«Чаплă кантăмăр!»
Акă хаваслă çуллахи каникул та вĕçленсе пырать. Часах черетлĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ, урока йыхăрса шăнкăрав янăрĕ, çуллахи вăхăтра ÿссе тĕрекленнĕ вĕренекенсем каллех парта хушшине ларĕç…
Унччен вара каникулти йăл кулăллă, савăнăçлă, çутă, ăшă самантсемпе киленсе юлар. Чылай шкулта çуллахи лагерьсен алăкĕсем уçăлчĕç, ачасем унта вăхăтне кăсăклăн ирттерчĕç. Нĕркеç шкулĕнче те кăçал çавăн пек лагерь ĕçлерĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем лагерь 21 куна çеç тăсăлнăшăн кулянаççĕ те: «Тата кăштах вылясчĕ, тантăшсемпе пĕрле пуласчĕ», — тесе ĕмĕтленеççĕ.
— Лагерьте чаплă та интереслĕ кантăмăр! — хăпартланса аса илеççĕ вĕсем. — Вăл пирĕн «Йăл кулă» ятлăччĕ. Пурĕ икĕ отряд — «Адреналин» тата «Кока-кола». Хăйне евĕрлĕ вĕт? Адреналин — çаврăнăçулăха, хăвăртлăха, хастарлăха, кола вара çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăма палăртать. Эпир çапла шухăшлатпăр, — йăл кулаççĕ маттурсем. — Кашни куна зарядкăран пуçларăмăр, иртнĕ куна пĕтĕмлетсе çĕннине планларăмăр. Уй, мĕн тĕрлĕ мероприяти ирттермерĕç пуль воспитательсем! Галина Петровна Краснова, Елена Алексеевна Антонова, Марина Васильевна Тишова тата Нина Анатольевна Константинова лагерь пуçлăхĕ кăсăклă экскурсисем, ăмăртусем, уявсем йĕркелерĕç. «Тĕнчери халăх вăййисем», тăван тавралăхри чĕрчунсемпе тата ÿсен-тăранпа тĕплĕнрех паллашни, юханшывсемпе кÿлле- пĕвве, çырма-çатрана тĕпчени нумайлăха асра юлĕ.
Улттăмĕш класа куçнă Юля Федорова, Даша Голыева, Настя Евграфова тата пиллĕкмĕшне каякан Таня Прокопьева лагерьте канаççĕ çеç мар, пĕлĕве те пуянлатаççĕ. Мĕнле тетĕр-и? Лара-тăра пĕлменскерсем кашни конкурсра палăрнисĕр пуçне лагерь программипе килĕшÿллĕн тĕпчев ĕçĕсем те хатĕрленĕ. Чăннипех хастар-çке хĕрачасем! Юрă-ташăра та маттур иккен.
Çапла иртет те каникул: юрласа-ташласа, савăнса-кулса… Тантăшсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ашшĕ- амăшне кил-тĕрĕшри ĕçсене тума пулăшма та ĕлкĕреççĕ, алла кĕнеке тытма та вăхăт тупаççĕ. «Тантăш» тусĕсене те шкул маттурĕсем каникулта вĕренÿ пирки аса илме сунаççĕ.
Нина ЦАРЫГИНА.
Комсомольски районĕ,
Нĕркеç шкулĕ.
Комментари хушас