ЧĔРĔЛЛЕ ЛАЙĂХРАХ

17 Çурла, 2016

Пӳсĕр курăкĕ /грыжник голый/ çу-юпа уйăхĕсем тăршшĕпех чечекре ларать. Чĕчекĕсем вĕтĕ, симĕсрех тĕслĕ. Ӳсен-тăран наркăмăшлă пулсан та унпа халăх медицининче анлă усă кураççĕ. Чĕрĕ курăкпа сипленсен лайăхрах. Наркăмăшлине кура виçене çирĕп пăхăнмалла.

  •  Пӳсĕр курăкĕн препарачĕсене шăк хăвалама, çивĕч тата вăрах циститран, пĕр-пĕр органăн лăймака сийĕ шыçнинчен, шăк хăй тĕллĕн тухнинчен, артритран, сыпăсен ревматизмĕнчен, подагрăран сипленме ĕçеççĕ.

Вĕтетнĕ чĕрĕ 1 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне тăватă хут апат умĕн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Е 1 апат кашăкĕ чĕрĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 5 минута ларатмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 5 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Курс — 1-1,5 эрне. Ыратнă чухне ыратни иртичченех сипленмелле.

  •  Юн пусăмне чакарма 1 чей кашăкĕ чĕрĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче пĕчĕк сыпкăмсемпе çур стакан ĕçмелле. Курс — 2 эрне.
  •  Ӳпке туберкулезĕнчен. 1 чей кашăкĕ чĕрĕ пӳсĕр курăкне 1 стакан вĕри сĕте ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла.

Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 1,5 эрне. Сывлăх лайăхланма пуçланине туйсан тата çавăн чухлĕ сипленмелле. Витĕмĕ çук пулсан — ĕçме чарăнмалла.

  •  Псориазран пӳсĕр курăкĕн сĕткенĕпе сипленме пулать. Ăна псориаз тăхисене кунне темиçе хут шупкаличченех сĕрмелле. Пĕр эрне сипленнĕ хыççăн витĕмĕ палăрмасан сĕрме чарăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.