Комментари хушас

26 Çурла, 2016

«Сывлăша текех «ăшăтмăпăр»

«Канашский» ăратлă чăх-чĕп заводĕнче пире хальхинче Николай Ильбеев ертÿçĕ мар, Василий Давыдов гендиректорпа коммерци директорĕ Александр Макаров (сăнÿкерчĕкре) çамрăксем кĕтсе илчĕç.

Кунта кăçал çуркунне пысăк улшăну пулнă — ертÿлĕх улшăннă. Н.Ильбеев пăрахса кайман. Производствăна лайăх пĕлекенскере Мускав инвесторĕсем ертÿлĕх тытăмĕнче хăварнă.

Василийпе Александр çĕршыв тĕп хулинчи пĕр çурт картишĕнчех выляса ÿснĕ, пĕр шкултах вĕреннĕ, пĕрлех аслă пĕлÿ илнĕ. Авланнă, çемйисем Мускавра юлнă. Хăйсем тăван киле канмалли кунсенче кайса килеççĕ. Канаша вĕсем мĕнле лекнĕ-ха?

— Эсĕ лайăхрах пĕлетĕн, каласа пар, — терĕ тусне Василий Игоревич.

— Шупашкарта çывăх юлташ пурăнать. Эпир унпа Мускавра паллашнă. Ăна пула Чăваш Енре темиçе те пултăмăр, ял хуçалăхне инвестици хывса хамăр ĕçе йĕркелеме май пуррине пĕлтĕмĕр, — терĕ Александр Геннадьевич.

Мускавсем Канаш ене суйласа илнĕ. «Ямашевская» агрофирмăн пурлăхне 75% туяннă. Çĕр лаптăкне 2 пин ытларах гектартан 7,5 пине çитернĕ. «Туса илнĕ тырăпа мĕн тумалла?» — тухса тăнă ыйту.

Канашри чăх-чĕп заводне сутма тăратнине пĕлнĕ. 100 проценчĕпех акци туяннă. Çапла завод хуçисем пулса тăнă. Агрофирмăра хăйсем туса илекен тырă завод производствин хăйхаклăхне йÿнетессе шаннăран кунта килсе лекнĕ те.

— Чăх-чĕп фермисене пăхса çаврăнтăмăр та питĕ тĕлĕнтĕмĕр. Оборудовани шутсăр кивĕскер. Малашне кунашкал ĕçлеме юрамасть тесе шухăшларăмăр. Предприятие çĕнетсе хаватлантарма палăртрăмăр, — пĕлтерчĕ А.Макаров.

Гендиректор модернизаци проекчĕпе паллаштарчĕ. Чи малтан котельнăя улăштармалла. Вăл ăшша 40% çухатать. Реконструкци 600-700 пин тенкĕ перекетлеме май парать. Проект 1,5 çулталăкра саплашăнать. Ăна кăçалах сивĕсем çитиччен пурнăçлама палăртнă.

— Текех сывлăша ăшăтмăпăр, — терĕ В.Давыдов.

Тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн чăх-чĕп йышĕ, çавна май туса илекен продукци калă-пăшĕ те ÿсмелле. Ун валли вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Инвесторсен тĕллевĕ пысăк, ăна пурнăçлама Чăваш Ен Правительстви пулăшасса шанаççĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.