĕ иккен. Кăçал кăшт сахалрах пулать-тĕр — 12 тенкĕ патнелле. Михаил Васильевич вара татах та татах ыйтусем парать: пĕтĕмĕшле тухăç мĕн чухлĕ пулмалла? "Прогноз — 172 тонна", — пулчĕ хурав. Республика Ертÿçи мĕншĕн çапла çине тăрсах интересленнине тинех пĕлтерчĕ. Правительствăра çак ыйтăва тишкерме хатĕрленнĕ май ăна панă ăнлантару хутĕнче сăмах 2018 çул тĕлне Чăваш Енре хăмла туса илессине 320 пин /!/ тонна таран ÿстерессине палăртнă иккен.

"Ку справкăсене кам çырать? Эсир вĕсене хăвăр вулатăр-и? Тимлĕ пулмалла. Фантастика! Тĕнчипе те ун чухлĕ хăмла туса илеймеççĕ пуль!" — тĕлĕннине пытармарĕ Михаил Васильевич. Çийĕнчех служба тĕрĕслевĕ ирттерме, йăнăш цифрăшăн — ытлашши "пин" сăмахшăн — айăплисене премисĕр хăварма сĕнчĕ. Хăшĕсен премисĕр юлас килмест пулас. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина çийĕнчех тÿрре тухрĕ: "Ял хуçалăх министерстви пирĕнпе килĕштернĕ ăнлантару хучĕ урăхлаччĕ. Вĕсем кайран тÿрлетÿсем кĕртнĕ пуль..."

Статистика суймасть

Иккĕмĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетрĕç. Чăн та, ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев асăннă цифрăсем ыйтусем çуратрĕç. "Тутарстанра çынсен тупăшĕ пирĕн- нинчен пысăкрах, анчах пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе темшĕн пĕчĕкрех. Çакă вара кайран бюджетран уйăракан тÿлевсене витĕм кÿрет", — уçăмлатма ыйтрĕ Михаил Игнатьев. Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова каланă тăрăх — хăй вăхăтĕнче "карçинккари" аш-какай виçине кăшт пысăклатнă /Чăваш Енре унăн виçи кÿршĕри хăш-пĕр регионтинчен ытларах-мĕн/, çĕрулми виçине чакарнă — çавăнпа хайхи минимум хакĕ те пысăкрах. Çак версие вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та çирĕплетрĕ. Çапах Михаил Игнатьева кунашкал хурав тивĕçтермерĕ, вăл "потребитель карçинккин пуххине" çĕнĕрен пăхса тухни вырăнли пирки каларĕ. Сăмах аш виçине чакарса ăна çĕрулмипе саплаштарасси пирки пырать-ши?

Тĕп хула бюджетне "Этнос Чăваш Енĕ" туризмпа рекреаци кластерĕн инфратытăмне йĕркелемешкĕн республика бюджетĕнчен субсиди парассине ырларĕç. "Шупашкарта Атăл патне анмалли илемлĕ тепĕр вырăн пулать: çулсем, тротуарсем..." — терĕ кун пирки Михаил Игнатьев. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх — ĕçсене тăватă тапхăра пайланă. Пĕрремĕш тапхăрта çырана çирĕплетмелле, инфратытăма йĕркелемелле — ку ĕçсене кăçалах вĕçлемелле. Михаил Игнатьев вара унти çĕр лаптăкĕсе-не пушатас енĕпе ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Калăпăр, кимĕсемпе катерсен хуçисем. Вĕсене урăх çĕрте вырăн памалла — çак ыйтусене вăраха ямасăр татса памалла.

Правительствăн маларах кăларнă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çав шутра — Шу-пашкарти Олимп резервĕсен училищине Çĕнĕ Шупашкартипе пĕрлештерсе В.М.Краснов ячĕллĕ учреждени туса хурасси. Спорт министрĕ Сергей Шелтуков училищĕне В.М.Краснов ячĕпе хисеплессине спорт общественноçĕ пуçарнине палăртрĕ: "Мухтава тивĕçлĕ çын, вăл спорт министрĕнче ĕçленĕ чухне Олимпиадăсенчи çĕнтерÿсем те пулнă, спорт объекчĕсем те çĕкленнĕ". Çакнашкал тепĕр пуçару та пур: хăвăрт утакансен 8-мĕш спорт шкулне мухтавлă спортсменкăн Елена Николаевăн ятне пама сĕннĕ. Ку пуçарăва та ырласа йышăнчĕç.

Спорт темине пуçарнă май Михаил Игнатьев Раççей паралимпиецĕсене Олимп вăййисене хутшăнма чарни пирки сăмах пуçарчĕ. "Паллах, вĕсем кулянаççĕ. Анчах эпир юнашар, яланах пулăшма тăрăшатпăр. Вĕсем кăмăлĕпе питĕ вăйлă çынсем. Лару-тăру ансат мар. Пысăк политика — ăнланмалла мар тата ăнланмалла сăлтавсене пула спортсменсене те çав политикăна явăçтараççĕ", — терĕ вăл Паралимп вăййисене каяйман ентешсемпе курнăçма хатĕррине пĕлтерсе.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.