Хаваслă каникул

28 Çурла, 2014

Вĕçленет каникул – кĕтет пире шкул

Акă вĕçленет те ĕнтĕ вĕренекенсем юратакан çуллахи каникул. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хăшĕ-пĕри куншăн кулянать те пуль. "Ах, мĕншĕн çапла хăвăрт иртрĕç-ши çу кунĕсем? Çителĕклĕ канса та юлаймарăм…" – тет ахăртнех.

21 Çурла, 2014

Çакă ялăн ачисем сухан кăлараççĕ...

Кашни кун çывăрса тăрсанах пĕр-пĕрин патне васкать тăватă тус: Диана Павлова, Марина Григорьева, Ксения Ильина, Алексей Петров. Паян та вĕсем хăйсен юратнă вырăнĕнчех тĕл пулчĕç.

24 Утă, 2014

Çу каçипех – пахчара

Диана Терентьевăшăн çуллахи кунсем – чи илемлисем. Ирĕклĕ туять вăл хăйне! Кунĕ- пе таçта та çитсе килет. Тусĕ-семпе вăрмана çÿреççĕ, пĕве хĕрне васкаççĕ, килтисене пулăшаççĕ.

Хула хĕрĕ паян та кукамăшĕ патĕн-че ялта. Ăна тĕрлĕ ĕçре пулăшать.

10 Утă, 2014

Юрататăп йăмăкпа шăллăма!

Пĕрремĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Артем Пашков ачасене çав тери юратать. Тăваттă тултарсан йăмăкне Эльăна та хăех пăхнă вăл.

– Сăпкаран та хамах йăтса илеттĕм ăна. Апатне те хамах çитереттĕм. Йĕрмĕшместчĕ, – тет арçын ача хавассăн.

Pages