Тăрăшуллисем ĕмĕр мухтавлă

26 Çурла, 2016

Олимп чемпионĕ Валериан Соколов 70 çул тултарать

"Валериан Соколовпа пĕр класра вĕренеттĕмĕр, ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмастчĕ. Уроксем хыççăн урамра пĕрле выляттăмăр. Пĕвĕпе пысăках марччĕ, типшĕмскерччĕ, ăмăртусенче те пит палăрсах каймастчĕ. Вăл Олимп вăййисен чемпионĕ пуласса никамах та шутламан пулĕ. Халĕ вăл — Пинер ял халăхĕн мухтавĕ", — каланăччĕ автотранспорт предприятийĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Вениамин Макаров.

"Пире çирĕпрех каччăсем кирлĕ"

Ялти шкул хыççăн Валериан Çурçĕр Казахстан обла- çĕнчи Мамалютка поселокĕнчи ял хуçалăх механизацийĕн училищинче вĕреннĕ. Çакăнта пуçласа тăхăннă та ĕнтĕ вăл боксер перчеткине. Пĕрле тренировкăна çÿрекенсене те тĕлĕнтернĕ: имшерскере пĕри те çĕнтерме пултарайман. Ун чухне вăл вунулттăра кăна пулнă.

Шупашкара таврăнсан В.Соколов хулари 1312-мĕш автоколоннăна диспетчера вырнаçнă. Кунта та вăл салтакран тин çеç таврăннă спортсменпа паллашнă. Вăл сĕннипех чăваш каччи "Динамо" спорт обществине çул тытнă. Пĕчĕк пÿлĕмре боксерсем тренировка ирттернĕ.

— Бокс секцине çÿресшĕн эпĕ, — именчĕклĕн калаçнă Валериан Николай Лукин тренерпа. Спорт тумĕ тăхăннă арçын çÿçне кĕске кастарнă имшеркке çамрăк çине тĕлĕнсе пăхнă, ку ачаран боксер пулассăн туйăнман ăна.

— Шел те, пирĕн вырăн çук. Куратăн вĕт, мĕнле условисенче хатĕрленетпĕр, — хуравланă тренер. Валериан пуç усса килелле утнă. Темиçе кунтан вăл каллех "Динамо" залне пынă. Ку хутĕнче Лукин ăна уççăн çапла каланă: "Пире çирĕпрех каччăсем кирлĕ. Ирсерен за-рядка туса вăй-хална çирĕплетмелле малтан".

— Эсир мана тĕрĕслесе пăхмарăр вĕт, — сăмах хушнă яш. "Мĕнле хăюллă", — шухăшланă тренер.

— Юрĕ, ÿкĕте кĕртрĕн, — тенĕ вăл Валериана хулпуççинчен çапса. Çапла вара Вăрмар ачи бокс секцине çÿреме пуçланă.

Тренировкăра вăл тренер мĕн каланисене йăлтах пурнăçлама тăрăшнă. Пĕрремĕш тытăçурах Валериан тренера тĕлĕнтернĕ: сулахай алăпа çапсан хăйпе кĕрешекен спортсмен курăка çавапа çулса пăрахнă пекех персе аннă. "Ăçтан çавăн чухлĕ вăй пур унăн?" — аптранă Лукин. Тепĕр кĕрешÿре те В.Соколов ăста боксера çĕнтернĕ.

Республикăра мала тухассишĕн Çĕмĕрлере иртнĕ çамрăк боксерсен ăмăртăвĕнче Валериан финала тухса Чăваш Енри чи пултаруллă спортсмена парăнтарса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак кунран пуçланнă та ĕнтĕ пулас Олимп чемпионĕн çитĕнÿ картлашкипе хăпарасси.

Республикăн пĕрлештернĕ командин çĕнĕ хастарĕ часах çамрăксен хушшинче мала тухас-сишĕн Оренбургра иртнĕ чемпионата хутшăннă. Шăрăхра кĕрешме çав тери йывăр килнĕ пулин те кашни тытăçура çĕнтерсе финала тухнă чăваш каччи чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Ăна асăнмалăх алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Пултаруллă спортсмена "Динамо" обще-ствăн ăмăртăвне хутшăнма сĕннĕ. Одесса хулинче иртнĕ Пĕтĕм Союзри чемпионатра пирĕн ентеше питех ăнман.

