Хаваслă каникул

9 Çĕртме, 2016

Эпир правилăсене пĕлетпĕр. Эсир?

Çул çинче хамăра еп-лерех тытмалли правилăсене кашниех пĕлетпĕр-ши? Иккĕленÿллĕ. Чылай чухне эпир автотранспорт вĕçĕ-хĕррисĕр чупакан вырăнта вылятпăр, çул урлă каçнă чухне тимлĕхе çухататпăр… Шăпах çак самантра инкек сиксе тухать те ĕнтĕ. Чылай чухне ачасем шар кураççĕ.

2 Çĕртме, 2016

Лагерьти çутă ĕмĕтсем

Иртнĕ уйăхăн юлашки кунĕсенчен пĕринче 2 «б» класс ачисем класс ертÿçипе Алина Николаевна Даниловăпа пĕрле тухрĕç шкул картишне. Шавлаççĕ. Савăнăçлă. Харăссăн утма тăрăшаççĕ пурте малалла. Вĕсем учительница çумĕнче, умра, хыçалта, айккинче.

19 Çу, 2016

ĔМĔТ умĕнчи сăнÿкерчĕк

Тăхтавра класс шăв-шавпа тулчĕ. Кĕçех класс ертÿçине Людмила Николаевна Кузьминана çавăрса та илчĕç вĕренекенсем. Пĕри те тепри çывхарса килекен каникула чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕç.

19 Çу, 2016

Хаваслăх, сывлăх парнелетĕр каникул!

Пур шкул ачи кĕтекен хаваслă çуллахи каникул çывхарать. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе пĕлÿ тĕнчинче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнăскерсем çу кунĕсенче çĕнĕ хăват илсе юлас тĕллевлĕ. Кунĕпех уçă сывлăшра пулма, пĕве, кÿлĕ хĕрринче канма, хĕвелпе хĕртĕнме вăхăт темĕн чухлех. Хула ачисем яла тăванĕсем патне кайма, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн ытамне лекме васкаççĕ. Пуринчен те ытла вĕсене çут çанталăк ырлăхĕ, тавралăх илемĕ, уçă сывлăш илĕртет. Юлташĕсемпе курнăçса калаçма та вăхăт çителĕклех пулĕ. Аслисене пахчара пулăшнине тата мĕн çиттĕр? Вăл та хăйне евĕр кану-çке.

30 Утă, 2015

Çу кунĕсем... Хаваслă-çке вĕсем

Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр тăрăхĕ... Нимпе те уйрăлса тăмасть вăл юнашар ялсенчен. Хĕвеллĕ кун иртет. Каç пулать. Унтан каллех, таврари ялсенчи пекех çĕр чатăрĕ ерипен сирĕлет. Тул çутăлса çитет.

Pages