Вĕренес текеншĕн пур предмет та кăсăклă

6 Çурла, 2020

— Мана 5-мĕш класа 44-мĕш лицее çавăтса кайнăшăн аттепе аннене тав тăватăп. Ку пĕлӳ çуртĕнче хама лайăх аталантарма пултарнăшăн, вĕренĕве тарăннăн алла илнĕшĕн савăнатăп, — çапла пуçларĕ калаçăва кĕçех 10-мĕш класа каякан Варвара Александрова.

Математика класĕнче

Варя тантăшĕсенчен сăпайлăхĕпе, çепĕç калаçăвĕпе уйрăлса тăрать. Çапла пулма ăна амăшĕ пĕчĕкренех хăнăхтарнă. Аслисене хисеплеме, кăткăс калаçусенчен çĕннине ăса хывма вĕрентнĕ. Шупашкарти 2-мĕш пуçламăш шкулпа сыв пуллашсан маттур хĕрачана учительсем лицей-гимназие çул тытма сĕннĕ. 44-мĕш лицейре вăл математикăна тарăннăн вĕрентекен класа лекнĕ.
Класс ертӳçи, çак предмета ăса хывтаракан Елена Михайлова ачасене туслă пурăнма хăвăрт хăнăхтарнă. Ун пек вĕренӳре те çăмăлрах. Çавăнпа Елена Александровнăн класĕнчи ачасем математикăна юратса шĕкĕлчеççĕ. Шăнкăрав янăрасан та коридора тухса чупас йăла çук вĕсен. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вĕреннĕ-çке.

— Таблицăсемпе ĕçлеме, шухăшлама, хурав шырама юрататăп, — математикăна мĕншĕн килĕштернине палăртрĕ хĕр.

Пуян портфолио

— 9-мĕш класс хыççăн пĕр-пĕр техникум-колледжа каяс шухăш манăн нихăçан та пулман. Аслă пĕлӳ илме пĕчĕкренех ĕмĕтленетĕп. Унсăр пуçне пĕрле вĕренекен юлташсенчен, юратнă учительсенчен, уйрăмах класс ертӳçинчен мĕнле уйрăлмалла? — çапла каларĕ хĕр. Пуçламăш класрах наукăпа практика конференцийĕсене /НПК/ хутшăнма тытăннă вăл. Кашни çитĕнӳ хавхалантарса пĕлӳ тĕнчине ыткăнма хистенĕ. Лицейре вĕренме тытăнсан олимпиада хыççăн олимпиадăна хутшăннă.

Математика кăна мар, астрономи, вырăс чĕлхипе литератури, географи, тăван ен культури… — пурте кăсăклă вĕренесшĕн çунакан шкул ачишĕн. Акă эпидеми вăхăтĕнче дистанци мелĕпе вĕреннĕ вăхăтра та Варя Пĕтĕм тĕнчери «Пушкинский диктант» акцие хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакăн йышши дипломпа унăн портфолио пуян. Шкул, район, хула, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса çеç лăпланмасть вăл, Пĕтĕм Раççей ирттерекеннисенче те малти вырăнсене час-часах йышăнать.

Йывăрлăхсене парăнтарса

Математика çăмăл предмет мар. Ăна парăнтарма тӳсĕмлĕх те самаях кирлĕ.

— Шкултан таврăнсан ташлама кружока çӳретĕп. Ку — манăн юратнă ĕç, çапла майпа канатăп. Таврăнсан вăхăт — килти ĕçсене хатĕрленме. Каçхи 11-12 сехетчен те ларатăп. Хăш-пĕр чухне питĕ ывăнсан выртса çывăратăп. Ун пек сайра хутра пулать манăн, пурпĕрех будильник лартса 4 сехетре тăратăп та вĕренетĕп. Хамăнах тумалла-çке çав ĕçе. Çавăнпа кун пек пĕчĕк йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă эпĕ, — тĕлĕнтерчĕ çирĕп кăмăллă хĕр.

Кăçал ташă ушкăнĕпе Сочине конкурса кайма хатĕрленнĕскерсен эпидемие пула тĕллевсене улăштарма тивнĕ. Хореографсем ачасем кăмăлсăр ан юлччăр тесе пурпĕрех вĕсене çĕртме уйăхĕнче Хура тинĕс хĕррине канма илсе кайнă. Ку Варварăшăн пĕрремĕш хут мар. Вăл çемйипе Турцире те каннă. Вĕренӳре лайăх çитĕнӳсемпе палăрса иртнĕ çул çу уйăхĕнче «Артекра» пулнă. Малалла вулас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.