Анатолий ШОРНИКОВ: Çамрăксем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр тăччăр

— Китаецсемпе тĕл пулма чи тĕреклисене суйласа илетчĕç. Çывăхрах патвар хул-çурăмлă салтаксене шыва кĕме ирĕк паратчĕç. Совет çарĕнче çÿллĕ те патвар йĕкĕтсем службăра тăнине кăтартасшăн пулнă ĕнтĕ, — тет 1980 çулсенче СССРпа Китай чиккине хуралланă Анатолий Шорников, хальхи вăхăтра Чăваш Енри пограничниксен общество организацине ертсе пыраканскер. 2006 çултанпа призывпа каякансене çĕршыв чиккине сыхлама ямаççĕ. Паян Раççей погранçара контракт йĕркипе кăна лекме пулать. «Пограничниксен тăванлăхĕ» организаци çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас, çар ретне тăма хатĕрлес, чикĕ хураллакансен ят-сумне ÿстерес тĕлĕшпе курăмлă ĕçлет.

Китай чиккинче

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Китай чикки «питĕ хĕрÿ» шутланнă. Уссури шывĕ çинчи Даманский утравĕ таврашĕнчи хирĕç-тăру ахрăмĕ те лăплансах çитеймен. Афган вăрçи пуçланнăранпа та вăхăт нумай иртмен...

— Эпĕ 1982-1984 çулсенче Хабаровск крайĕнче службăра тăнă. Çав çулсенче Вăтам Ази чикĕ округĕнче лăпках марччĕ, — унтанпа вăтăр çула яхăн иртнĕ пулин те салтак пурнăçĕ асран тухманнине палăртать Анатолий Шорников. — Пограничник пулма шăпа пÿрнишĕн савăнатăп, мăнаçланатăп. Чикĕ хураллама пурте лекеймен, çирĕп сывлăхлисене кăна суйласа илнĕ. Унсăр пуçне КГБ пулас салтаксене кăна мар, тăванĕсене те шанчăклăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Пирĕн хушăра эрмен-грузин пулман. Тутарсем, пушкăртсем, чăвашсем, мăкшăсемпе çармăссем, Свердловск, Курган облаçĕнче çитĕннĕ каччăсем ытларахчĕ. Йышра — спортсменсем, йĕлтĕрпе чупакансем, боксерсем, биатлонçăсем.

Совет Союзĕпе Китайăн 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи хутшăнăвĕсем лайăх пулнă тесе калаймăн. Çавна май икĕ çĕршыв хушшинче кирек хăш самантра та «хĕлхем» ялкăшса илме пултарнă. Пирĕн пограничниксем хăйсен тивĕçне уставпа тата «Чикĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп пурнăçланă.

— Чикке пăсакансене яваплăхсăр хăварман, — тет Анатолий. — Сигнал системи час-часах ĕçлесе каятчĕ. Виçĕ минутра пуçтарăнса тухса каятăн. Вырăна çитетĕн те... Унта вара пралук урлă е тигр каçса кайнă, е йĕпе курăк лексе тăрать. Эпир «тăшмана» тĕрĕс тытма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе застава пуçлăхĕ юриех системăна ĕçе кĕртетчĕ тата. Çĕр каçиччен виççĕ-тăваттă та тухса кайма тиветчĕ. Китайла калаçма та пĕлмеллеччĕ. Чарăн! Аллусене çĕкле! Пăшална пăрах! Ку сăмахсене халĕ те манман.

Пограничниксен никамăн куçĕ тĕлне те лекмелле мар, хăйсен вара йăлтах курса тата итлесе тăмалла. Чикĕ сыхлакансем Китай çыннисем мĕн тунине ятарлă журнала çырса пынă.

