Аталанмашкăн ирĕклĕх кирлĕ

26 Çурла, 2016

Ялан ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан, вĕсене пурнăçа кĕртме ăнтăлакан çын вăхăт епле хăвăрт иртнине те сисмест. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Транспорт- технологи машинисемпе комплексĕсен» кафедрин пуçлăхĕ, техника ăслăлăхĕсен докторĕ Александр Петрович АКИМОВ 70 çула çитнине хăй те ĕненмест. 45 çул ĕнтĕ наукăпа вĕрентÿ каçалăкĕнче курăмлă вăй хураканскер аслă шкула пĕлÿ илме те ĕнер кăна килнĕ тейĕн. Студент пулса тăрассишĕн тупăшу епле хĕрÿ иртнине, экзаменсене тытнине халĕ те лайăх астăвать вăл. Ачалăхĕ те куç умĕнчех. Хăйĕн пурнăçне техникăпа çыхăнтарассине ун чухнех палăртнăскер вăхăта каялла тавăрма май пулас тăк пурнăçĕнче нимĕн те улăштармĕччĕ тесе ĕнентерет. Раççей Федерацийĕн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, ЧПЯХА ректорĕн канашçипе юбилей умĕн курса калаçрăмăр.

— Чылайăшĕшĕн пурнăçра пысăк çитĕнÿ тума пултарнă çынсен пурнăçĕ ăнăçуллă самантсенчен кăна сыпăнса пынă пек туйăнать. Шăпа çирĕп тĕрĕслевсемпе тылламан та тейĕн вĕсене. Александр Петрович, сирĕн çине пăхсан çакнашкал шухăш пуçа килмест — сăпайлăхăра çухатманран «ыттисем пекех, анчах ĕçчен те çине тăраканскер» тесе картса хуратăн.

— Ку ĕнтĕ ача чухнехи, çамрăклăхри Акимова куç умне кăларма пулăшăр-ха тениех пуль? Ачалăхăм тантăшăмсеннинчен уйрăлса тăман. Пăрачкав районĕнчи Антипинка ялĕнче иртрĕ вăл. Хресчен кил-йышĕ пулнă пирĕн. Асатте тимĕрçĕ пулнă та — атте те унран çак ăсталăха алла илнĕ. Колхоза техника илсе килме тытăнсан атте шофера вĕреннĕ. Республикăри водительсен пĕрремĕш курсĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Аттене комбайн шанса парсан ĕççи вăхăтĕнче эпĕ те унпа ларса çÿреттĕм. Шкула кайманскер пушаннă вăл е ку гайкăна пăрса çирĕплетсен атте ырă сăмахпа хавхалантаратчĕ. Техникăна аван пăхса тăратчĕ те – ăна Со-вет Союзĕн Геройĕ Н.Безруков ячĕллĕ колхозăн тĕп инженерне çирĕплетрĕç. Каярахпа Пăрачкава пурăнма куçрăмăр. Атте районти МТС юсав мастерскойне ертсе пычĕ, «Сель-хозтехника» пĕрлешÿре ĕçлерĕ.

— Пурнăçра техника, инженери сире илĕртесси акă камран куçнă иккен.

— Çапла. Ача чухне колхоза кÿрсе килнĕ малтанхи техникăна лайăх астăватăп: «Победа» М-20 машинăна, М-72 мотоцикла, «Коммунар» комбайна... Хурăнлăха çырлана каяттăмăр та тантăшсемпе — каялла килнĕ чухне тырă тиенĕ машинăсем лартса килетчĕç. Кузова тиенеттĕмĕр — тырăпа çырлан хутăш шăрши сăмсана еплерех кăтăклатчĕ! Машина вара тырă тăкăнасран асăрханса васкамасăр «чÿхенсе» пырать. Романтика мар-и? Ачалăхри чи ырă самантсенчен пĕри пулнă çакă.

— Тус-тантăш хушшинче ун чухнех хисепре пулнă-тăр.

