Канатпăр, савăнатпăр!
Аня Аблогина ытти çулсенчи пекех кăçал та лагерьте канчĕ. Ĕнтĕ паян ялта вăл. Иртнĕ вăхăта тепĕр чухне ăшă кăмăлпа аса илет, туслашнă-паллашнă ачасемпе Интернет урлă çыхăнать.
— Унти пурнăç питĕ килĕшет мана, çĕнĕ туссем пе паллашатăп, — тет Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн саккăрмĕш класне кайма хатĕрленекен хĕрача. — Халĕ вара аннене кашни кунах пулăшатăп. Пахчара та чылай тăрăшрăмăр, хĕллене компот-варени, кăмпа-çырла та çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр.
Хĕрача тепĕр чухне юратнă шкулпа педагогсене, пĕрле вĕренекенсене аса илсе тунсăхлать.
— Вĕренме килĕшнĕренех пур предметпа та «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăп. Çапах та чи юратни — алгебра. Задача, уравнени шутлама кăмăлланăран паян та алла ручка тытатăп. Çапах та каникулта ирĕклĕ-çке эпĕ. Вулама килĕштеретĕп, уйрăмах вăрçă çинчен. Фронтри пурнăç мăн-мăн асаттесемпе кукаçисен вăрăм пулнă. Сехетпе те, кунпа та шутласа кăларма хĕнтерех. Тăван çĕршывăн телейлĕ кун-çулĕшĕн çапăçса нумай пархатарлă ĕç тунă. Вĕсем — улăп паттăрсем! Вĕсемех мана тата ытти ачана хĕвеллĕ кун парнеленĕ. Çавăнпа, авă, каникула хаваслă та ăнăçлă ирттеретпĕр. Канатпăр та, савăнатпăр. Тавах вĕсене мирлĕ пурнăçшăн!
Элиза ВАЛАНС.
Шăмăршă районĕ,
Карапай Шăмăршă.