Çу пек çемçе кунĕсем…
Çак хаваслă вăхăта эпир тăхăр уйăх кĕтрĕмĕр. Çитрĕ вăл, çитрĕ те пĕр уйăх сисĕнмесĕрех тенĕ пек иртсе те кайрĕ. Çапах та çав кăмăллă вăхăт пирĕнтен кашнине савăнăç нумай парнелерĕ. Вăйă-кулă та чылай илсе килчĕ каникулăн пĕрремĕш уйăхĕ. Шкулти «Подрост» лагерьте тус-тантăшпа, юратнă воспитательсемпе интереслĕ ирттертĕмĕр вăхăта. Умра вара çуллахи каникулăн тата тепĕр икĕ уйăхĕ кĕтет. Вăл пире мĕн чухлĕ çĕннине, хаваслине парнелессе курсах тăратпăр тейĕн. Туссемпе çырлана та кайăпăр, эмел курăкĕ те пухăпăр, хĕвелпе те хĕртĕнĕпĕр…
Апла пулсан пурте пĕрле канатпăр, сывлăха çирĕплететпĕр. «Салам сире пурне те, туссем!» — тесшĕн эпир.
«Подрост» лагерьте канакансем.
Тăвай районĕ,
Элпуç шкулĕ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: хаваслă ушкăнпа канма та кăмăллă!
Комментари хушас