Хаваслă каникул

30 Çĕртме, 2016

Тĕпчевĕпе музей хăнисем паллашаççĕ

Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Екатерина Васильева çуллахи каникул вăхăтĕнче таврапĕлÿпе татах та тарăнрах интересленесшĕн. Сăлтавĕ те пур: кăçал ялта пожарнăйсене халалласа палăк уçрĕç. Вут-çулăмран пĕчĕк ачана хăтарнă çамрăка сăнарланă палăкра çынсене çак професси хăрушă, çав вăхăтрах питĕ пархатарлă пулнине кăтартасшăн пулнă.

9 Çĕртме, 2016

Канăп çулла чунтанах

Çиччĕмĕш класран «5» паллăпа çеç вĕренсе тухнă Юлия Ахметова çуллахи каникул çитнишĕн чунтан савăнать. Ара, халĕ тăраниччен туссемпе выляма, кăмăл туличчен канма, чуна çывăх кĕнекесене алла тытма тем чухлех-çке вăхăт!

9 Çĕртме, 2016

«Чим, эпĕ каникулта-çке...»

Кантăкран савса пăхакан хĕвел Ромăна вĕренÿре чăнласах хавхалантарать. Тетрадьпе кĕнеки çине хăй шевлине сапаласа кашни кунах кăмăлне çĕклет. Паян темшĕн çук вăл. Çавна май арçын ача чÿречерен вĕçĕмсĕр урамалла тинкерчĕ. Тем пек кĕтсен те çук, курăнмарĕ сарăскер. Кăмăлĕ те пăсăлчĕ.

9 Çĕртме, 2016

Китай çĕршывĕ илĕртет

Тăххăрмĕш «а» класран тин çеç вĕренсе тухнă Андрей Терентьев — тахçанах шкул маттурĕсен йышĕнче. Мĕнпе палăрать-ха вăл? Пĕрремĕшĕн-чен, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе. Чылай предмет олимпиадине хутшăнса малти вырăнсене йышăннипе.

Pages