Архив - Авг 2016 - Хыпар

Август 31st

Тинĕс купăсти ламинари атеросклероз аталанăвне вăрахлатать, миокард инфарктĕнчен, авитаминозран хӳтĕлет. Вăл вар хытсан апат çулĕн ĕçне уйрăмах паха витĕм кӳрет, юна кĕвелме, тăхасене пухăнма памасть.

Ламинарин талăкри профилактика виçи — 2 чей кашăкĕ. Кирек мĕнли те — типĕтни, консервлани, маринадлани, салатри — усăллă. Типĕ тинĕс купăстине яшкана, пахча çимĕç нимĕрне хушма сĕнеççĕ.

Чÿрече анинче чылайăшĕ ÿстерекен ылтăн хунав /золотой ус, каллизия душистая/ чылай чирпе кĕрешме пулăшать.

Вĕретнĕ шĕвек

Вĕтетнĕ чĕрĕ хунавĕпе çулçине эмальленĕ пысăк мар кастрюле çурри таран тултармалла. Хĕрринченех шыв ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. 7 сехетрен сăрăхтармалла. Тĕксĕм тĕслĕ кĕленчепе холодильникре виçĕ кун упрама юрать.

Вар-хырăм, пÿре, пĕвер, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем аптратсан, шăнса пăсăласран хÿтĕленме кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — пĕр уйăх.

Кăмпа тапхăрĕ пуçланчĕ, çавна май кăмпапа наркăмăшланас хăрушлăх та ÿсрĕ. Шупашкар хулин клиника центрĕн диетолог-тухтăрне Лариса АГЕЕВĂНА кăмпа çинчен тĕплĕнрех каласа пама, сывлăха упрамалли йĕркесемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

Çак кунсенче кăçалхи Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Дарья Спиридонова тăван хулана килсе курнă. Спортсменкăн амăшĕ Ольга Андреевна пĕлтернĕ тăрăх — Даша çуралнă килте икĕ кун çеç пурăннă.

31 Авг, 2016 | Хыпар | Спорт | Спорт уявĕ

Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра "Атте, анне, эпĕ — спорт çемйи" VII фестиваль иртрĕ. "Çирĕп сывлăх — çирĕп çемье" девизпа йĕркеленĕ физкультурăпа сывлăх фестивальне республикăри 15 коопераци организацийĕнчен 16 команда хутшăнчĕ.

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕ — сасăламалли пĕрлехи кун — çывхарнă май хăйсен элчисене РФ Патшалăх Думинче, ЧР Патшалăх Канашĕнче курас тĕллевлĕ партисен хастарлăхĕ пушшех ÿсни куçкĕрет. Çапла пулмалла та. Партисен лидерĕсемпе представителĕсем халăхпа курнăçаççĕ, хăйсен тĕллевĕсемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ.

РФ судьясен пĕрлĕхĕн органĕсем çинчен калакан саккуна 2011 çул вĕçĕнче кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн судья должноçĕ валли квалификаци экзаменне йышăнакан Аслă экзамен комиссийĕ тата республикăри çакнашкал комисси судьясен пĕрлĕхĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен органĕсем пулса тăчĕç.

Страницы