Сухалакан çĕре вĕтлĕх ан пустăр

РФ ял хуçалăх министрĕн псрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов нумаях пулмасть республикăна килсен агропромышленноç комплексĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе епле усă курнипе кăсăкланчĕ. Парлак çĕр лаптăкĕ ытла та нумаййинчен тĕлĕнчĕ.

Муниципалитетсенчен Канашсене çитекен çук иккен! 97251 гектартан 12416-шĕ — вĕсен. Мĕнпур калăпăшăн саккăрмĕш пайĕ. Кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме 2500 гектар çеç планланă, хальлĕхе 1202 гектар /48%/ кăна пурнăçланă. Кунашкал хăвăртлăхпа ĕç миçе çула тăсăлĕ? Çав вăхăтрах Йĕпреçсем 4541,2 гектартан 3000-не çаврăнăша кĕртме планланă, хальлĕхе 3216-не ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Етĕрнесем плана — 67, Элĕксем 56% ирттерсе тултарнă.

Лару-тăру чăнласах йывăррине кура Канаш районĕн администрацине çитрĕм, пуçлăх заместителĕпе — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçипе Анатолий Егоровпа тĕл пултăм.

— Анатолий Николаевич, сухалакан çĕре вĕтлĕх пусса илмĕ-и?

— Кипеч, Шаккăл енчи анасен пĕр пайне самаях çитĕннĕ вĕтлĕх чăнласах пусса илнĕччĕ. Инвесторсен хăватлă техники унпа епле кĕрешнине сăнлакан сăнÿкерчĕксене район администрацийĕн сайтне вырнаçтартăмăр. Хăвăр та курнă пулĕ. Йывăç-тĕм темĕн çÿллĕш ÿснĕрен трактор палăрмасть вĕт. Çак ĕçшĕн маларах çулсенче субсиди парса хавхалантаратчĕç. Юлашки вăхăтра йĕрке пăрахăçланчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем тĕллĕн çеç тĕллеве пурнăçлаймĕç. Куллен тумалли ĕç хăйсен те темĕн чухлех. Инвесторсем кирлĕ пире. Çавсене питĕ кĕтетпĕр.

— Ырă пуçару кăтартаканнисем пур-и?

— Пур, темиçе те. Пĕри «Бородино» компани» тулли мар яваплă общество. Инвесторсем 4,5 пин гектар çĕре арендăна илчĕç. Лав вырăнтан хускалчĕ темелле. Вĕсен ĕçне тĕрĕслесех тăмалла. Çав тĕллевпе çĕнĕ штат уçрăмăр: муниципалитет çĕрпе епле усă курнине тĕрĕслекен инспектор. Часах çакă палăрчĕ: лаптăка тара илнĕ те — лăпланнă. Хуçисенчен çирĕпрех ыйтма, предписани çырма, çийĕнчен 50-шар пин тенкĕ штраф хума лекрĕ. Вăл йыша «Бородино» та кĕчĕ. Предписани срокĕ пĕр çулталăка пырать. Улшăну пулмасан штраф виçине хушма, çĕр налукне 0,3-рен 1,5% çитерме /саккунпа килĕшÿллĕн 5 хут пы-сăклатма юрать — В.Г./ тивет. Урăхла май çук. Мĕн тетĕр? Вĕтлĕх пуснă уйсенче трактор кĕрлевĕ илтĕнме тытăнчĕ. «Бородино» компанийĕ» обществăна çитсе килер-и?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.