Экономикăри йывăрлăх саккуна пăснине тÿрре кăлармасть, е Пĕри пуснă кĕрепле çине теприсем татах пусаççĕ

Çĕршыври, республикăри финанспа экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине кура социаллă ыйтусем те çивĕчленеççĕ. Çавна май республика прокуратуринче иртнĕ пресс-конференцие шăпах социаллă сферăра саккунсене пăхăннине сăнаса тăрассин темине халаллани ăнсăртран мар.

УК тесен сехре хăпать

Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа малтанах Чăваш Ен прокурорĕ Сергей Легостаев /сăн ÿкрчĕкре/ паллаштарчĕ. Социаллă сфера питĕ анли пирки каланă май вăл чылай енĕпе çивĕчлĕх пуррине пытармарĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче кăна прокуратура органĕсем ку сферăра саккуна пăснин 6 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă — тарифсен йĕркеленĕвĕнчен пуçласа çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарасси таранах. Управляющи компанисем тĕлĕшпе ыйту нумай: «Вĕсем пирки кирек хăш енĕпе калаçу пуçла — çивĕч самантсем, саккуна пăсни çиеле тухаççех...» — пăшăрханать Сергей Валентинович. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ЖКХ сферинче тĕрĕслев ирттернĕ май 1,9 пине яхăн тĕслĕхре саккуна пăснине çирĕплетнĕ — уголовлă ĕç те пур.

Укçа тесен хăшĕсем тем тума та хатĕр — саккун çине сураççĕ. Калăпăр, Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури «Пик-1» ООО тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Унăн Эгер бульварĕнчи 18-мĕш тата 30-мĕш çуртсем тĕлĕшпе управлени прави вĕçленнĕ, анчах çак УК асăннă çуртсенче пурăнакансенчен укçа пухма пурпĕр квитанци валеçнĕ.

Çĕнĕ Шупашкар прокуратури «Новэк» тата «Коммуналлă технологисем» пĕр-пĕринпе «çывăхланнă» хыççăн ресурспа тивĕçтерекен организаци арбитраж судĕнче ăшă энергийĕпе çыхăннă парăма шыраса илмелли требование 71 миллион тенкĕлĕх сăлтавсăрах ÿстернине çирĕплетнĕ, управляющи компани вара çав требование йышăннă. Кайран суд урлă шыраса илнĕ парăма УК нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çине тиенĕ. Ку тĕслĕхпе тĕрĕслев материалĕсене асăннă ОООсен ертÿçисене уголовлă майпа явап тыттарассине татса памашкăн шалти ĕçсен органĕсене панă.

Прокуратура органĕсем нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ валли хывакан укçапа мĕнле усă курнине куçран вĕçертмеççĕ — кунта та саккуна пăсни тĕл пулать. Топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă парăмсем пысăк — каллех прокуратура валли «сухаламалли ана». Кăçал парăмлă УКсен пуçлăхĕсене ресурссемшĕн тÿлеменшĕн административлă майпа явап тыттарасси йăлана кĕнĕ тесен те юрать, çапах йывăрлăха сирнĕ теме иртерех-ха. Çулталăк пуçланнăранпа ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи 40 миллион ытла тенкĕлĕх парăма тÿлеттерме пултарнă — питĕ пысăк виçе тееймĕн, мĕншĕн тесен татмалли парăм нумай хут пысăкрах.

Асăрхаттартăмăр — пире итлемерĕç

Прокурор, ЧР прокуратурин пайĕсен ер­тÿçисем журналистсен чылай ыйтăвне хуравларĕç. Самай калаçтарнă темăсенчен пĕри — «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен, ĕç ветеранĕсен тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен» саккунĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пăрахнă ветерансене кăна социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерессине çирĕплетнĕ. Республика прокуратури саккунăн хăшпĕр положенийĕпе килĕшмесĕр тавăç тăратнă. Сергей Легостаев палăртнă тăрăх — çав нормăсем ветерансене социаллă пулăшу кÿрессине япăхлатнă. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн вара çăмăллăхсемпе тÿлевсене пĕчĕклетме юрамасть.

Асăннă тавăçа тишкерсе ЧР Аслă сучĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче прокуратура майлă йышăну кăларнă. Чăн та, вăл вăя кĕмен-ха. Прокурорсем суд процесне хутшăнассине тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Алексей Зольников палăртнă тăрăх — Аслă суд йышăнăвĕ вăя кĕменни ун тĕлĕшпе Патшалăх Канашĕ çăхав çырнипе сăлтавланнă — Мускав вердиктне кĕтме тивет. Çапах Сергей Легостаев çав çăхавра суд йышăнăвне хирĕçлемелли çĕнĕ сăлтавсем курманнине палăртрĕ, апла тăк РФ Аслă сучĕ те ĕçлекен пенсионерсем майлă йышăну тăвасса кĕтме пулать.

