ĔМĔТ умĕнчи сăнÿкерчĕк

19 Çу, 2016

Тăхтавра класс шăв-шавпа тулчĕ. Кĕçех класс ертÿçине Людмила Николаевна Кузьминана çавăрса та илчĕç вĕренекенсем. Пĕри те тепри çывхарса килекен каникула чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕç.

Кĕтесре ларакан арçын ача вара, тăрăшса ÿкерекенскер, парта хушшинчен тăрса уткаласа çÿрерĕ. Унтан кантăка яри уçса ячĕ. Шерпет пек çав уçă сывлăш! Чÿрече умĕнчи йывăç туратти çинче çерçи чĕриклетет. Урамра ачасен хаваслă сасси илтĕнсе кайрĕ.

— Людмила Николаевна! Атьăр-ха хитре çанталăкра тулта асăнмалăх сăн ÿкерĕнер! — пĕлтерчĕ хăй шухăшне йăл кулăллă хĕрача.

— Тĕрĕс! Эпир пĕрре те хирĕç мар! Урок лариччен ĕлкĕретпĕр, — килĕшрĕç унпа ыттисем те савăнăçлăн сиккелесе.

— Ăçта ÿкерĕнĕпĕр? Йывăç çумĕнче-и? Е шкул умĕнче? — кăсăкланчĕ вĕрентекен самантрах.

— Çук, çук, Людмила Николаевна! Хамăрăн пурнăçланнă ĔМĔТ умне пуçтарăнăпăр. Унта хаваслăрах, — пулчĕ кĕске хурав.

— Ах тата... Мĕнле ĕмĕт? Е тата ĕмĕт умĕнче епле ÿкерĕнмелле? — тĕлĕнсе çаплипех кăсăкланчĕ педагог.

— Пурнăçланнă ĕмĕт вăл, Людмила Николаевна, шкул автобусĕ. Курăр-ха, шкул умĕнче епле мăнаçлăн ларать, вĕр-çĕнĕ çитменнине! Хăй патне чунтан кăчăк туртать тейĕн, — терĕç арçын ачасемпе хĕрачасем хаваслăн.

...Етĕрне районĕнчи Кăкшăм шкулĕн çак таранччен те автобус пулман. Çумăрлă, çил-тăманлă çанталăка пăхмасăр ачасем пĕлÿ çуртне çурран е велосипедпа çÿренĕ. Сакăр ялтан. Хăйсен умĕнчен иртсе каякан автобуссене курсан кашниех: «Эх, хăçан пирĕн çавăн пек автобус пулĕ-ши?» — тесе ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче вара шкула автобус парнелесси пирки пĕлтернĕ. Ку хыпар пурне те савăнтарнă: ачасемпе ашшĕ-амăшне те, педагогсене те. ПАРНЕ хăçан хăйсем патне çитессине чăтăмсăррăн кĕтме тытăннă. Анчах Çĕнĕ çул уявĕ те те иртнĕ, автобус çаплипех çитеймен...

Хĕллехи каникул хыççăн ачасем шкул умĕнче автобус ларнине курсан виçесĕр хĕпĕртенĕ.

— Уррра! Уррра! Эпир те малашне Шупашкара, Етĕрнене экскурсисене çÿрĕпĕр. Бассейнпа музейсене çитме те вăхăт тупăпăр, — тенĕ хăпартланса.

Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем вара пĕр-пĕрин ытамне чăмнă.

— Экзаменсем тытма та автобуспа кайăпăр, тĕрлĕ çулçÿревре пулăпăр. Çакă чи пахи пирĕншĕн, — тенĕ хавасланса.

Элиза ВАЛАНС.

Етĕрне районĕ,

Кăкшăм шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.