Вăрманта, çăтмахра

Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче маларах 44 кил пулнă. Халĕ 17-шĕнче пурăнаççĕ. Пурĕ - 30 яхăн çын. «Урамра ача-пăча кĕрлетчĕ çеç. Килсерен 8-11-шерччĕ. Паян шкула каякан ача та пĕртен пĕрре - Артем Рыжкевич. Пирĕн ача-пăчасем çĕршывĕпех саланчĕç. Ял уявне çеç пуçтарăнаççĕ. Ун чухне урам хушши тулать. Çуллахи вăхăтра тăван тăрăха килсе пурăнакан та чылай», - калаçăвне пуçларĕ Раиса Данилова.

Чиркĕве - таксипе

Паянхи кун ялта 1 ĕне, 1 лаша тата 2 качака усраççĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕх тытма çав тери меллĕ: йĕри-тавра улăх-çаран, выльăх апачĕ çителĕклĕ, транспорт çӳремест. Шел, ялта ватăсем çеç пурăнаççĕ. Çамрăксем пачах çук темелле. Ĕне усракан Олегпа Валентина Ивановсемпе паллашас тĕллевпе вĕсем патне çул тытрăм. Кил хуçи Мускава ĕçлеме çӳрет, Валентина Петровна вара почтальонра тăрăшать. Ывăлĕпе Вячеславпа сăмахлама тӳр килчĕ.

«Ялта пачах та ĕç çук. Маларах Савка ялĕпе пĕрле пĕр колхоз шутланнă эпир. Тыр-пул çитĕнтернĕ. Халĕ хирсене те йывăçсем çавăрса илчĕç. Унччен кунта кирпĕч çуртсем лартма юраман, пĕчĕк ялсен шăпи синкерлĕ пулнă. Вĕсене аталантарма паман, пĕтермелли çинчен сăмах хускатнă. Турра шĕкĕр, пĕтереймен яла. Халĕ çамрăксем керменсем хăпартаççĕ», - терĕ Вячеслав Олегович. Вăл хăй те çак шухăшпах пурăнать. Темле пулсан та тăван тăрăха килсе пурăнма ĕмĕтленет.

Валентина Петровна сĕт леçме Савка ялне ?2 çухрăм% çӳрет. Хăш чухне велосипедпа, тепĕр чухне - çуран. Ял патне асфальт çул çитернĕ-ха, анчах автобус çӳременни кунта пурăнакансемшĕн чĕр нуша. Юрать, хальхи вăхăтра такси пур. Ара, карчăк-кĕрчĕк Кĕлĕмкассине чиркĕве кайма та унпа çула тухать. Автобус чарăнăвне çитме 4-5 çухрăм. Больницăна, лавккана кайма та такси чĕнет. Лавкка тенĕрен ялта çук вăл, автолавка килсе çӳрет. Çăкăр, ытти апат-çимĕç унта туянаççĕ. Пахчаçимĕç хăйсем туса илеççĕ.

Ял-йыш çав тери туслă пурăннине пĕлтерчĕ Раиса Ивановна Данилова. Çĕрулми лартмалла-и е кăлармалла - яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Хуйхă-суйхăна та, савăнăçа та пĕрлех пайлаççĕ.

Раиса Ивановна та çак ялтах çуралса ӳснĕ. Каярахпа Шупашкарта тĕпленнĕ. Ашшĕ вилсен амăшне пĕччен хăварас темен. 80 çулти ватă еплерех пурăнтăр? Ăна шеллесе яла куçса килнĕ. Çумра тĕрек пулни палăрнах: амăшĕ 97 çул тултариччен пурăннă. Раиса Ивановна халĕ мăшăрĕпе кун кунлать. Ачисем вĕсем патне килсех çӳреççĕ. Сĕт юр-варĕшĕн качака усраççĕ, чăх-чĕп тытаççĕ. «Пӳрт газпа ăшăнать. Паллах, хакĕ хытах çыртать. Мĕн тăвас тетĕн? Вăл пирĕншĕн çеç мар, ыттисем те çаплах тӳлеççĕ. Сывлăх çеç пултăр, пурăнатпăр-ха. 80 çула çитес тесе тăрăшатпăр», - малаллах шăкăлтатрĕ ватă.

 

«Çуртсем те ватăлчĕç, хамăр та»

Ял варринче - пысăках мар пĕве. Унта пулă та пур иккен. Канашра пурăнакан Андрей Архипов çулсеренех кунта килет. «Эпĕ 19 çул çак яла килетĕп. Питĕ килĕшет мана. Хĕлле те, çулла та канма юрататăп çакăнта. Тăвансем те çук. Халĕ пĕр-пĕрне пĕлсе çитрĕмĕр ĕнтĕ», - кăмăллăн калаçрĕ арçын пулă тытнă май.

Чăн та, курорт евĕр Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче. Вăрман варринче ларнăран сывлăш уçă, кайăксем юрлаççĕ, транспорт шавĕ çук. Урам хушши чечек-курăкпа тулнă. Çăтмах пахчи евĕр туйăнать. Раиса Ивановна каланă тăрăх - Савкапа Çĕнĕ Кĕлĕмкасси хушшине санатори-курорт уçасси пирки сас-хура çӳренĕ халăхра. Халĕ шăпланнă. Тен, пуçаруллă çын тупăнсан йĕркелесе те ярĕ. Вырăнĕ вара санатори валлиех.