— Арçынĕ те, хĕрарăмĕ те яланах пулă тытатчĕç. Пăр тăрăх велосипедпа çÿретчĕç, — ун чухнехи тата хальхи Китайри пурнăç çĕрпе пĕлĕт пек раснине палăртса пĕлтерет Анатолий. — Питĕ начар пурăнатчĕç. Леш енчен çил вĕрсен пирĕн пата чăтма çук йывăр шăршă килетчĕ. Печени-канфет мĕнне пĕлмеççĕ: шăршласа пăхаççĕ. Рис пулсан кунĕпе çиме хатĕр. Пирĕн вĕсемпе калаçма юраман. Анчах хăйсем сывлăх сунатчĕç: «Страсте!» Кунĕн-çĕрĕн тун-тун! сасă илтĕнсе тăратчĕ тата. «Китай çыннисем пурнăç çулне хываççĕ», — тетчĕç.

Уявсен вăхăтĕнче чикĕ хуралне вăйлатнă. Анчах, Анатолий Борисович каланă тăрăх, нихăçан та вĕсем китаецсем Совет Союзне тапăнса килме пултарасси çинчен шухăшламан, хатĕр тăнă пулин те — кĕтмен. Халĕ вара лару-тăру улшăннă, икĕ çĕршыв çыннисем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. Чикĕ уçă.

Служба тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн, çирĕп дисциплинăшăн Анатолий Шорников ефрейтора чаç командирĕ В.Милицин подполковник Ялав умĕнче ÿкернĕ сăнÿкерчĕкпе чысланă. Кунашкал наградăна 2049-мĕш çар чаçĕнчи отрядри пограничниксенчен улттăн тивĕçнĕ. I, II степень «Погранçарсен отличникĕ» палла та чи лайăххисем кăна илме пултарнă. А.Шорников — çавсенчен пĕри.

Паттăрсем манăçмаççĕ

Чăваш Енри виçĕ пограничник — Раççей Геройĕсем. Николай Смирнов республикăра чи малтан хисеплĕ çак ята тивĕçнĕ. Чăваш каччи 1994 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Таджикистан чиккинче тан мар çапăçура пуç хунă. Унăн 0091 номерлĕ «Хĕрлĕ Çăлтăрне» амăшĕ упрать.

Леонид Константинов подполковник тытса пынă вертолета 2001 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ингушети çийĕн вĕçнĕ чухне пулеметран пенĕ. Йывăр аманнă пулин те Л.Константинов машинăна çулăм айĕнчен илсе тухма пултарнă, вертолетри çынсене çăлса хăварнă. Хăй вара госпитале çитиччен куçне яланлăхах хупнă. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше «Раççей Геройĕ» хисеплĕ ят панă.

Николай Гаврилов авиаци генерал-лейтенанчĕ 2002 çулта çĕршыв Президенчĕн ятарлă за-данине пурнăçланăшăн Раççей Геройĕ пулса тăнă. Николай Гаврилович çуралнă тăрăха час-часах килсе çÿрет, пограничниксен пĕрлĕхĕ йĕркелекен мероприятисене те хаваспах хутшăнать.

— Вунă çулта 62 пин пограничник Афган вăрçине хутшăннă, 20 пинĕшĕ орден-медале тивĕçнĕ. 447-шĕ служба тивĕçĕсене пурнăçласа вилнĕ. Тăххăрăшĕ — Чăваш Енрен. Вăхăтсăр пуç хунисене асăнса çулсерен авточупу йĕркелетпĕр, республика тăрăх 500 çухрăм каятпăр. Мероприяти яланах Николай Смирнов вилтăпри патĕнчен пуçланать. Унтан Леонид Константинов канлĕх тупнă вырăна каятпăр, — паттăр ентешĕсем нихăçан та халăх асĕнчен тухас çуккине çирĕплетет Анатолий Шорников. — Муркаш, Етĕрне, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пулатпăр. Канаш районĕнче виçĕ пограничник выртать. Вĕсене те пырса пуç таятпăр.