Шупашкара таврăнсан В.Со- колов Геннадий Герасимов тренерпа паллашнă.

— Мĕнле кĕрешрĕн?

— Виççĕмĕш вырăн йышăнтăм.

— Питĕ лайăх, саламлатăп, — тенĕ тренер. Каччă ăмăрту мĕнле иртни çинчен каласа панă. Соколов бокса чунпа парăннине сиснĕскер ăна хăй патне чĕннĕ. Çапла вара Герасимов унăн тренерĕ пулса тăнă.

Боксерăн пушă вăхăт та пулман. Тренировка хыççăн алла кĕнеке тытнă. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ-çке. Ăмăртусене те хатĕрленмелле. Акă "Динамо" спорт обществин чемпионĕ Пĕтĕм Союзри турнир финалĕнче Рига боксерĕпе Зильберманпа тупăшса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Валериан Соколова "Чи лайăх боксер" ят панă. Ку 1965 çулта пулнă.

Уганда пăхаттирне çĕнтерсе

XIX Олимп вăййисем пуçла- ниччен çулталăк маларах Соколов тĕнчери, Европăри, çĕршыври нумай ăмăртăва хутшăнса хăйĕн спортри ăсталăхне туптанă. Арменири Ленинакан хулинче /халĕ — Гюмри/ ирттернĕ çĕршыв чемпионатĕнче пирĕн ентеш Олим-пиадăна хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Боксерсем çапла шÿтленĕ: "Мехико çулĕ Ленинакан урлă выртать". Геннадий Герасимов тренер та Валериана шаннă, вăл çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтнĕ.

1968 çулхи юпа уйăхĕ. Инçетри Мексикăра Олимпиада пынă. Вăрмар районĕнче пурăнакансем Америка континентĕнчен паракан передачăсене тимлесе пăхнă. Валериан Соколов мĕнле кĕрешни кашнинех хумхантарнă. Пинерсем аякри хулана саламлă телеграмма та янă. Валериан ял-йыш шанăçне çухатман, тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăннă. Финалта чăваш боксерĕ Уганда пăхаттирне çĕнтерсе Олимп чемпионĕ пулса тăнă.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирхине Канаш вокзалне халăх çавăрса илнĕ: пурте "Мускав-Томск" пуйăса кĕтнĕ. Перрон çинче "Пултаратăн, Валериан!", "Санăн çитĕнÿсемпе савăнатпăр!", "Малашне те çавăн пек пул, Валера!" тесе çырнă. Олимп чемпионне Валериан Соколова пуйăсран тухнă-тухманах халăх сырса илнĕ. КПСС обкомĕн секретарĕ И.П.Прокопьев пысăк çитĕнÿпе ăшшăн саламланă. Спорт паттăрне комсомолецсемпе спор-тсменсем те хавхалантарнă. "Паян пĕтĕм Чăваш Ен савăнать. Санăн çĕнтерÿ пире çунатлантарчĕ, вăй- хăват хушрĕ", — тенĕ вĕсем.

Олимп çăлтăрне Шупашкарта та чысланă: электроаппаратура завочĕн культура керменĕнче ăна халалласа уяв ирттернĕ. Спортсмена ентешĕсем те чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Валериан Соколов ял-йышпа тĕл пулнă. Паттăра курма кÿршĕ ялсенчен нумаййăн килнĕ. Олимпиада хыççăн та чăваш спортсменĕ ринга пĕрре мар тухса çĕнтерÿпе палăрнă. Çак тапхăрта вăл тĕнчери тата хамăр çĕршыври чи пултаруллă боксерсемпе сахал мар кĕрешнĕ.

Каярахпа В.Соколов хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хусанти танк училищинчен, Ленинградри çар институтĕнчен вĕренсе тухнă. СССР Хĕç-пăшаллă вăйсен спорт клубĕнче тренерта, наукăпа тĕпчев институчĕн лабораторийĕнче, РФ пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен центрта ĕçленĕ. Вăл — саппасри полковник, педагогика наукисен кандидачĕ. Шупашкарта ун ячĕпе урам пур, спорт шкулĕ те ун ячĕпе хисепленет.

Анатолий ХОВАНСКИЙ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.