Пахча çимĕçрен — юмахри сăнарсем

Çуллахи çеç мар, кĕрхи каникул та кашни ачашăн паха. Ара, ун чухне вăл хăй «тĕнчинче» пурăнать-çке. Тăраниччен çывăрма, килтисене пулăшма, хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнма пултарать! Е тата çут çанталăкăн илемне шурă хут çине тăрăшса куçарать, е кăмăллакан кĕнекине алла илет те унти сăнарсемпе таçта та çитет...

Тăваттăмĕш класра вĕренекен Петя Гурьев вара, каникул вăхăтĕнче, пахча çимĕçрен тĕрлĕ япала ăсталас ăмăртăва кăмăлтан хутшăннă. Районта виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă хайхискер.

Ку çеç-и-ха, Кĕрхи уявра та вăл хăй хатĕр-ленĕ япаласене курава тăратнă. Ытти ачасем те унран юлман, кавăнран, кишĕртен, çĕрулмирен тĕрлĕ юмахри сăнарсене калăпланă. Унсăр пуçне чылай конкурса хутшăннă, куракана юрă-ташăпа, пĕчĕк сценкăсемпе савăнтарнă. Праçник хаваслă та ăнăçлă иртнĕрен пурте хĕпĕртенĕ, хăпартланнă.

Арапуç шкулĕн вĕренекенĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.