Хаваслă каникул

Çуллахи çеç мар, кĕрхи каникул та кашни ачашăн паха. Ара, ун чухне вăл хăй «тĕнчинче» пурăнать-çке. Тăраниччен çывăрма, килтисене пулăшма, хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнма пултарать! Е тата çут çанталăкăн илемне шурă хут çине тăрăшса куçарать, е кăмăллакан кĕнекине алла илет те унти сăнарсемпе таçта та çитет...

Хĕвел хĕртсе пăхнă чух камăн килте ларас килтĕр-ха? Вăл урама тухма чĕннĕнех илĕртет- çке. Акă савăнăçлă арçын ачасен ушкăнĕ те килти ĕçсене тунă хыççăн ял хĕрринчи стадиона пуçтарăнчĕ. Ку вĕсен — ырă йăлара.
 

Акă хаваслă çуллахи каникул та вĕçленсе пырать. Часах черетлĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ, урока йыхăрса шăнкăрав янăрĕ, çуллахи вăхăтра ÿссе тĕрекленнĕ вĕренекенсем каллех парта хушшине ларĕç…
Унччен вара каникулти йăл кулăллă, савăнăçлă, çутă, ăшă самантсемпе киленсе юлар. Чылай шкулта çуллахи лагерьсен алăкĕсем уçăлчĕç, ачасем унта вăхăтне кăсăклăн ирттерчĕç. Нĕркеç шкулĕнче те кăçал çавăн пек лагерь ĕçлерĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем лагерь 21 куна çеç тăсăлнăшăн кулянаççĕ те: «Тата кăштах вылясчĕ, тантăшсемпе пĕрле пуласчĕ», — тесе ĕмĕтленеççĕ.

Пушар хăрушлăхĕ пирки ачаранах пĕлсе ÿсетпĕр. Вут- çулăм алхасма пуçласан мĕнле телефон номерĕпе шăнкăравласа пушарнăйсене чĕнмеллине кĕçĕн çултисене те вĕрентеççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ВДПО ĕçченĕсем çуллахи вăхăт-ра пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе ача сачĕсенче, кану лагерĕсенче профилактика занятийĕсем, мероприятисем, вăйăсем ирттереççĕ. Нумай пулмасть Муркаш районĕнчи «Березка» лагерьте канакан шкул ачисем те «Пушар хăрушсăрлăхĕн Азбуки» спортпа ăс-тăн вăййинче туслăн тупăшрĕç.

Pages

Subscribe to Хаваслă каникул