ЧĔРĔЛЛЕ ЛАЙĂХРАХ
Пӳсĕр курăкĕ /грыжник голый/ çу-юпа уйăхĕсем тăршшĕпех чечекре ларать. Чĕчекĕсем вĕтĕ, симĕсрех тĕслĕ. Ӳсен-тăран наркăмăшлă пулсан та унпа халăх медицининче анлă усă кураççĕ. Чĕрĕ курăкпа сипленсен лайăхрах. Наркăмăшлине кура виçене çирĕп пăхăнмалла.
- Пӳсĕр курăкĕн препарачĕсене шăк хăвалама, çивĕч тата вăрах циститран, пĕр-пĕр органăн лăймака сийĕ шыçнинчен, шăк хăй тĕллĕн тухнинчен, артритран, сыпăсен ревматизмĕнчен, подагрăран сипленме ĕçеççĕ.
Вĕтетнĕ чĕрĕ 1 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне тăватă хут апат умĕн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Е 1 апат кашăкĕ чĕрĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 5 минута ларатмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 5 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Курс — 1-1,5 эрне. Ыратнă чухне ыратни иртичченех сипленмелле.
- Юн пусăмне чакарма 1 чей кашăкĕ чĕрĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче пĕчĕк сыпкăмсемпе çур стакан ĕçмелле. Курс — 2 эрне.
- Ӳпке туберкулезĕнчен. 1 чей кашăкĕ чĕрĕ пӳсĕр курăкне 1 стакан вĕри сĕте ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла.
Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 1,5 эрне. Сывлăх лайăхланма пуçланине туйсан тата çавăн чухлĕ сипленмелле. Витĕмĕ çук пулсан — ĕçме чарăнмалла.
- Псориазран пӳсĕр курăкĕн сĕткенĕпе сипленме пулать. Ăна псориаз тăхисене кунне темиçе хут шупкаличченех сĕрмелле. Пĕр эрне сипленнĕ хыççăн витĕмĕ палăрмасан сĕрме чарăнмалла.
Комментировать