Энзим килте хатĕрлетпĕр

25 Авг, 2016

Хаçатăн 30-мĕш номрĕнче порошокри энзим пирки çырнăччĕ. Ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан энзим хатĕрленине те илтнĕччĕ. Энзима килте мĕнле хатĕрлесси тата вăл мĕн тума кирли пирки çырса кăтартаймăр-ши?

Сергей МАТВЕЕВ.

Йĕпреç районĕ.

Энзим — чĕрĕ организмри веществосен ылмашăвне йĕркелеме кирлĕ фермент. Çак ферментсем çут çанталăкра тĕрлĕ енлĕ ĕçлеççĕ, вĕсене пула чĕрĕ тĕнчере пĕр чарăнми хими реакцийĕ парать.

Органика энзимне ансат мелпе килтех хатĕрлеме пулать. Вăл çĕр ĕçĕнче хими удобренийĕ вырăнне усă курма юрăхлă, катализатор /хими реакцийĕсене хăвăртлатать/ шутĕнче ĕçлет. Хими удобренийĕ тăпрана сиенлĕ хутăшсемпе «чыхăнтарать» пулсан органика вара тăпрана уçăлтарать, юсать. Энзим хатĕрлемелли рецептпа паллаштаратпăр. Виçене 5 литр кĕрекен савăт валли кăтартнă. 10 литрлă савăт пулсан виçене 2 хут пысăклатмалла.

900 г улма-çырла, пахчаçимĕç хуппи кирлĕ. Банан, дыня, арпус, апельсин хуппи, панулми, хăяр-помидор юрать. 300 г тростник сахăрĕ е шурă сахăр песукне çурмалла пылпа хутăштармалла. Пыл кивви те юрать. Пластик канистр, 3 литр таса шыв.

Асăннă çимĕç хупписене йăлтах савăта шултран тураса тултаратпăр. Канистрта сывлăшри /аэроблă/ бактерисем валли кăштах пушă вырăн хăвармалла. Энзим хатĕрлеме пÿлĕм температури юрăхлă. Канистрти шĕвек йÿçме пуçлать. Ăна малтанхи 1-2 кун уçмалла мар. Йÿçнĕçемĕн кашни кунах, малтанхи вăхăтра кунне 2 хутчен, канистра уçса сывлăша кăлармалла. Çапла 3 уйăх йÿçĕтмелле. Малтан канистрти «пăрака» кăпăкланса йÿçет, каярахпа вăл кăпăкланми пулать. Сывлăша пурпĕрех кăларса тăмалла. 3 уйăхран энзим шĕвекĕ хатĕр. Вăл тăрăлать — ăна урăх савăта ярса пÿлĕмри температурăра упрамалла. Сăрăхтарса илнĕ хыççăн юлнă çăра лăпăрккана компоста е тислĕк купи çине тăкмалла. Ăна тепĕр парти энзим хатĕрлемешкĕн кăвасак пек те усă курма аван.

Хатĕр энзимпа çĕр ĕçĕнче, килти хуçалăхра анлă усă кураççĕ.

  • Ÿсен-тăрана апатлантарма, çимĕçне хăвăртрах, тулăхрах çитĕнтерме тата тăпра тытăмне лайăхлатма 2 апат кашăкĕ хатĕр энзима 10 литр шыва хушса пăтратмалла, шăвармалла.
  • Энзим хутăшĕпе компоста шăварни ăна хăвăртрах пулса çитме тата ун пахалăхне ÿстерме пулăшать.
  • Икĕ апат кашăкĕ энзима 1 литр шыва ярса хутăштармалла, унта çиме хатĕрленĕ улма-çырлана /панулми, груша, апельсин, киви т.ыт./ 30 минут тытмалла. Улма-çырлари пестицидсене тасатать.
  • Энзим пахчари шыв савăтне таса тытма пулăшать. Уйăхра пĕрре савăта пĕр-икĕ кашăк энзим ярса пăтратмалла.
  • Ванна пÿлĕмĕ нÿрĕк вырăн. Унта кăмпа чирĕсем аталанасран кафель плиткин хушшисене вăхăтран-вăхăт энзимра йĕпетнĕ пусма таткипе сăтăрмалла.
  • Холодильникран е ытти япаларан ырă мар шăршă кĕрет тĕк ăна энзимпа йĕпетнĕ пусмапа сăтăрса илмелле. Энзим микробсене пĕтерет, дезинфекцилет.
  • Сĕткенпе вараланнă япалана 2 литр шыва 200 грамм энзим хушнă ăшă шывра 7-10 сехет ислетсе лартмалла. Тумтир çинчи вараланчăксене пĕр стакан сĕте пĕр стакан энзим хушнă шĕвек тасатать. Пата /пятно/ тĕлне шĕвекре 4-5 сехет тытмалла.
  • Япала çунă чухне 125 мл энзим хушни çăм, акрил, йĕтĕн япаласене çемçе тата тасарах тăвать. Тĕссем янкăртарах пулччăр тесен чÿхенĕ чухне çур стакан энзим хушмалла.
  • 1 стакан энзима 7 стакан шывпа хутăштарсан канализацие тасатмалли шĕвек пулать. Килте септик пулсан унта энзим яни органика каяш çĕрессине хăвăртлатать. Энзима шăтăк алтса тунă туалетсене те яма юрать. Çĕресси хăвăртланнипе унта шăнасем сахалрах явăнĕç.

Хатĕр энзима мĕн вăхăт упрама, усă курма юрать? 3 уйăхран пулса çитнĕ "пăракана" тăрăлтарса сĕрмелле. Энзим лайăх упранать. 2-3 çул иртсен те усă курма юрăхлă, унăн витĕмлĕхĕ пачах та чакмасть. Энзимпа хуçалăхра тĕрлĕ енлĕн усă курсассăн ăна çулсеренех хатĕрлемелле пулĕ.

Тислĕк, компост, пахчаçимĕç юлашки çĕрнĕ чухне метан — йывăр, сиенлĕ газ — тухать. Компоста энзим витĕмĕпе çĕртнĕ чухне кислород тата углекислый газ тухаççĕ. Вĕсем çут çанталăкшăн сиенлĕ мар.

Энзим чĕрĕ япала. Ăна 50 градусран ытлашши вĕрилентерсен вăл вилет — чĕрĕлĕх ферменчĕсем арканаççĕ. Сăмах май, апата ирĕлтересси, мышцăсен ĕçĕ, организмри мĕнпур реакци энзимсен /ферментсен/ витĕмĕпе пулса пырать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.