Сергей Валентинович Чăваш Ен парламенчĕ çав саккун проектне тишкеричченех прокуратура унăн нормисене хирĕç пулнине аса илтерчĕ: «Эпир проекта тишкернĕ — вăл федераци саккунĕпе килĕшсе тăманнине палăртса хамăр хирĕçленине çырса пĕлтернĕ. Анчах пире илтмерĕç, саккуна йышăнчĕç. Çавăнпа эпир суда тавăç тăратассине пуçартăмăр...» Паллах, прокурор влаçсем çак утăма бюджетра укçа çителĕксĕррипе тунине ăнланать. Анчах саккун — саккунах, ăна пурнăçламалла. «Ман пата йышăнăва килекен çынсем те ку ыйтăва пĕрре кăна мар çĕкленĕ. Пĕри çаплах ыйтрĕ: «Пире яланлăхах çак тÿлевсĕр хăварчĕç-и?» Çав çынсене те ăнланмалла: вĕсем пурнăç тăршшĕпе ĕçленĕ, халĕ те ĕçлеççĕ...» — терĕ прокурор. Сăмах 600 миллион тенкĕ пирки пырать — ĕçлекен пенсионерсене хайхи тÿлевсĕр хăварнă май бюджет çулталăкра çавăн чухлĕ перекетлет. ЧР Аслă сучĕн йышăнăвне Мускав вăйра хăварчĕ тĕк — ĕçлекен пенсионерсем хайхи социаллă тÿлеве тепĕр хут илме пуçлĕç. Журналистсем кăсăкланчĕç: хăюллă çак пуçару сире республика влаçĕсемпе хирĕçтермерĕ-и? «Пачах тепĕр майлă — ку прокуратура ят-сумне çирĕплетет. Должноçри çынсем саккун требованийĕсене пĕлеççĕ», — хăйне ÿпкелеме сăлтав çуккине систерсе палăртрĕ Сергей Валентинович.

«Трактористсене» — кулленхи тимлĕх

«Ку ĕçре прокуратура органĕсен тÿпи те пысăк — юлашки вăхăтра ĕç укçипе çыхăннă парăмсене чи пĕчĕк шая антарнăччĕ. Анчах экономикăри лару-тăрăва кура çав парăмсем каллех пысăкланас туртăм çук-и? «Трактор завочĕсем» йывăрлăхра, «Чăваш бройлерĕ», ыттисем...» — «Хыпар» журналисчĕн çак ыйтăвĕ тĕлĕшпе те тулли хурав пулчĕ.

— Парăм виçине çулталăк тăршшĕпе пĕр шайра тытма тăрăшатпăр — 20 миллион тенкĕрен ÿстерместпĕр, — терĕ Сергей Легостаев. — Çак виçен тĕп пайĕ — Шупашкарти 1-мĕш типографин. Вăхăтлăх парăмсем пулаççĕ-ха, анчах вĕсем ĕç-пуçа пысăк витĕм кÿмеççĕ. Тупса палăртман парăм чылай. Çапах парăмăн асăннă виçине чакарма та тăрăшăпăр. Эсир асăннă «Трактор завочĕсем» концернри лару-тăру пирки вара — уйрăм калаçу.

Хайхи «уйрăм калаçăва» социаллă сферăри саккунсене пурнăçлассишĕн яваплă пай пуçлăхĕ Денис Васильев хăйĕн çине илчĕ — пĕтĕмпех уçăмлатрĕ:

— Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче концерн предприятийĕсенче ĕç укçи тÿлесси йĕркеллехчĕ. Каярах, 1-2 эрне юлса, тÿлени пулнă — çапах тататчĕç. Иккĕмĕш çур çулта вара лару-тăру тăруках йывăрланчĕ. Электроэнергишĕн, ăшăшăн, налуксене, тĕрлĕ фонда тÿлес енĕпе парăмсем капланаççĕ. Концернăн çаврăнăш валли укçа çук. Утă уйăхĕн 2-мĕш çурринчен тытăнса парăм пысăкланса пыни палăрать. Эпир тĕпчерĕмĕр: çав парăмсене искусствăлла майпа хăпартса пымаççĕ-и, укçана айккине кăлармаççĕ-и? Сăлтавĕсем объективлă пулни курăнать. Концернăн кредитсен виçи пысăк — пĕтĕмпех вĕсене татма каять...

Прокуратурăра иккĕленмеççĕ: федераци влаçĕ тĕрев памасан «Трактор завочĕсем» çак шурлăхран тухаймĕç. Çавăнпах прокуратура республика Пуçлăхĕн тата федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕн ячĕпе Мускавран пулăшу ыйтмашкăн çырусемпе тухнă. «Халĕ предприятисем картотека çинче — килекен пĕтĕм укçа парăмсене татма кайса пырать. Саккассене пурнăçлама та укçа çук. Эпир лару-тăрăва куллен сăнаса тăратпăр. Çурла уйăхĕн вĕçĕччен концерн валли укçа уйăрас ыйту татăлмалла — çивĕчлĕх сирĕлессе шанатпăр», — пулчĕ пĕтĕмлетÿ.

