Чи пахи — шантарнине манманни

9 Çурла, 2016

Ял çынни çуллахи кунпа туллин усă курма тăрăшать. Çанталăк шăрăх-и, çумăр çăвать-и — палăртнине пурнăçлатех вăл.

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» кооперативăн ĕçĕ-хĕлĕпе, уйрăммăн илсен, ферма ĕнисене кĕтÿ çÿретмелли вырăнпа паллашрĕ, кирек мĕнле çанталăкра та пушă йăтса тухакан кĕтÿçĕсемпе курса калаçрĕ. Михаил Васильевич нумай çул ÿсекен курăк кăçал лайăх çĕкленнине палăртрĕ. Кунта йăлтах шута илнĕ. Кĕтÿ çÿретмелли вырăнпа юнашарах — темиçе пĕве. Шăрăх вăхăтра сăвăм ан чактăр тесе минералсемпе пуян ятарлă апатсем те параççĕ», — пĕлтерчĕ вăл. «Укçине лайăх тÿлеççĕ. Вĕри апата уя илсе тухсах çитереççĕ. Уйăх вĕçленсен преми парса хавхалантраççĕ», — терĕ Юрий Степанов кĕтÿçĕ. Пучинкере çуралса ÿснĕ Юрий Васильевич кĕтÿçĕре улттăмĕш çул çÿрет. Маларах 20 çул ытла ферма вăкăрĕсене пăхнă. Ял çыннишĕн 15 пин тенкĕ ытла шалу, уйăхсерен 1 пин тенкĕ преми начар мар укçа пулнине палăртрĕ вăл.

«Красный партизан» — районта чи тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Вĕсем 2000 ытла гектар çинче тĕштырă туса илеççĕ. Тыр-пул кăçал гектартан вăтамран 21 центнер тухать. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 900 ытла пуç. Вĕсенчен 308-шĕ — сăвакан ĕне. Хуçалăх ертÿçи Николай Иванов пĕлтернĕ тăрăх — вĕсем сăвакан ĕне шутне 400 пуçа çитересшĕн. Пĕрремĕш çур çулта сĕт сăвасси 12,5 процент ÿснĕ.

Хуçалăхра çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне 650 тонна утă, 2122 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра 100 гектар çинчи куккуруса пухса кĕртмелле. Çав вăхăтрах хуçалăх вырăнти халăха тыр-пулпа, утă-улăмпа тивĕçтерет. Çакна та палăртмалла: хуçалăх кĕрхи культурăсене акса хăварма хальччен усă курман 100 гектара яхăн çĕре сухалама пикеннĕ.

«Асăннă хуçалăхăн кăтартăвĕсем аван. Çакă — ертÿçĕ те, хуçалăх ĕçченĕсем те яваплăха туйса ĕçленине палăртать», — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Йĕпреçри 1-мĕш шкула çитсе курчĕ, пĕлÿ çуртне çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленипе паллашрĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх — шкул ачасене йышăнма хатĕр. Михаил Игнатьев классене, сенсор пÿлĕмне кĕрсе курчĕ. Шкул директорĕ каланă тăрăх — кунта информатика кабинечĕ иккĕ. Мобильлĕ компьютер класĕ пур, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем электрон журналсемпе тата электрон дневниксемпе усă кураççĕ. Юлашки пилĕк çулта асăннă шкула 10,6 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Классенчи урая улăштарнă, тĕп корпусри туалетсене, шкул çурчĕн тăррине тата спортзала юсанă, çĕнĕ оборудовани туяннă. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех столовăя та кĕрсе курчĕ. Кунта 2013 çулта юсав ĕçĕсем тунă, çĕнĕ оборудовани кÿрсе килнĕ.

Йĕпреçри культура çуртĕнче «Районăн 2016 çулхи 1-мĕш çурринчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетни тата 2016 çулхи 2-мĕш çуррин тĕллевĕсене палăртасси» канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Сергей Павлов, «Чăвашçăкăрпродукт» АО генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев тата ыттисем хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç. Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă май район йĕркеллĕ аталанса пынине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçе çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен вĕçлемеллине, шкулсен таврашне тирпей-илем кĕртмеллине палăртрĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич çĕр ыйтăвĕсенче йĕрке тумаллине, сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмеллине, çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарссине хăвăртлатмаллине аса илтерчĕ. «Районăн малашлăхĕ пысăк. Пирĕн тĕллев — кăçал та федераци бюджетĕнчен 2015 çулхинчен кая мар укçа уйăрасси. Паянхи кун тĕлне 16 млрд тенкĕ куçарнă. Ку нухрат республикăри районсемпе хуласенчи пурнăç условийĕсене лайăхлатма кайĕ», — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнчех Михаил Игнатьев Трак тăрăхне çитсе курчĕ. Яманак ялĕнче "Красное Сормово" ООО хуçалăхăн тыр-пултан выльăх апачĕ хатĕрлекен "Murska-1000HD" агрегатпа мĕнле ĕçленипе паллашрĕ. Сăмах май, асăннă хуçалăх Красноармейски районĕнче кăна мар, республикăра та чи лайăххисен йышĕнче. Предприяти директорĕ Святослав Иванов пĕлтернĕ тăрăх — хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 727 гектар çинче пухса кĕртнĕ, 255 тонна утă, 2600 тонна сенаж хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма 150 гектар çĕр сухаланă. Сĕт суса илесси кунта пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3,6 процент ÿснĕ. Сăмах май, хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 800 пуç ытла. Вĕсенчен 290-шĕ — сăваканни. Халĕ кунта 400 вырăнлă çĕнĕ ĕне ферми тăваççĕ. Ферма заведующийĕ Елена Алексеева ăна кăçалах хута яма палăртнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ ферма валли 250 пуç пушмак пăру ÿстернĕ.

Республика Пуçлăхĕ предприятире ĕçлекенсемпе, ял çыннисемпе те курса калаçрĕ. Хуçалăхăн ветеринари врачĕ Надежда Михай Яманак тăрăхне хăйĕн çемйипе Луганскран куçса килнĕ. Республика тата "Красное Сормово" хуçалăх ертÿлĕхĕ ялта пурăнма условисем туса панăшăн питĕ кăмăллă эпир. Чи кирли — шантарнине йăлтах пурнăçлаççĕ", — терĕ вăл. "Хуçалăхра вăй хуракансен шалăвне ÿстермеллех, ĕçлеме хавхалану пултăр, çамрăксем ялах юлччăр", — ăнăçу сунчĕ "Красное Сормово" ООО директорне Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев Красноармейски салинче нумай хваттерлĕ 23-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем епле пынипе те паллашрĕ. Асăннă çуртăн тăррине ултăштарма 1812701,74 тенкĕ тăкакланă. Кунта пурăнакансем юсав ĕçĕпе кăмăллă, маларах вара маччаран шыв аннă. Çав кунах Михаил Игнатьев Красноармейски салинче район активĕпе ирттернĕ ларăва хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков Трак тăрăхĕнчи социаллă пурнăçпа, экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ларура тыр-пула пухса кĕртес ĕç-хĕл епле пынине те сÿтсе яврĕç. Пулас тухăç пирки калаçрĕç. Çавăн пекех çул-йĕр тăвас, культурăпа вĕрентĕве, физкультурăпа спорта, сывлăх сыхлавне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Лару ĕçне РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Трак тăрăхĕнче пурăнакансене кăтартуллă ĕç-хĕлшĕн тав турĕ, малашне те тĕрĕс çулпа утмаллине, çамрăксене патриот воспитанийĕ памаллине, вĕсене ĕçе юратма хăнăхтармаллине палăртрĕ.

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.