Ырă тĕслĕх — юнашарах
«Бородино» компани» о б ществăна çитсе килме хаваспах килĕшрĕм. Унăн ырă ĕçĕпе ООО тĕп агрономĕ Геннадий Степанов хула уявĕнче кĕскен каласа кăтартнăччĕ. «Районăн ял хуçалăхне çĕклеме килнĕ инвесторсене ырă тĕслĕхпе мĕншĕн паллаштарас мар?» — тесе шухăшларăм.
Константин Согрин гендиректор пире çĕнелнĕ уй-хирпе паллаштарчĕ. Вăл Челябинск тăрăхĕнчи вырăс, машина тăвакан инженер пĕлĕвне илнĕ. 1987 çулта направленипе Шупашкарти промтрактор заводне лекнĕ. Тĕп хулара тĕпленсе çемьеленнĕ. Ку таранччен ял хуçалăхĕнче ĕçлесе курман. Анчах студент çулĕсенче комбайнпа тырă вырнă самантсем манăçман.
— Манăн тĕллев — малтанах «Трактор завочĕсем» концернăн техника хăватне тĕрĕслессиччĕ, — терĕ Константин Владимирович. — 2013 çулхи чÿк уйăхĕнче район администрацийĕнче пултăм, специалистсемпе хам шухăша пайларăм. Тепĕр çулхи ака уйăхĕнче килĕшÿ тăрăх 340 гектар çĕр илтĕм. Йывăç-тĕме чăмласа вĕтетекен техникăпа вĕтлĕхе тĕплерĕмĕр, сухаларăмăр. Пĕлтĕр пуçласа акана хутшăнтăм. Лаптăка çумкурăкран тасатма тата пуянлатма техника культурисем — горчица, люпин, ытти те — акрăмăр. Кăçал пусă çаврăнăшне урпапа хуратул хушăнчĕç. Лаптăк татах пысăкланчĕ.
Халĕ харпăрлăхра — 330, арендăра 588 гектар çĕр. Пурăна киле ăна 2 пин гектара яхăн çитересшĕн. Тирпейлеме хăватсем çитеççĕ.
Тулли мар яваплă общество кăçал 250 гектар çинче кĕрхи ырашпа тулă акса хăварасшăн. Çуркунне валли те сухаланă ана хатĕр.
— Кĕрхи рапс та акас шухăш пурччĕ. Специалистсем каланă тăрăх — усси çук, вăл сивве чăтаймасть. Коллективра 10 çын, тĕпрен илсен — механизаторсем, — терĕ гендиректор.
— Вĕсем — вырăнтисемех, — калаçăва хутшăнчĕ Геннадий Николаевич. — Общество тÿлекен шалупа питĕ кăмăллă. Нимĕнле Мускав та кирлĕ мар вĕсене.
Тепĕр уйра Анатолий Усанов «Агромаш- Руслан» тракторпа çĕртме тунине куртăмăр. Вăйлăскер, çăмăллăн пырать.
— Ку тăрăхри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çĕнĕрен вĕтлĕх пусма памастпăрах. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кăмăллă. Тăрăшсан уссине куратăнах. Вăй хума ан ÿркен кăна, — терĕ Константин Согрин.
В.ГРИГОРЬЕВ.
Комментари хушас