Çырла татса пуçтарсан

Пирĕн тарăхра ӳсекен çырласенчен анлă сарăлни тата усă куаканни — хăмла çырли. Вăл ӳсмен пахча çук та пулĕ. Лартнă хыççăн çимĕç парасса та нумай кĕтмелле мар, тепĕр çулах çырлипе савăнтарать, лайăх хунать.

Унăн тутине кам пĕлмест пулĕ? Ача чухне ывçи-ывçипе çиеттĕмĕр. Хуртне-мĕнне пăхма-и унта? Хĕлле валли варени хатĕрлеттĕмĕр. Халĕ, холодильниксен шăнтмалли камерисем пысăк пулнине кура, шăнтса хуратпăр, варени тума та пăрахман-ха. Унран хатĕрленĕ варени сиплĕхне çухатмасть. Вăл лайăх тарлаттарать, шăк хăвалать, эппин — чире кăларать. Варенире усăллă микроэлементсемпе витаминсем аван упранаççĕ.

Хăмла çырлин çимĕç парас тапхăрĕ вĕçленчĕ. /Ремонтантлин çанталăк шăнтичченех çырла пиçет. Ăна пăхас мел те урăхларах\. Пирĕн тăрăхра хăмла çырли лайăх тухăç парать — пĕр тĕмрен вăтамран 1,5-3 кг çырла илме пулать. Абориген, Мираж, Падишах, Столичная, Сенатор т.ытти сорт çулсеренех тулăх çимĕç параççĕ.

Кĕркуннеччен çырла лаптăкне кăштах тимлĕх уйăрмалла, вара вăл тепĕр çул çимĕç çулла çимелĕх те хĕл валлилĕх те хатĕрлĕ.

Тепĕр чухне хăшпĕр пахчаçă хăмла çырли пахчана сарăлни, лаптăк пысăк пулсан та çимĕç вĕтĕ пулни пирки ӳпкелешнине илтме пулать. Енчен те лайăх сортлă хунава туянса лартнă пулсан çырла вĕтелнин сăлтавĕ ăна пăхма пĕлейменнинче. Эппин хăшпĕр йĕркене пăхса тухар-ха. Тепĕр çулăн тухăçĕ шăпах çырлана хĕле мĕнле хатĕрленинчен килет, чи яваплă ĕçсене халĕ пурнăçламалла. Çырлан чир—чĕрĕ, хурт-кăпшанки шăпах çулла аван палăрать. Анчах вĕсене çимĕç пиçнĕ вăхăтра тĕрлĕ хими препарачĕпе вуçех те пĕрĕхме юрамасть.

Чи малтанах çырла ӳсекен лаптăка пăхар-ха. Лаптăка çумкурăкран, çӳп-çапран тасатмалла, тăпрана кăпкалатмалла. Хăмала çырлин тымарĕ çиелте — кĕреçепе тымара сиенлесрен асăрханмалла. Вăл йӳçек, йывăр тăпрана килĕштермест. Çĕр çавнашкалли пулсан кăпкалатнăçемĕн унта хăйăр, пурă çăнăхĕ е сӳнтернĕ извеç сапса хăвармалла. Икĕ çулта пĕр хутчен кашни тĕп айне çур витре лайăх çĕрнĕ тислĕк, пĕр ывăç кĕл хывма юрать. Кĕлпе кальцие харăсах сапмалла мар. Вĕсем пĕр-пĕрне пусарнипе ӳсен-тăран кирлĕ микроэлементсене илеймест. Минераллă удоброенисемпе усă курас пулсан фосфорлă тата калиллĕ удобренисене çеç сапмалла.

Кĕркунне азотлă удобренипе усă курма юрамасть. Азот лексен кăçалхи хунавсем татах ӳсме пикенеççĕ, çулçă хăвăрт тăкăнмасть. Ку вара хунава хĕле хатĕрленме кансĕрлет – тĕм шăнса пĕтме пултарать. Çак сăлтавпах кĕркунне енне ĕне, чăх каяшĕсенчен хатĕрленĕ шĕвекпе те шăварма юрамасть. Вĕсем ӳсен-тăрана ӳсме пулăшаканнисен йышĕнчен.

Тĕме касса тирпейлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăмла çырли икĕ çул аталанакан ӳсен-тăран. Çырла панă хыççăн туна хăрать. Çимĕç çитĕнтерсе пĕтернĕ хыççăнах çак тунасене тĕпренех касмалла. Çамрăк хунава аталанма ирĕклĕрех пулĕ, çырла пулмалли папкасем тĕрекленĕç. Типнĕ тунасене çунтармалла — çамрăкки валли кĕл пулĕ тата хурт-кăпшанкă ĕрчесрен сыхланма пулăшĕ. Вăрăмланса кайнă хунавсене те касса кĕскетмелле. Каснă хунав паркланать, унăн тепĕр çул тухакан турат папкисем лайăхрах аталанаççĕ. Вăрăм, çинçе хунав хĕлле шăнса пĕтме пултарать, тăррине касман тĕп лайăх туратланмасть. Эппин, тухăç та сахалрах пулать. Хунавсене тимлĕн пăхса тухмалла: туна çинче хăмпăлчăксем е хуппи ваннă вырăнсем курăнмаççĕ-и? Вĕсенче кăпшанкă хăварнă çăмартасем пулма пултараççĕ. Çакнашкал тĕлсене тĕплĕнрех тĕрĕслемелле. Сывă маррисене касса тĕп тумалла.

Çырла тĕмĕсем хушшинче çӳреме меллĕ пулмалла. Ретрен сарăлса тапса тухакан хунавсене те касса пăрахмалла. Пĕр тĕмре 5-6 туна хăварсан çителĕклĕ. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн çамрăк хунавсем çеç юлнă лаптăка шăвармалла. Тăпрана хывнă тутлăхлă япаласем лайăхрах сăрхăнса юлĕç.

Хунавсене хĕле кĕриччен тĕревлемеллине те манмалла мар. Тĕмпе юнашар шăчă çапса е карта çумне çыхса çирĕплетмелле. Унсăрăн хĕлле юрпа авăннăскерсем тепĕр çул тӳрленеймĕç.

Çамрăк хунавсене кĕркуннеччен кăмпа чирĕсенчен 1% бордос шĕвекĕпе пĕрĕхме юрать.

Çак ĕçсене тума вăхăт нумай кирлĕ мар, усси вара самаях сисĕнĕ. Тепĕр çул хурт-кăпшанкă, чир-чĕр çырлана аптăратмĕ. Тĕрĕс-тĕкел хĕл каçнăскерсем пăхакана тулăх çимĕçпе савăтарĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.