Тăван çĕре юратакансем

7 Утă, 2016

Хĕвел шартса пăхать, хĕл сулхăнĕнче шуранкаланнă пит-куç хăмăрланма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Максимпа Костя симĕс тумпа витĕннĕ уйра мулкачсем пек йăлт та ялт сиккелеççĕ. Иккĕшĕ те савăнăçлă. Умран тин çеç хитре лĕпĕш вĕлтĕртетсе вĕçсе иртни те чунĕсене çĕклентерет. Савăнăç, шанчăк ялтăрать куç умĕнче. Ĕшеннĕ ăш-чике, ал-урана, çан-çурăма вăй парать хĕвел.

— Костя, мана хамăр тăрăх кăмăла каять. Кур-ха, тавралăх епле илемлĕ, кун пек чухне урамран епле пÿрте кĕрĕн? Савăнăçлă чухне çут çанталăк та илемлĕ. Авă çывăхрах йывăçсем. Кашни вулли хăйне евĕр скульптура. Тĕрлĕрен юмахри тĕлĕнтермĕш кĕлеткесене сăнарлаççĕ вĕсем. Çулçисем — пĕр енĕ йăлтăркка, тепĕр енĕ — кĕмĕл. Çил вĕрет те — кĕмĕлпе çăвăннă пек чĕлтĕртетет йывăç тăрри йăваш сасăпа çемçен кашласа. Чуна йăпатса. Кăткă сукмакнех илер-ха. Ĕçченскерсем хула урамĕнчи халăх пек пĕр вĕçĕмсĕр каллĕ-маллĕ кумаççĕ. Канма пĕлмесĕр, — тесе Максим курăк çине ярт тăсăлса выртрĕ те пĕлĕтелле тинкерчĕ.

— Тĕрĕсех. Тăван тăрăхран хакли çук. Ют çĕре хăнана кайсан чун вĕçĕмсĕр килелле туртăнать çав. Ют çĕрте ют çĕртех ĕнтĕ. Çыннисем те, çурт-йĕрĕ те, вĕçен кайăкĕ те, ирпе каç та, сывлăш та, кунсерен хуçаланакан шăрăх та, пите уçăлтарса вĕрекен çил те. Ун пек чухне апат та анмасть, шухăшсемпе хăвăртрах киле çитсе ларатăн, — тусĕпе килĕшсе пуçне сĕлтрĕ Костя.

Максим Максимовпа Костя Степанов — уйрăлми туссем. Саккăрмĕш класа кайма хатĕрленекенскерсем каникулта та пĕрле. Кунĕпе иккĕшĕ ăçта кăна çитмеççĕ пулĕ. Сăмах-юмахĕ те сÿтĕрĕлет те, сÿтĕрĕлет вара...

— Эх, ÿсесчĕ хăвăртрах! Алла юратнă професси илсе ĕçлеме тытăнасчĕ, — ĕмĕтленчĕ Максим.

— Чим, кам пуласшăн эсĕ? — кăсăкланчĕ самантрах Костя.

— Урамра трактор таврашне курсан чун хĕпĕртет. Тракторпа нумай усăллă ĕç тума пулать-çке. Вăл питĕ вăйлă, çĕр ĕçĕсене пурнăçлать. Халăха çăкăр çиме майсем туса парать. Техникăна çав тери юрататăп. Анчах та хальлĕхе ăçта вĕренме каяссине татăклăн калама пултараймастăп. Ара, тĕнчере чуна илĕртекен ĕç тем чухлех-çке, — çирĕплетрĕ Максим.

Икĕ тус пĕр-пĕрин çине пăхса йăл! кулчĕç те, уялла ăмăртмалла чупрĕç.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Элĕк районĕ,

Тени.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.