Предприятисен директорĕсемпе çине-çинех тĕл пулаççĕ — вĕсем ĕçлекенсен йышне упраса хăварма тăрăшни пирки калаççĕ-мĕн: «Çынсем тарса пĕтсен кайран каялла пухма йывăр пулĕ». Çавăнпа çак кунсенче çынсен йышне чакарасси пирки пĕлтерни кĕтменлĕх теме те юрать — прокуратура ку енĕпе тĕрĕслев ирттерет. Халĕ унта тулли мар ĕç кунĕн йĕркипе 5 пин ытла çын тăрăшать — кашни предприяти парăмĕ 40 миллион тенкĕрен иртнĕ.

Укçа шута юратать

«Чăваш бройлерĕн» ыйтăвĕнчен те пăрăнса иртмерĕç. Унта та ĕç укçи тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусене прокуратура куçран вĕçертмест. Предприяти йывăрлăха кĕрсе ÿкнин сăлтавĕсене тишкернĕ май Сергей Легостаев фабрикăн унчченхи ертÿçисен ĕçĕпе кăсăкланнине те пытармарĕ. Çак самант пирки сăмах пуçарнине кура Денис Васильев тĕслĕх вырăнне çакнашкал тепĕр предприятири ĕç-пуçа та аса илтерчĕ: «Хăй вăхăтĕнче, астăватăр пуль, Канашри кайăк-кĕшĕк фабрики ăнăçлă ĕçленĕ. 2013 çулта ăна ертсе пыма Мускав çыннине лартнă. Çулталăкранах вăл фабрикăна йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Предприяти шучĕпе Мускава вĕçнинчен пуçласа хăйĕн валли костюмсем туянни таранах... Уголовлă ĕç пуçартăмăр, директор тивĕçлипе явап тытрĕ...» Капла калани «Чăваш бройлерĕнче» те çакнашкалли çиеле тухма пултарассине систерчĕ-ши?

Хаçатçăсенчен пĕри пакунлă çынсене «сирĕн тытăмра çăхавсене тĕрĕслеме саккуна пăсакан çынсенех ярса параççĕ» тесе ÿпкелеме пăхнине республика прокурорĕ йышăнмарĕ: сăлтавлă çăхав пулсан айăплисем явап тытаççех. Хăйнеевĕрлĕ саманта та палăртрĕ: Чăваш Енре прокурорсен ячĕпе çыракан çăхавсен шучĕ халăх йышĕпе пирĕнни евĕр нумай регионтинчен 3 хут пысăкрах-мĕн! Çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тытăм пур — çынсем пурпĕр прокурор ячĕпе çыраççĕ, çурт-йĕр инспекцийĕ ĕçлет — граждансем унта мар, хÿтлĕх шырама каллех прокурор патне килеççĕ.

Прокурор тилхепине пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче тытнă Сергей Легостаев пирки Чăваш Енре çĕнĕ çын теме те юрать — çавăнпа танлаштарма пултарать ĕнтĕ. Çапах прокуратура çине ĕçĕн пысăк тиевĕ лекнĕшĕн ÿпкелешмест — хăй те граждансене час-часах йышăнать. Нумаях пулмасть Кÿкеçре йышăну ирттерни çинчен каларĕ. Çынсене пăшăрхантараканни — тĕрлĕ ыйту. Калăпăр, район центрĕнче нумай хваттерлĕ çурт тунă, анчах ун патне çул илсе пыма маннă — çумăрта пылчăк çăрмалла. Çынсен прависене пăсни куçкĕрет — прокурорăн вырăнти влаçсене çак çитменлĕхсем çине тĕллесе кăтартма тивет. Е тата 5 ачаллă çемьене 25 тăваткал метрлă пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пани. Пĕтĕмпех саккунлă пек, анчах пысăк йышăн çав лаптăкра мĕнле пурăнмалла? Каллех хута кĕмелле.

Калаçу çакăнпа вĕçленетчĕ те пуль, анчах Шупашкар районĕ пирки сăмах пуçарнине кура çак йĕркесен авторĕ меллĕ самантпа усă курас терĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе кăсăкланчĕ. Ăна, пĕлетпĕр, строительство организацийĕ шкул строительстви валли илнĕ кредитсен проценчĕсене саплаштармашкăн вырăнти бюджетран 19,8 миллион тенкĕ ытла уйăрнăшăн айăплаççĕ — должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. «Егоров хăйĕн йышăнăвне депутатсен пухăвĕ урлă кăларнă теççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — вырăнти влаçсен йышăнăвĕсем прокуратура «цензури» урлă та тухаççĕ. Эппин, район прокуратури çак йышăнăва асăрхамасăр ирттерсе янă-и? Тепĕр енчен, Егоров укçана вăрламан, ырă ĕç валлиех янă пек...» — журналист çапла ыйтнине прокурор кĕскен те татăклăн хуравларĕ: «Район прокуратури пирки калас тăк, чăнах та, ку тĕслĕхре саккуна уяманнине вăхăтра асăрхаман теме пулать. Бюджет кодексĕ пур — укçана ăçта ярас тенĕ унта яма юрамасть.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.