— Шкулта аван вĕреннĕ, «иккĕ» илсе курман. Пăрачкава пурăнма куçсан пĕр класрисем /ун чухне пиллĕкмĕш класа каяттăм/ ман çине урлăрах пăхнине сисеттĕм. «Вырăнти» мар-çке. Пĕррехинче вĕрентекен ыйту пачĕ: «ООН тени мĕне пĕлтерет?» Мансăр пуçне никам та хурав параймарĕ. Çав кунран пуçласа мана асăрхама тытăнчĕç. Йĕркелĕхе пăхăнакан ачаччĕ — ушкăнра лидер пулма çакă та витĕм кÿнĕ пулĕ. Ашкăнас пулсан та виçене пĕлмеллине аса илтерсех тăраттăм. Никам та вĕрентмен мана çапла пулма.

— Йăлана кĕнĕ тăрăх — ун пек вĕренекенсем учительсемшĕн сылтăм алă вырăнĕнчех.

— Эпĕ вăтанчăкчĕ, çавăнпа аслисен куçĕнче пит курăмлă пулман-тăр. Вĕренме кĕмешкĕн шухăш тытсан та экзамен тытмалли предметсене хам тĕллĕн шĕкĕлчерĕм. Кĕнекесемпе хулăн справочниксене кĕнеке лавккине ятарласа кайса илнине лайăх астăватăп. Физикăпа, математикăпа ăнланман пĕр тема та хăварман.

— Ял хуçалăх институтне кайма аçăр сĕннĕ-и?

— Эпĕ аттестат иличчен виçĕ çул маларах асăннă вузра механизаци факультечĕ уçни çинчен илтнĕччĕ, çавăнта каятăп тесе хамах шухăшларăм. Анне хирĕç пулнăччĕ. «Ывăлăм, аçу пек талăкра 12-15 сехет уйра вараланчăк тумпа тусан çăтса çÿрес тетĕн-им?» — куççульне кăларманни кăна ачисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех çуннăскер. Хĕрарăм чунĕ çапла ĕнтĕ — пепкине май пур таран хăтлăрах пурăнтарас, унăн сывлăхне упрас тесе темĕн тума хатĕр.

— «Хура» ĕç суйланăшăн нихăçан та ÿкĕнмерĕр-и?

— Кăмăла тивĕçтерекен професси суйланине студент çулĕсенчех ăнлантăм. Виççĕмĕш курсра «металпа ĕçлесси» дисциплинăпа практика иртмеллеччĕ. Завода, цеха ĕçлеме кайрăмăр. Унта ĕç йĕрки еплереххине хăвăрах пĕлетĕр: проходнăйран кĕретĕн те смена вĕçлениччен — «читлĕхре». Пире вара, аграрниксене, ирĕклĕх çитместчĕ! Акана тухатăн-и, вырмара-и эсĕ — куç умĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир! Сăмах май, ун чухнехи вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн студентсем специальноç алла иличчен 5-6 уйăх практикăра ирттернĕ, çакă ял хуçалăх отраслĕ валли чăн-чăн специалист хатĕрлеме май панă.

— Ĕмĕтри «ирĕклĕхе» диплом илсен ăçта, çĕршывăн хăш кĕтесĕнче тупрăр?

— Пиллĕкмĕш курса куçсанах ĕç вырăнĕсен списокĕ паллăччĕ. Эпĕ Рязань облаçне, Рыбное хутлăхĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕве кайма тĕв турăм. Паллах, малтан вырăна çитсе условисемпе паллашрăм. Асфальт сарнă. Коммуналлă виçĕ хутлă çуртсем — илемлĕ, хăтлă. Ĕçлеме пуçăнсанах — уйрăм пÿлĕм, çемьеленсен хваттер параççĕ. Ун пекки çинчен ун чухне Чăваш Енре ĕмĕтленме çеç пултарнă. «Сельхозтехникăна» Социализм Ĕçĕн Геройĕ Дарья Гармаш, СССРти пĕрремĕш хĕрарăм трактористсенчен пĕри, ертсе пыратчĕ. Вăйлă бригадăччĕ пирĕн.

