Йĕтем тулли тырри-пулли

11 Çурла, 2016

Патăрьел районĕнчи «Труд» хуçалăхра та ĕç вĕресе тăрать. Кунта кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕленĕ, тасатса кĕлете кĕртнĕ. Черетре - çурхи тулă. Уй-хирте 3 комбайн ĕçлет.

Пĕрремĕш бригада йĕтемĕ çинче ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть, сортировка сасси таçтанах илтĕнет. Галина Пагунова весовщица, ток заведующийĕ палăртнă тăрăх - кунта икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Тăхăр çын ĕлкĕрсе пырать. Кашни кунах йĕтем çине уй-хиртен 100-шер тонна тырă килет. Гектарти вăтам тухăç - 25 центнер. «Сарă ылтăна» хиртен виçĕ машинăпа турттараççĕ. «Çанталăк уяр тăнăран тырă йĕпе мар. Çавна май тасататпăр та тӳрех кĕлете кĕртетпĕр. Каçхине 6 сехетчен ĕçлетпĕр. Йĕтем çинче ытларах хĕрарăмсем тăрăшаççĕ, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Пĕрне ырласа теприне хурламалли çук, пурте маттур»,- терĕ Галина Петровна ĕçченсене мухтаса.

Тырра виçĕ агрегатпа аллаççĕ. Техникăна Юрий Пагунов пăхса, ĕçлеттерсе тăрать. «Кĕрхи тулă, урпа аван кĕчĕç кĕлете», - сăмах хушрĕç Вера Когыревăпа Николай Волков. Вĕсем кунта чылай çул ĕçленине пĕлтерчĕç. Татьяна Чебукова вара кашни çулах йĕтем çинче тăрăшать. «Хăнăхнă ĕç йăлăхтармасть. Çынпа пĕрле вăй хунă чух кун иртни те сисĕнмест», - калаçăва хутшăнчĕ вăл.

Çанталăк уяр тăрсан ĕççи вăраха тăсăлмĕ. «Труд» хуçалăхра вырма ĕçĕсен 60 процентне пурнăçланă та ĕнтĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.