Инкек пĕччен çÿремест
- Варук аппан мăнукĕ тупăннă. Нарспи пек сăн-питлĕ, яштака хурăн пек çÿллĕ те илемлĕ хĕр катемпиех çаврăннă. Çийĕнче кивĕ тумтир. Кукамăшĕ чиркĕве çÿрени, ир тăрсан та, каç выртсан та кĕлĕ туни пулăшрĕ пулинех. Тыткăнра пулнă тет, - ял çийĕн çиçĕм евĕр хăвăрт вĕçрĕ хыпар.
Ял-йыш Варук аппан хуйхи-суйхине ăнланатчĕ, малтан хĕрĕ вилчĕ, унтан мăнукĕ таçта кайса кĕчĕ. Çавăнпа та май пур таран ырă сăмахпа та пулин чунне ăшăтма тăрăшрĕ. Хальхи саманан пăтăрмахĕсем кашни киле кĕме пултараççĕ, ытла та пăлханать тĕнче. Хулара пурнăç тата та хăрушăрах. Мĕн чухлĕ çын йĕп пек çухалать.