Крыжовникпа апельсинран — варени

11 Çурла, 2016

Варени пĕçерме крыжовникăн тĕрлĕрен сорчĕ юрать. Симĕсси е хĕрлĕрех питли, е ылтăн тĕсли — пурпĕрех. Кирлĕ пулать: 1 кг крыжовник, 2 апельсин, 1 кг сахăр песукĕ.

Крыжовника суйламалла, çумалла, типшĕнтермелле те вĕçĕсене татамалла. Çырлана авăртмасăр тата авăртса варени тума пулать. Чăмăрлах пĕçерес тесен крыжовника йĕппе е шĕвĕр çĕçĕ вĕçĕпе шăтарса тухмалла. Кун пек тусан çырла варенире пĕрĕнсе илемсĕрленмест.

Апельсина хуппипе е хупписĕр пĕçерме пулать. Хуппипе пĕçерсессĕн варени техĕмлĕрех пулать. Анчах ăна тӳрех варени пĕçернĕ çĕре чăмтарма юрамасть, мĕншĕн тесен варение йӳçĕ тутă çапать. Йӳçеклĕхе пĕтерме апельсина вĕрекен шыва чăмăрлах ямалла та çур минутранах çулăма сӳнтермелле, вĕри шывра 10-15 минут тытмалла, унтан кăларса тӳрех сивĕ шыва ямалла, 10-12 сехет лартмалла. Çакăн хыççăн çимĕçĕн вăррисене кăлармалла.

Крыжовникпа апельсина блендерпа вĕтетмелле е мясорубкăпа авăртмалла, варени пĕçермелли савăта хурса кирлĕ чухлĕ сахăр сапса лартмалла. Сахăр ирĕлсессĕн вăйсăртарах çулăм çине лартса вĕретмелле, пăтратсах тăмалла. 12-15 минутран варени хатĕр. Ăна типĕ, стерилизациленĕ банкăсене тултармалла, хупмалла.

Крыжовникран «чĕрĕ» варени хатĕрлеме пулать. Кун пек чухне апельсин хуппине вистесен аванрах. Сахăр та кăшт нумайрах кирлĕ. Тасатса хатĕрленĕ крыжовникпа апельсина блендерпа вĕтетмелле, сахăрпа пăтратмалла. 1-2 сехет лартмалла, унтан стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупмалла. Ку варение хольдильникра е сивĕ нӳхрепре упрамалла.

Крыжовникпа апельсинран «Тухăç» сĕмĕллĕ варени хатăрлеме те пит ансат. Крыжовника тасатмалла, апельсин хуппине шуратмалла та блендерпа вĕтетмелле, унтан банана /хупписĕр\ çавракан е тăваткалласа турамалла, авăртнă çимĕç патне хушмалла. Сахăр сапса 1-2 сехет лартмалла. Унтан «Тухăç» тути килтермешкĕн 4 пĕрчĕ тикĕт курăкĕн вăррине ªгвоздика\, пĕр чей кашăкĕ корица ямалла, çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 4-5 минут тытмалла, унтан çулăма сӳнтермелле те стерилизацилесе хатĕрленĕ банкăсене тултарса хупмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.