Лагерьте — хăрушсăрлăх кунĕ

25 Çурла, 2016

Пушар хăрушлăхĕ пирки ачаранах пĕлсе ÿсетпĕр. Вут- çулăм алхасма пуçласан мĕнле телефон номерĕпе шăнкăравласа пушарнăйсене чĕнмеллине кĕçĕн çултисене те вĕрентеççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ВДПО ĕçченĕсем çуллахи вăхăт-ра пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе ача сачĕсенче, кану лагерĕсенче профилактика занятийĕсем, мероприятисем, вăйăсем ирттереççĕ. Нумай пулмасть Муркаш районĕнчи «Березка» лагерьте канакан шкул ачисем те «Пушар хăрушсăрлăхĕн Азбуки» спортпа ăс-тăн вăййинче туслăн тупăшрĕç. 8 отряд ушкăнсене пайланса тĕрлĕ конкурс витĕр тухса нумайрах балл пухассишĕн хастаррăн ăмăртрĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсенчен пуçласа аслисем таранах пĕлĕвне тĕрĕслерĕç кăна мар, çаврăнăçулăхне те кă-тартрĕç. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен тумтирне вăхăтпа тăхăнасси, ятарлă хатĕрсемпе ĕçлесси, пушар хăрушсăрлăхĕн паллисене тĕрĕс пĕлесси, ытти конкурс та йывăр пулмарĕ ачасемшĕн. Чылай балл пухни çакна çирĕплетрĕ кăна.
Хĕрачасемпе арçын ачасем хăйсен шухăшĕпе те хаваспах паллаштарчĕç.
— Лагерьте кунсеренех тĕрлĕ мероприяти иртет-ха, паянхи вара пуринчен те интереслĕ, — савăнăçлăн пĕлтерчĕ Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Евгения Шумилова. — Çĕннине нумай пĕлтĕм. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те асра тытмалла тесе шухăшлатăп, пурнăçра кирлĕ пулма пултарать.
— Паянхи конкурссенчен мана «Вут-çулăмпа кĕрешекенĕн лабиринчĕ» килĕшрĕ. Чăннипе, пурте вĕсем интереслĕ, усăллă. Халь хăрушлăхра çухалса каймастăпах, хама мĕнле тытмаллине пĕлетĕп, — йăл кулса калаçрĕ Шупашкарти 47- мĕш шкулта вĕренекен, 2-мĕш класа куçнă Вика Павлова.
Тĕрĕслевсем вĕçленсен жюри членĕсем чи вăйлă, маттур отряда суйларĕç. Çĕнтерÿçĕ ята илнисем те, ыттисем те парнепе Хисеп хутне тивĕçрĕç.
Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.