— Унта та хăвăр тавра çынсене пухма пултартăр-и?

— Çап-çамрăк специалист. Мĕнпе тĕлĕнтерме, хам енне çавăрма май пур-ха? Спорта ачаранах юрататăп. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех Совет Союзĕн паллă спортсменĕсем çинчен кăларнă кĕнекесен ярăмне туянса вулаттăм. Аслăрах классенче самбо хусканăвĕсене кĕнекерен пăхса вĕреннĕччĕ те шкулта секци йĕркеленĕччĕ. Рязань облаçĕнче вара йĕлтĕрпе чупма пуçларăм. Дарья Матвеевна асăрханă та çакна — чĕлĕм туртма, хаяррине сыпкалама хирĕç мар трактористсене те манпа пĕрле йĕлтĕр çине тăма хушрĕ.

Яла аслă пĕлÿллĕ инженер ĕçлеме килнине пĕлсенех вырăнти шкултан сĕнÿ пулчĕ. Каçхи шкулта ĕçлеме физика вĕрентекен кирлĕ. Çитĕннĕ çынсемпе урок ирттересси шиклентерчĕ пулин те — килĕшрĕм. Çапла вĕрентекен ĕçне те аванах хăнăхрăм.

— Ĕç каçалăкне чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пек пуçланă пулин те педагог тивлечĕ сирĕншĕн вăйлăрах пулса тухнă.

— Çапла. Çулталăкран тăван аслă шкултах ассистентра ĕçлеме пуçларăм. Паллах, Рязань тăрăхĕнчен ярасшăн марччĕ. Дарья Матвеевна кăмăлсăр юлнăччĕ. Майĕпен наука ĕçне кĕрсе пытăм. 1971 çулта Пермьри Д.И.Прянишников ячĕллĕ ял хуçалăх институтне аспирантурăна куçăн майпа вĕренме кĕтĕм. Ун хыççăн Шупашкарах таврăнтăм, малтанхи вырăнтах ĕçе пуçăнтăм. Воронежри аслă шкулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ хыççăн мана — ял хуçалăх механизацийĕн факультечĕн пуçлăхĕн заместительне, çулталăкран декана лартрĕç. Ку должноçа йышăнма çăмăлах марччĕ: хама вĕрентнĕ çынсемпе ĕçлемелле-çке, вĕсен пуçлăхĕ пулмалла. Мĕнле йышăнĕç çакна преподавательсем? Телее, пурте йĕркеллех пулса пычĕ. Кăткăслăхсене вăхăтра сирме май тупаттăмăр.

— Сире профессор званине доктор диссертацине хÿтĕличченех пани çинчен илтнĕччĕ.

— Çапла. Манăн пичетленсе тухнă кĕнекесем, вĕренÿ пособийĕсем пурччĕ, çавсене шута илсе 1995 çулта профессор ятне пачĕç. Каярахпа вара «техника ăслăлăхĕсен докторĕ» ăслăлăх степеньне тивĕçме диссертаци хÿтĕлерĕм.

— Пурнăçăн пысăк тапхăрне эсир Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалне — политехника институтне — халалланă. Пĕрремĕш утăмсем тăвакан вĕренÿ учрежденийĕнчен малта пыракан вузсенчен пĕри пулса тăнă вăл эсир ертсе пынă çулсенче.

