Хаваслă каникул

21 Утă, 2016

Канатпăр, савăнатпăр!

Аня Аблогина ытти çулсенчи пекех кăçал та лагерьте канчĕ. Ĕнтĕ паян ялта вăл. Иртнĕ вăхăта тепĕр чухне ăшă кăмăлпа аса илет, туслашнă-паллашнă ачасемпе Интернет урлă çыхăнать.

7 Утă, 2016

Хĕвел çĕнтерчĕ! Ыран мечĕк хăвалатпăр

Ача-пăча тени ывăннине пĕлмест çав. Каникулта мĕнпе кăна кăсăкланмаççĕ-ши вĕсем? Мечĕк хыççăн чупаççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ, спорт ăмăртăвĕ ирттереççĕ, ял халăхĕ валли концерт лартаççĕ, пулла çÿреççĕ, шывра чăмпăлтатаççĕ... Çапах та килтисене пулăшма вăхăт тупаççех.

7 Утă, 2016

Тăван çĕре юратакансем

Хĕвел шартса пăхать, хĕл сулхăнĕнче шуранкаланнă пит-куç хăмăрланма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Максимпа Костя симĕс тумпа витĕннĕ уйра мулкачсем пек йăлт та ялт сиккелеççĕ. Иккĕшĕ те савăнăçлă. Умран тин çеç хитре лĕпĕш вĕлтĕртетсе вĕçсе иртни те чунĕсене çĕклентерет. Савăнăç, шанчăк ялтăрать куç умĕнче.

30 Çĕртме, 2016

Çу пек çемçе кунĕсем…

Çак хаваслă вăхăта эпир тăхăр уйăх кĕтрĕмĕр. Çитрĕ вăл, çитрĕ те пĕр уйăх сисĕнмесĕрех тенĕ пек иртсе те кайрĕ. Çапах та çав кăмăллă вăхăт пирĕнтен кашнине савăнăç нумай парнелерĕ. Вăйă-кулă та чылай илсе килчĕ каникулăн пĕрремĕш уйăхĕ.

Pages