Комментари хушас

26 Çурла, 2016

Ырă ят пуянлăхран хаклăрах

Халăх сывлăхĕ медицина ĕçченĕсенчен нумай килет. Вĕсем тăрăшуллă пулни, хăйсен ĕçне пĕлсе те чунтан туни, пациентсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни пĕтĕм сывлăх сыхлавне витĕм кÿрет. Ăруран ăрăва професси сумĕ те ÿсет. Ывăлĕ ашшĕне кура, мăнукĕ аслашшĕне кура вĕсен çулĕпе кайма хавхалантарать. Çакнашкал тĕслĕхлĕ çемье пирĕн республикăра та сахал мар. Медицина ĕçченĕсен династийĕсене чысларĕç те ĕнтĕ Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ уявра. Савăнăçлă мероприятие Ĕç çыннин çулталăкне халалларĕç.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енри сывлăх учрежденийĕсенче 160 ытла династи /1000 яхăн çын/ ĕçлет. "Вĕсен йышĕнче врачсем те, медсестрасем те, медицина учрежденийĕсен ертÿçисем те, министерство ĕçченĕсем те пур. Пурте республикăри сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕшĕн, халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Больницăсем çĕнелни те, хальхи йышши хатĕрсемпе пуянланни те вĕсене тăрăшса ĕçлеме вăй-хал хушать. Калăпăр, ялсенче уçăлакан çĕнĕ ФАПсенче камăн ĕçлес ан килтĕр. Паянхи ветерансем çĕнĕ больницăсемпе медицина клиникисем пирки ĕмĕтленме те пултарайман ", — терĕ министр.

Медицина ĕçченĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ. "Врач профессийĕ çăмăл ĕç мар. Эсир çынсен пурнăçĕшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн яваплă. Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕн çулне суйласа илни питĕ пархатарлă. Хăвăр ĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа тусан халăхăн сывлăхĕ те тĕреклĕ пулать, нумай пурăнакансен йышĕ те пысăкланать, демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланать", — терĕ вăл сывлăх сыхлавĕ патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ отраслĕсенчен пĕри пулнине палăртса.

Сцена çине республикăри чи пултаруллă та ĕçчен 20 çемье тухрĕ. Вĕсен кашнин шăпи тĕрлĕрен. Никам та çăмăлли шыраса такăр мар çак çул çине тăман. Вĕсен йышĕнче 400-500 çул ĕç стажĕ пухнă çемье те нумай. Тĕслĕхрен, Красноармейскинчи Барановсем çак ĕçре — XIX ĕмĕртенпех. Медицина пункчĕсем пулман тапхăрта пĕртăван Мархвапа Укахви ял çыннисене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватнă, вун-вун пепкене çут тĕнчене килме пулăшнă. Паян вĕсен çемйинче медицина сферинче вăй хурса ырă ят-сум çĕнсе илнĕ врачсем, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем те пур. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 501 çул.

Шупашкарти Домановсемпе Макаровсен династийĕн представителĕсем сывлăх сыхлавĕн сферинче 480 çул вăй хураççĕ. Династие Степан Павлов пуçарса янă. Çĕрпÿ район больницинче педиатрта ĕçленĕскер Ача çурчĕн тĕп врачĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ашшĕн ĕçне хĕрĕсемпе мăнукĕсем тăснă. Вĕсен çемйинче врачсем кăна мар, медицина кадрĕсене хатĕрлекенсем те, министр заместителĕсем те пулнă.

Канашри Афанасьевсемпе Константиновсем те хăйсен пурнăçне сывлăх сыхлавне халалланă. Династи пуçлăхĕ Елена Григорьева Татмăшри фельдшерпа акушер пунктĕнче чылай çул тăрăшса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, çак тапхăрта социаллă ăмăртусенче пилĕк хут çĕнтерсе палăрнă. Унăн ачисем те сывлăх сыхлавĕнче вăй хураççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта та медицина ĕçченĕсен династийĕ нумай. Калăпăр, хула больницин терапевтне Маргарита Федоровăна аппăшĕ Прасковья Лаврентьева, Етĕрне район больницинче медсестрара ĕçленĕскер, çак çул çине тăма пулăшнă. 8 класс пĕтернĕ хĕрачана хăй хÿттине илсе врач ĕçĕ питĕ сумли пулнине вĕрентсе ÿстернĕ. Маргарита Николаевна — ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, Хĕрлĕ Хĕрес обществин хастарĕ.

Николай Ивановичпа Земфира Ивановна Якимовсем çума- çумăн пурăнса пĕр-пĕрне пулăшса- хавхалантарса пынă. Кил хуçи хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕ те, тĕп врач та пулнă. Ун мăшăрĕ вара куç чирĕсемпе кĕрешнĕ. Наци сывлăхĕн хуралĕнче паян вĕсен ывăлĕ тăрать: вăл — нейрохирург. Çемье сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, спортпа пурте туслă. Якимовсем бассейна çÿреме уйрăмах кăмăллаççĕ.

Дмитрий АРСЮТОВ, республикăри офтальмологи больницин тĕп врачĕ:

— Пирĕн çемьери 11 çын медицина сферинче ĕçлет. Ăна атте Геннадий Петрович пуçарса янă. Вăл Шупашкар хулин тĕп хирургĕнче тата республика больницин тĕп врачĕнче нумай çул тăрăшрĕ. 70 çулалла çывхарать пулин те тивĕçлĕ канăва кайма васкамасть. Унăн икĕ сыпăкри пиччĕшĕ Владимир Арсютов та врач профессине суйланă. Паянхи кун вăл çамрăк медиксене хатĕрлес ĕçе чунтан парăннă: медицина наукисен докторĕ, ЧПУн кафедра пуçлăхĕ. Арсютовсем Чăваш Енре кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр, пирĕн ачасем те çак çулпах каясса шанатпăр.

Григорий ЕЛИЗАРОВ, Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕн врачĕ:

— Пирĕн йыш пысăках мар пулин те çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместпĕр. Врач ĕçĕ çав тери пархатарлă. Çыннăн пурнăçне çăлнинчен пĕлтерĕшлĕреххи мĕн пур-ши? Эпĕ врачран пуçласа медицина учрежденийĕн ертÿçи таран çитрĕм, паянхи кун — мануаллă терапевт. Мăшăрăм Роза Сергеевна та терапевт. Ывăлăмăр медицина çулĕпе кайнăшăн савăнатпăр. Вăл хамăр центртах гинекологра ĕçлет. Мăнуксем те медицинăпа кăсăкланаççĕ, чи кĕçĕннинчен врач пулас шанăç пур.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.