— Мухтанас килмест, анчах чăннипех те çапла пулчĕ. Ертÿçĕ тилхепине тытнă самантра ку институтра ытларах — куçăн мар майпа вĕренекен студентсемччĕ. Тĕрлĕ майпа вĕренекенсем пурĕ те — 1000-1200 çын. Преподавательсен йышĕ те пĕчĕкчĕ: 10-15 çынран ытла мар. Ытларахăшĕ — икĕ ĕçре вăй хуракансем. Инженерсем республикăна аталантарма çав тери кирлине ăнланса кăмăлпах ĕçе пуçăнтăм. Ертÿçĕре сакăр çул ĕçлерĕм, вĕренекенсен йышĕ — 7 пин çынна, вĕрентекенсем 125-е çитрĕç. Пурлăх никĕсĕ пуянланчĕ, çĕнĕ специальноçсем уçрăмăр. Пилĕк факультет, 16 кафедра ĕç рынокĕ ыйтакан специалистсене хатĕрлеме пуçларĕç. Çапла майĕпен аталанса пытăмăр, институт федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх вузсен шутне кĕчĕ.

— Çамрăксем техника специальноçĕсене ытти аслă шкулта та алла илме пултарнă. Хăвăрăн заведение, çапах та филиал çеç вĕт, илĕртме епле пултартăр?

— Малтанхи курссенче студентсене хăйсем суйланă направленипе рабочи профессине вĕрентсе хатĕрлерĕмĕр. Çакă институтшăн хушма ĕç, анчах вăл пуриншĕн те усăллă – вĕренекеншĕн те, ĕç паракансемшĕн те. Кун хыççăн пирĕн выпускниксем 100 проценчĕпех специальноçпа ĕçе вырнаçма тытăнчĕç.

— Эппин, патшалăх политики шайĕнчи çивĕч ыйтăва — дипломлă çамрăксене хăйсем пĕлÿ илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçтарассине — татса пама пулăшнă. Политехăн тепĕр уйрăмлăхĕ — студентсене спортпа çывăхлантарасси — каллех сирĕн пуçарăвăрах ĕнтĕ — спортпа еплерех туслă пулнине каларăр вĕт.

— Çапла. Политехинститут чылай яшпа хĕре пысăк спорта тухма пулăшрĕ. Пирĕн студентсем хăйсене Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче кăтартма пултарчĕç. Татьяна Архипова Олимп сăрчĕ çине çитрĕ, 2012 çулта бронза медале тивĕçрĕ. Ольга Михайлова хăвăрт утассипе — Универсиада чемпионĕ, Вячеслав Акимов биатлон енĕпе Европăри çамрăксен хушшинче чемпион пулса тăчĕç. Списока малалла та тăсма пулать. Выпускниксемпе студентсен хушшинче — спорт 32 мастерĕ, спорт мастерĕн 30 кандидачĕ. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче политех çăмăл атлетика енĕпе пилĕк хутчен чемпион пулнăччĕ.

— Кун-çулăрăн самай пысăк тапхăрне хыçа хăварнă хыççăн сире шăпа каллех хăвăр ăс пухнă, ĕçленĕ аслă вĕренÿ заведенине — ял хуçалăх академине — илсе çитернĕ.

— Ят-сум çĕнсе илнĕ аслă шкул ертÿçин вырăнне хамăн ирĕкпе пушатрăм. Çулсем иртеççĕ — ватăлас килмесен те... Çамрăк ăру вăхăт ыйтакан çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕçлессе шанатăп. Академире те — çамрăк ректор. Андрей Макушев пултаруллă, малашлăха курса ĕçлекен ертÿçĕ пулнине ĕнентерессĕн туйăнать. Вĕренÿ планне улăштарассипе, студентсене практика валли вăхăт ытларах уйăрас енĕпе – пирĕн шухăшсем пĕр килеççĕ. Темиçе çул Учхозри пушă выртнă çĕрсене ректор çине тăнипе кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме пултартăмăр. Шурсухалсен кăмăлне яланах пĕлме тăрăшать ректор, вĕсен канашне шута хурать. Эппин, мана каллех ăнчĕ.

— Ывăнмасăр ĕçлеме Турри вăй патăр Сире, Александр Петрович.

— Ырă суннăшăн — тав.

Ирина ПУШКИНА калаçнă.

Н.ОСИПОВА сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.