Раиса Московăпа та калаçмасăр чăтаймарăм. Вăл пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ вилнĕ, ачи-пăчи тăван килтен вĕçсе тухса саланнă. Виççĕшĕ виçĕ тĕлте тĕпленнĕ. Кĕçĕнни Илья - аякра, Сербире. «Колхоз лашисене ытараймастчĕ вăл. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Коневодство» журнал çырăнса илме пуçларĕ. 8 класс пĕтерсен Краснодара жокея вĕренме кайрĕ. Хĕсметре те ятарлă полкра тăчĕ. Халĕ Сербире контрактпа ĕçлет, унтах пурăнать. Çемьеллĕ, арăмĕ - хорватка. Çул инçе пулсан та ывăлăм час-часах килсе çӳрет», - сăмах çăмхине сӳтрĕ Раиса Васильевна. Любăпа Андрей та çемьеллĕ, амăшĕ пирки манмаççĕ. Хĕл каçма тепĕр чух вĕсем патне те каять ватă. Анчах тăван кил-çуртне пăрахса хăварас килменнине пĕлтерчĕ.

«Эпир - вăрçă ачисем, выçăллă-тутăллă ӳснĕскерсем. Нушаллă пурнăçпа пурăннă, крахмал çинĕ. Халĕ типĕ çăкăр та çиместпĕр. Çĕрулмине теркăпа хырса алла юн тухиччен ыраттарса пĕтереттĕмĕр. Унран тĕрлĕ апат хатĕрленĕ-çке. Юрать, вăл пулнă ял çыннин», - йывăр вăхăта кулянса аса илчĕ хĕрарăм.

Çак яла вăл Кĕлĕмкассинчен качча килнĕ. 1956 çултанпа кунта пурăнать. Çавна май уншăн вăл тăван ял вырăнĕнчех пулнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кунта 30-40 ĕне таранччен пулнă. Унсăр пуçне сурăх, сысна усранă. Картиш выльăхпа тулнă. «Халĕ çуртсем те ватăлчĕç, хамăр та», - пĕтĕмлетрĕ шухăшне кинемей. Анчах ку сăмах уншăн вырăнлах мар. Сакăр теçеткене çывхараканскер вашават, хастар. Ахальтен мар ватлăха пăхмасăр мунча тума шут тытнă вăл. Пури хатĕр. Ачисем пулăшасса шанать. Кану кунĕсенче вĕсене куç пек кĕтет.

 

Çуннă çĕр

Çĕнĕ Кĕлĕмкассине ентешсем Кĕлĕмкасси ялĕнчен иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕн вĕçĕсенче куçса кайнă. Вăрман варринче тĕпленнĕ вĕсем. Малтан ку вырăнта лашасем çитерсе çӳренине пĕлтерчĕ Раиса Данилова. Амăшĕ каласа кăтартнине аса илчĕ вăл.

Çĕнĕ çĕре куçнисем йывăçсене касса, кăкласа асапланас темен, тĕртнĕ те çунтарнă. Çакăнтан ку ял «çуннă çĕр» ятпа та çӳрет. Вăл халăхра анлăрах сарăлнă.

Акман-лартман пахчасенчи çĕр халĕ те кĕл евĕрлĕ иккен. Тислĕк тăкнисен апла мар. Ял йĕпе вырăнта ларнăран çуркунне пахча ĕçĕсем вăраха тăсăлаççĕ.

Вячеслав Иванов палăртнă тăрăх - унăн мăн аслашшĕ, Иван Семенович Иванов, налук тӳлемен. Çавăнпа ăна Кĕлĕмкассинчен кăларса янă хыççăн Çĕнĕ Кĕлĕмкассине килсе вырнаçнă. Вăл каярахпа кунта çил арманĕ те лартнă. Унта кӳршĕ ялсенчен те çӳренĕ. Халĕ арман Йĕпреçри краеведени музейĕнче хăй вырăнне тупнă.

Ялта ытларах Ивановсен йăхĕ тĕпленнĕ. Чи асли - Александр Иванов тата Мария Макасеева. Вĕсем 85 çулта.

Кунта пĕр урам çеç. Вăл Ленин ячĕпе хисепленсе тăрать. Ялта пушă çурт чылай. Тахçан вĕсенче те пурнăç вĕресе тăнă. Халĕ вара тăлăххăн курăнаççĕ: алăкĕ те, хапхи те, кил карти те ... Çапла кил-çуртран юлашки çын тухса кайсан пурте тăлăха юлать, алăк сас памасть, кил картине курăк пусать. Çакă пурнăç сӳннине пĕлтерет.

Çĕнĕ Кĕлĕмкассин малашлăхĕ пур-ши? Ку ыйтăва хуравлама йывăр. Çапах та ял-йыш çамрăка шанать, ĕмĕте упрать. «Пирĕн ял çĕр çинчен çухалмастех», - тет Раиса Данилова çирĕплетсе.

Куçа курăнакан йăнăш пирки те çырмасăр чăтаймарăм: ял ятне кăтартнă хăма татăкĕ çине «С. Кĕлĕмкасси» тенине асăрхарăм. Кунта «село Кĕлĕмкасси» тесе çырасшăн пулнă-ши? Е «Сĕнĕ Кĕлĕмкасси»? «С» вырăнне «Ç» палăртнă пулсан тĕрĕсрех пулатчĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

 

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.