Чикĕ хураллакан çарсене туса хунăранпа 2018 çулта пĕр ĕмĕр çитнĕ май республикăри пограничниксем авточупăва тата та курăмлăрах ирттерме хатĕрленеççĕ.

— Пирĕн йыш ÿссех пырать, — тет «Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлĕх ертÿçи. — 13 районта организаци уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Улатăр районĕ те пирĕн йыша кĕресшĕн-ха. Ытти районти хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пĕрлĕхсемпе те тачă çыхăну тытатпăр, час-часах пĕрле меро-приятисем йĕркелетпĕр.

Республикăри пограничниксен хушшинче çирĕпленнĕ ырă тепĕр йăла — Амăшĕн кунĕнче Николай Смирнов Геройăн амăшĕ патне хăнана каясси. Ывăлне çамрăклах çухатнă хĕрарăм ватăлнă ĕнтĕ, сывлăхĕ те хавшак. Анчах унăн юлташĕсене яланах хапăл кĕтсе илет, чейпе сăйлать, вĕсемпе калаçса чĕрине пусарать. Шупашкарти 33-мĕш шкул Н.Смирнов ячĕпе хисепленет. Нумаях пулмасть тĕп хулари Благовещени микрорайонĕнчи пĕр урама Паттăр ятне панă.

Раççей Геройĕ Л.Константинов çуралса ÿснĕ ялта — Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра — икĕ Астăвăм хăми вырнаçтарнă. Пĕрне — ентеш çуралса ÿснĕ çурт, теприне — шкул стени çине. Паттăр вĕреннĕ шкул унăн ячĕпе хисепленет.

— Ака уйăхĕнче Çăкалăхра шкул директорĕ Федор Скворцов пуçарнипе тата тăрăшнипе пограничниксен çамрăк юлташĕсен слетне ирттеретпĕр. Кăçал тĕрлĕ районтан килнĕ шкул ачисен çичĕ команди хутшăнчĕ. Ирех тăраççĕ, чупаççĕ, автомат салатса пуçтараççĕ, чикĕ урлă каçнă «тăшмана» тытса чараççĕ, спорт вăййисенче ăмăртаççĕ... Каçхине ташă каçне каяççĕ. Икĕ кун чăн-чăн салтак пурнăçĕпе пурăнаççĕ вĕсем. Ачасене кунашкал мероприятисем питĕ килĕшеççĕ, — каласа кăтартать Анатолий Борисович.

Елчĕк районĕнчи чиркÿре персе вĕлернĕ Анатолий атте /Сорокин/ та салтакра чикĕ сыхланă. Пограничниксем манмаççĕ ăна. Кăçал унăн ячĕпе Патăрьел районĕнче виççĕмĕш хут турнир ирттерчĕç.

Иртнисĕр малашлăх çук

«Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕ çамрăк ăрăва патриотизм воспита-нийĕ парассине пысăка хурать. Республикăри шкулсенче «Пограничниксен çамрăк юлташĕсем» отрядсем уçнă. Патăрьелте — иккĕ, Канашра — пĕрре, Вăрнар районĕнче — тăваттă, Шупашкарта — пĕрре. Унта Тăван çĕршыв историйĕпе кăсăкланакан, патшалăх хÿттине тăма хатĕрленекен ачасем хаваспах çÿреççĕ.

— Вунă çул каялла çар ĕçĕ, çĕршыва хÿтĕлесси ачасене кăсăклантарсах каймастчĕ, — палăртать Анатолий Шорников. — Историе те пĕлместчĕç. Шкулсенче паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ чухне ыйту парсан чылайччен шухăша кайса ларатчĕç е йăнăш хурав паратчĕç. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ. Çамрăксем спорт енне те ытларах туртăнма пуçларĕç.

