«Çĕр çинче ывăннине туймастăп»
Ялта çуралса ӳснĕ çынна тăван тавралăх хăй патнеллех туртать. Пĕр эрне хулара пурăннă хыççăн яла çитсен чун уçăлать. "Çĕре алăпа перĕнсенех пĕтĕм чир-чĕре, ывăннине манатăн", — хавхаланса калаçрĕ тус-тантăшăм.
Ольга Николаевна Волкова Вăрнар районĕнчи Кушар Юнтапа ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мĕн ачаран вăл тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнипе тĕлĕнтерет. "Çемьере эпир пилĕк хĕр çитĕннĕ. Паллах, атте ывăл çуккишĕн пăшăрханнă. Тен, çавăнпа Турри мана вăй-хăват, çаврăнăçулăх, чăтăмлăх панă, — сиплĕ курăк чейĕпе сăйланă май сăмах çăмхине сӳтрĕ Оля. — Аттепе анне пире пурне те пĕр пек юрататчĕç, нихăшне те уйăрмастчĕç. Астăвасса, вĕсем яланах ĕçреччĕ. Килти хуçалăхра хамăр тăрмашнă: пĕри апат пĕçернĕ, теприсем пӳрт-çурта тирпейленĕ, кĕпе-йĕм çунă, ĕне сунă, выльăха апатланă. Паянхи ĕçе ырана хăварма юраманнине аслисем тăтăш асăрхаттарнă, çирĕп те вăйлă пулма вĕрентсе ӳстернĕ", — ачалăхне аса илчĕ хĕрарăм.
20 çул тултарсан ашшĕ пĕр ялта çуралса ӳснĕ чипер хĕре качча илнĕ. Амăшне ялта — "хитре Лисук", ашшĕне "вашават Коли" тенине палăртать Ольга Николаевна. Салтак ячĕ тухсан çемье пуçне инçе çула ăсатнă. Вăл Хĕвелтухăçĕнчи Мирный утрав çинче 4 çул морякра çӳренĕ. Савнă мăшăрĕпе пĕчĕк хĕрĕ /Мария ашшĕ салтакра чухне çуралать/ Николая хĕсметрен тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илнĕ.
Шел, вĕсем çут тĕнчерен ытла та ир уйрăлса кайнă, анчах Ольга Николаевна тăван кил вучахне сӳнтерес темен.
Халĕ ял пуçĕнче капмар та хăтлă кил-çурт илемлĕн курăнса ларать. Кашни кĕтесре ĕçчен те тĕплĕ çыннăн алли сисĕнет. "Лайăх пурăнакансемшĕн чун савăнать. Вĕсене кĕвĕçес, ăмсанас йăла çук манăн", — палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ. Питĕ кăмăллă пулнăранах Волковсен тăванĕсем, хăнасем валли яланах алăк уçă.
"Çакă çутă тĕнчере çынна телейлĕ пулма яланах темскер çитмест пек. Чăннипе пурнăçра савăнма пĕлмелле, мал ĕмĕтлĕ те тĕллевлĕ пулмалла. Эпĕ кашни куншăн чунтан хĕпĕртетĕп. Пахчана тухсан акнă-лартнă ӳсен-тăрана сăнатăп. Кайăк сасси, тӳпери çăлтăрсем, ял шавĕ тата ытти те çĕнĕ вăй-хăват парать, малалла талпăнма хистет", — ăста психолог пек калаçать Ольга.
"Ултă çул тултарсан асаннепе уя ĕне пăхма çӳренĕ. Çуркунне çĕр пĕтĕ, ăна патакпа çапса кӳрентерме юраманнине ăнлантаратчĕ ватă эпĕ хăтланнине курсан. Тăван çĕр ачаранах хăй патне пысăк хăватпа туртатчĕ", — илемлĕ чечек тĕммисем çумĕпе иртнĕ май каллех аса илет тантăшăм.
Кил-çуртри тирпейлĕхе, хăтлăха тытса пыма ăна юратнă мăшăрĕ Валера, икĕ ывăлĕпе кинĕсем, мăнукĕ, тăванĕсем пулăшаççĕ. Çывăх çыннисем ун пирки "йăх-несĕл пуçĕ", "кашкăрсен ертӳçи" тесе калани чăннипех вырăнлă.
18 çул тултарсан аслă ывăлĕн Володьăн салтак тивĕçне пурнăçлама ят тухать. Çав çулсенче Чечняра хирĕçӳ пыни амăшĕн сехрине хăпартнă. Çамрăк вăрçă вутне лекет, çĕршыв чысне хастар хӳтĕлет. Çар чаçĕнчен Чăваш Ене час-часах тав хучĕсем янă. Çулталăк çурă амăшĕн чĕри тĕпренчĕкĕшĕн çуннă. Телекуравпа Чечня çинчен йĕркеленĕ кăларăмсем кăтартнă вăхăтра сенкер экран çинчи кашни салтак сăнне тишкернĕ.
Çирĕп чунлă хĕрарăм тăванĕсемшĕн, ял-йышшăн тĕслĕх пулса тăрать. Чĕрĕк ĕмĕр хулари автотранспорт пĕрлешĕвĕнчи туркомпанире аслă бухгалтерта вăй хуни ăна çĕр-аннемĕрпе тачă çыхăну тытма пач та чăрмантармасть.
Надежда НАЛИМОВА-ЧУДАКОВА. Вăрнар районĕ.
Комментари хушас