Хăрама ирĕк çук
«Пушарнăй пулăттăм — вĕрентчĕр çеç», — Владимир Маяковскийĕн «Кам пулмалла?» сăввинчи йĕркесене евĕрлесен сумлă çак ĕçе суйлакансем шăпах çапла калĕччĕç. Çулăмпа кĕрешме хăраманнисенчен чылайăшне ача чухне çак шухăш, тен, чăннипех те канăç паман. Ку професси çинчен ытларах пĕлме ăнтăлса аслисене тĕрлĕ ыйтупа çине-çинех чăрмантарнă-тăр.
Республикăри пушар сÿнтерекен службăн ертÿçин заместителĕ Алексей Салмин та «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ.
— Шкула ачасемпе тĕлпулу йĕркелеме, хăйсен тивĕçĕ çинчен каласа кăтартма Комсомольскинчи пушар чаçĕн ĕçченĕсем час-часах пыратчĕç. Вĕсем кăсăклантарчĕç, илĕртрĕç те. Эпĕ ун чухне 9-мĕш класра вĕренеттĕм. Мĕн ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленсе ÿсеттĕм. Пушарнăй ĕçĕ те пакунлине пĕлсен хам ума çирĕп тĕллев лартрăм: шăпах çак ĕçе суйлатăп, — калаçăва пуçларĕ çирĕп шухăшлăскер.
Пурнăçланă тĕллев
Пушар училищине вĕренме кĕме кирлĕ предметсемпе вĕренÿре пушшех туртăнмаллине ăнланнă вăл. Паллах, çăлавçăн çирĕп кĕлеткеллĕ, пиçĕ пулмалла. Вăр-варлăхпа хастарлăхпа та палăрмалла. Çавăнпах физкультурăпа, спортпа туслашнă яш. Йĕкĕт тĕллевне ОБЖ вĕрентекенĕ Владимир Воронков та ырласа йышăннă, çамрăк кĕлеткене пиçĕхме пулăшнă.
— «Зарница», «Орленок» çарпа патриот вăййисене тăтăшах илсе çÿретчĕ. Спорт ытти ăмăртăвне те яланах хутшăннă, Тав хучĕсĕр, дипломсăр таврăнман. Пирĕн класс пысăках марччĕ, 3 хĕрпе 4 йĕкĕтчĕ. Виççĕн çар профессине суйларăмăр. Икĕ тус танкиста тата артиллериста каясшăнччĕ. Эпир ку ĕмĕтпе пурăннине вĕрентекенсем те пĕлнĕ паллах. Пирĕн шухăша ырласа хавхалантарнă. Шел, тусăмсем тĕллевĕсене пурнăçлаймарĕç, вĕренме кĕреймерĕç, — тет Алексей.
«Хĕрлĕ автанпа» кĕрешекенсене Ивановăри пушар училищинче хатĕрленине систернĕскерсем çамрăка май пур таран хăпартлантарнă, Комсомольскинчи пушар чаçĕ тĕрлĕ хут хатĕрлесе пулăшнă, сĕнÿсем панă. Апла пулин те вĕренме тÿрех кĕреймен яш. Çавăнпах ялхуçалăх академине çул тытнă. Анчах ĕмĕтне пăрахăçламан вăл, çулталăкран пурпĕр Ивановăна кайнă. Иккĕмĕш хутĕнче вĕренме кĕнех, тĕллевне пурнăçланах.
Ывăлĕн тĕллевне ашшĕпе амăшĕ те ырласа йышăннă. Пур енлĕн хавхалантарма тăрăшнă. Сăмах май, кил хуçи Юрий Григорьевич — агроном. Халĕ те уй-хире хакласа утăмлать. Елизавета Ильинична ĕмĕрĕпе фельдшер пунктĕнче тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канура.
Чунра чул çук
2000 çулта ĕнерхи студента Вăрнарти хутăш препаратсен заводне сыхлакан 18-мĕш пушар чаçне яраççĕ, караул пуçлăхне лартаççĕ. Çулталăкран вăл Санкт-Петербургри ШĔМ университетне вĕренме кĕрет, пушар чаçĕн филиалĕнчен куçăнсăр майпа вĕренсе тухать.
2006 çулта ăна Шупашкарти пушар хăрушсăрлăх службин аслă пулăшуçин тивĕçне шанса параççĕ. 2 çултан Алексей Юрьевич пушар хăрушсăрлăхĕн республикăри службин етрÿçин заместителĕ пулса тăрать. Унсăр пуçне вăл территори гарнизонĕн васкавлă дежурнăйĕ те. Пĕтĕм пушара, аварие, çул çинчи инкеке пăхса тăрать, çулăмпа кĕрешме вырăна тухать. Гарнизонта йĕркене епле пăхăннине те сăнать.
— Пĕрремĕш курсранах дежурствăна кăларатчĕç, çулăмпа кĕрешме те каяттăмăр. Паллах, пире чи яваплă ĕç хушман. Ас тăватăп: дежурствăри пĕрремĕш каçах тÿрех виçĕ пушар тухрĕ. Пĕри криминалпа çыхăннăччĕ. Кану базин хуралçине вĕлернĕччĕ. Унтан икĕ хутлă çуртра хваттер çунчĕ. Виççĕмĕшĕ — кĕлет таврашĕ. Малтан, паллах, пушар сÿнтермелли хатĕрсене илсе-хурса пулăшаттăмăр. Кайран конструкцисене пуçтарса салатма вĕрентрĕç. Иккĕмĕш çул уйрăм командирĕ пулма, виççĕмĕш курсра караул пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама хăнăхтарчĕç.