Пограничниксен çамрăк юлташĕсен слетне ирттерни те çамрăксен чун-чĕринче патриотизм туйăмне вăратма пулăшать. Шкулсенче йĕркелекен паттăрлăх урокĕсем те — вĕсене ирттернĕ чухне чикĕ хуралĕнче тăнă хастарсем служба çулĕсене аса илеççĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартса историре йĕр хăварнă пулăмсем çинчен каласа кăтартаççĕ — ку енĕпе пысăк пулăшу параççĕ. Анатолий Шорников хăй Китай чиккинче тăнă вăхăтпа паллаштаракан ви-деоклип та хатĕрленĕ.

— Кам хăйĕн историне пĕлмест — унăн пуласлăхĕ çук теççĕ. Паттăрлăх урокĕсенче ытларах хамăр

вăрçи, паянхи пограничниксем çинчен каласа паратпăр, — тет вăл. — Тата спортпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хума хистетпĕр. Чупни, турникрен туртăнни, тĕрлĕ хускану туни сывлăха çеç мар, кăмăл-туйăма та çирĕплетет.

«Пограничниксен тăванлăхĕн» ертÿçин шухăшĕпе — шкулти вĕренÿ программине пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн урокĕсене кĕртмеллех. Вăл дисциплинăна çирĕплетет, ачасене çар ĕçне ăнкарма хăнăхтарать. Тата Анатолий Борисович салтака пĕр çуллăха илни çителĕксĕр тесе палăртать: «20-30 çул каяллахипе танлаштарсан, паллах, халĕ пур çĕрте те электроника, вăйлă техника ĕçлет. Пирĕн, сăмахран, 24-27 тĕрлĕ наряд пулнă. Шлагбаум çинчи хуралçă, вышка çинчи часовой, вăрттăн дозор тата ытти те. Халĕ çак нарядсенчен чылайăшне çÿремеççĕ, компьютертан пăхса лараççĕ. Апла пулин те пĕр çуллăх служба питĕ сахал».

Пограничниксем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене пулăшассине те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсемпе час-часах тĕлпулусем йĕркелеççĕ, Шереметев керменĕпе паллаштаракан çулçÿревсем йĕркелеççĕ.

— Лайăх ачасемех вĕсем. Чунне кăна уçма пĕлмелле. Сăмах хыççăн сăмах... Калаçса каяççĕ вара. Хăйсен йăнăшне те ăнланса илеççĕ. Пулăшмалла вĕсене, — тет Анатолий Шорников.

Йăлтах хăйсен вăйĕпе

Кашни районта тенĕ пекех пограничниксене асăнса лартнă хĕрлĕ-симĕс йăрăмлă юпасем — чикĕ хуралçисен тĕп палли — пур. Нумаях пулмасть Шупашкарти «Çĕнтерÿ» паркра тата Лакрей вăрманĕнче çавăн йышши юпасем вырнаçтарнă. Вĕсем патĕнче пограничниксем уявсенче, паллă ытти кунра тĕл пулаççĕ, калаçаççĕ.

Çавăн пекех Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Канаш, Комсомольски районĕсенче капмар палăксем çĕкленнĕ. Вĕсене пограничниксем хăйсен вăйĕпе вырнаçтарнă. Мероприятисем ирттерме те çынран пулăшу ыйтмаççĕ, хăйсен ирĕкĕпе, вăйĕпе парне валли те, ытти тăкак валли те укçа тупаççĕ.

— Эпир — пурнăçра çирĕпленнĕ, хамăр вырăна тупнă çынсем. Чылайăшĕ предприниматель, теприсен кăмăлĕсем уçă. Пĕрлехи ĕçшĕн нимĕн те шеллемеççĕ, — палăртать Анатолий Борисович юлташĕсене ырă кăмăлĕшĕн тав тунă май.

«Пограничниксен тăванлăхĕ» организаци ĕçĕ-хĕлĕпе пĕрлĕх сайтĕнче pv21.ucoz.net тата ЧР Вĕренÿ министерствин «Юнитекс» центрĕн сайтĕнче туллинрех паллашма май пур.

Валентина БАГАДЕРОВА

 
Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.