ЧӲРЕЧЕ АНИНЧИ ЫЛТĂН ХУНАВ
Чÿрече анинче чылайăшĕ ÿстерекен ылтăн хунав /золотой ус, каллизия душистая/ чылай чирпе кĕрешме пулăшать.
Вĕретнĕ шĕвек
Вĕтетнĕ чĕрĕ хунавĕпе çулçине эмальленĕ пысăк мар кастрюле çурри таран тултармалла. Хĕрринченех шыв ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. 7 сехетрен сăрăхтармалла. Тĕксĕм тĕслĕ кĕленчепе холодильникре виçĕ кун упрама юрать.
Вар-хырăм, пÿре, пĕвер, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем аптратсан, шăнса пăсăласран хÿтĕленме кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — пĕр уйăх.
Пиçĕхтернĕ шĕвек
Тăхăр сыпăран кая мар 30 хунавне вĕтетмелле, тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 10 сехетрен сăрăхтармалла. Операци, химиотерапи хыççăн сывлăха лайăхлатма, туберкулезран сипленме кунне 3 хут апат хыççăн пĕр сехетрен 100-шер миллилитр ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Настойка
Ÿсен-тăранăн айккинчи хунавĕсен 30 сыппине вĕтетмелле, 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 14 талăк лартмалла. Кашни кун силлесе илмелле. Депресси,анеми, атеросклероз, артрит чухне кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — пĕр уйăх. Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать. Сыпă ыратсан настойкăпа кунне 3 хут сăтăрмалла.
Сиплĕ маç
Хунавсемпе çулçăсене нимĕрлемелле. 2:3 шайлашупа ача кремĕпе е кирек мĕнле çуллă кремпа хутăштармалла. Ылтăн хунав сĕткенĕпе хутăштарсан та лайăх. Маçа кĕленче савăтпа холодильникре упрамалла. Унпа ÿт чирĕсенчен сипленме, артроз, артрит, остеохондроз чухне ыратакан тĕле сăтăрма, массаж тума усă кураççĕ.
Пĕлтерĕшлĕ!
Ылтăн хунав препарачĕсене ĕçнĕ чухне рационран тăварлă, çуллă, пăрăçлă çимĕçсене, пылака кăлармалла, пирус туртма, алкоголь ĕçме юрамасть.
Асăрханăр: аллерги, астма, ар парĕн аденоми аптратсан ылтăн хунавпа сипленмелле мар. Виçерен ытлашши ĕçсен ÿт тăртанма, сасă хĕлĕхĕсем сиенленме, вĕлтрен шатри тухса тулма пултараççĕ.
Комментари хушас