Вăрнарта ĕçленĕ чухне завода çеç сыхламастăмăр, çывăхри ялсене те тухаттăмăр. Должноç йышăнсан пĕр-икĕ эрнеренех пушар сÿнтерекен ушкăна ертсе пыма тиврĕ. Пĕр ялта пурăнмалли çурта хыпса илнĕччĕ... — куç умне кăлармалли яваплă самантсем темĕн чухлех Алексейăн. Чи пысăккисем Шупашкара куçсан пулнă-тăр: общежити те çуннă, промышленноç объекчĕсем те. 2010 çулта вăрмансем те кĕлленчĕç. Ун чухне пĕрлештернĕ ушкăнпа Чăваш Енрен Чулхула облаçне тăватă машина янă. Салмин чи асли пулнă. Икĕ эрне вăрмантан тухмасăр пурăннă вĕсем. Республика вăрманĕсем те сĕрĕм ăшне пулсан каялла таврăннă, ыйха татса тăван тăрăхри пушарсене сÿнтернĕ.
Ĕçлеме пуçланăранпа хăтарнă пурнăçсен шутне те маннă.
— Чуна йывăр чул канăçсăрлантармасть. Çитсе ĕлкĕрейменшĕн, кама-тăр хăтарайманшăн ÿкĕнмелли сăлтав çук. Хăрасан ку ĕçе суйламан пулăттăмăр. Çулăм ăшне кĕнĕ чухне хăвăнтан ытла ыттисемшĕн кулянатăн: пĕчĕк пушар çук вĕт: хăть те хăçан та тăрри ишĕлсе анма та, стена ÿкме те пултарать. Пуçа çухатмалла мар çеç, — палăртать çăлавçă.
Икĕ ывăл
2005 çулта Вăрнар хĕрĕпе Ирина Николаевнăпа çемье çавăрнă вĕсем. Салминсен икĕ ывăл çитĕнет. Сергей 11 çулта ĕнтĕ. Спорт енĕпе специализациленнĕ шкулта вĕренет, ишме кăмăллать.
— Темле пысăк çитĕнÿ çук-ха, анчах сывлăхшăн паха, — тет ашшĕ.
Кĕçĕнни — виççĕри Юра — ача садне çÿрет. Хулана пурăнма куçнăранпа мăшăрĕ те ача садĕнче тăрăшать. Повар профессине алла илнĕскер арçынсене, паллах, тутлă апатпа сăйлать.
— Мăшăр ку енĕпе кÿрентерменни ман çине пăхсах паллă-тăр, — шÿтлеме те пултарать кил хуçи.
Спортпа туслине те пытармасть.
— МЧСăн «Çăлтăр» хоккей команди пур. Эрнере икĕ хутчен хатĕрленетпĕр, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатпăр. Кăçалтан минифутбол команди йĕркелеме тытăнтăмăр. Унта та çырăнтăм. Структура подразделенийĕсен хушшинче иртекен кашни ăмăртăвах хутшăнатăп: ишессипе те, йĕлтĕрпе чупассипе те, — пĕлтерет Алексей Юрьевич.
Сăмах май, пÿлĕмре турник те пур. Ку — форма тытса тăма.
— Килекен кашни çамрăка малтан экзамен тыттаратпăр — туртăнаять-и? — шÿтлерех те чăнласах калать пушарнăй. — Ку тĕрĕслеве пурте тухаççĕ. Пирĕн професси çавнашкал — айван, вăйсăр пулма юрамасть. Çав вăхăтрах командирпа ăна пăхăнакансем пур. Аслине итлемесен ĕç пулмасть, унăн сăмахĕ çирĕп. Командирăн çавăнпах тĕслĕх пулмалла.
Пулă тытать, кăмпа пухать
Паллах, черетлĕ дежурствăна килнĕ май кашнинчех талăк лăпкă иртессе шанаççĕ «01» служба ĕçченĕсем. Анчах ялан пĕр пек килмест. Тепĕр чухне вырăнтан та хускаламаççĕ — ку лайăх-ха. Паллах, мăшăрĕ те упăшкине ĕçе ăсатнă май лăпкă кун сунать ахăр. Ашшĕпе амăшĕ те ывăлне асăрхануллă пулма сунаççĕ.
— Анне уйрăмах пăшăрханать. Аслă ывăл ашшĕн ĕçĕ яваплă та пĕлтерĕшлине туять. Пушар чаçĕпе юнашар пурăннăран экскурсие те час-часах кĕрсе тухать. Кĕçĕнни ăнлансах пĕтереймест-ха. Апла пулин те кашни пушар машини курмассерен: «Атте», — тесе кăшкăрать, — тет Алексей Салмин.
Çăлавçă пушă вăхăтра пулла çÿреме кăмăллать. Вăрманта уçăлса çÿреме юратать, кăмпа пухать. Ашшĕпе амăшне пулăшма тăван ялне — Комсомольски районĕнчи Твенеше — çитме те вăхăт тупать. Унта выльăх-чĕрлĕх те чылай, пахчи те пысăк.
— Çак ĕçе суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Профессие тепĕр хутчен палăртма ирĕк парсан та пĕр иккĕленсе тăмасăр çак çулпах утаттăм. Ывăлсем ман çула суйлас тесен те чару пулмĕ. Хăйсен кăмăлĕ паллах. Анчах йăх тăсăмне те çар çынни тăвас килет, — шанăçне пытармасть ашшĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас