Лагерьти çутă ĕмĕтсем

2 Çĕртме, 2016

Иртнĕ уйăхăн юлашки кунĕсенчен пĕринче 2 «б» класс ачисем класс ертÿçипе Алина Николаевна Даниловăпа пĕрле тухрĕç шкул картишне. Шавлаççĕ. Савăнăçлă. Харăссăн утма тăрăшаççĕ пурте малалла. Вĕсем учительница çумĕнче, умра, хыçалта, айккинче.

— Алина Николаевна! Кăçал эпир пĕрремĕш хут шкул çумĕнчи сывлăхпа кану лагерĕнче пулса савăнатпăр. Çав кунсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Хамăр тăрăхри Лащ Таяпара вырнаçнă ăратлă йытă сунарĕн патшалăх питомникне Леонид Князев патне экскурсие хăвăртрах çитсе курасчĕ. Хăçан çула тухатпăр-ши? — кăсăкланчĕç ачасем пĕри те тепри.

— Сăмахне ăна çилпе вĕçтермест-пĕрех, çитетпĕрех палăртнă вырăна, — терĕ педагог ачасем çине йăл куллипе пăхса.

— Урра! Урра! Мĕнле чаплă çулçÿрев пулать пирĕншĕн! Эпир илтнĕ тăрăх унта йытăсемсĕр пуçне кашкăр та пур. Вăл çăвăрланă тет нумай пулмасть. Çурисене те курас килет. Мĕнлескерсем-ши вĕсем? Çĕр хут илтиччен пĕрре курнине нимĕн те çитмест, — терĕç темпе те кăсăкланакан хастар арçын ачасем.

— Упа курас килмест-и тата сирĕн? Тен, цирка каймалла? — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ Алина Николаевна.

— Комсомольскипе Канаш чиккинче пысăк читлĕхре пурăнакан упана Шупашкара кайнă чухне пĕрре мар курнă. Тĕреклĕскере чарăнсах пăхнă. Сăн та ÿкернĕ. Ăна ачашлас кăмăл та çуралнă. Анчах тавралла карта тытса çавăрнăран патне пыраймастăн. Çывăха пыма хăрамалла паллах. Пысăкскертен тем кĕтмелли пур-ха...

— Тĕрĕс! Эпир хăй читлĕхĕнче вĕçĕмсĕр машина кустăрмипе вылякан упана темиçе хутчен те курнă, халĕ питомника çитсе курасси — пысăк ĕмĕтсенчен пĕри!

— Чăнах, хăвăртрах çула тухасчĕ...

Алина Николаевна ачасене шавлама чармарĕ, чунра мĕн пуррине уçса пама ирĕк пачĕ.

— Чимĕр-ха, чимĕр, — асăрхаттарчĕ вăл пĕр хушă чĕнмесĕр пынă хыççăн. — Пĕлетĕр-и мĕн? Малтан юлашки шăнкăрава ăнăçлă ирттерсе ярар. Вара хăçан Лащ Таяпана каяс куна палăртăпăр. Калаçса килĕшрĕмĕр-и?

Класри 16 арçын ачапа 5 хĕрача педагогпа килĕшсе пуçĕсене сĕлтрĕç. Хăйсен сăн-пичĕ вара йăл кулăпа çуталчĕ...

Юлашки шăнкăрав ăнăçлă та асра юлмалла иртрĕ. Ĕнтĕ лагерь кунĕсем те пуçланчĕç...

Шкула учительница пулса кĕни

Хаваслă вĕренекенсене пăхнă май Алина Николаевнăн куçĕ умне сисмесĕрех ачалăхĕ, çамрăклăхĕ шуса тухрĕ...

Тÿскел ялĕнче çуралнăскер мĕн пĕчĕкрен учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă вăл. Кĕçĕн класра ăс пухнă чухне Любовь Николаевна Маркова педагог уншăн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Çавна пула каярах ятарлă педкласа çÿресе пĕлĕвне малалла аталантарчĕ.

...Алла диплом илнĕ хыççăн пĕрремĕш хут шкула утнă кун... Килтисем хапха умĕнче тăрса юлнă май, ырă сунса:

— Ĕçÿнте телей пултăр!

Утать çамрăк учительница. Сывлăш уçă. Хĕвел тухать шăранса. Шăп çуллахи кун темелле. Анчах, такăр сукмак çине ÿкнĕ хĕрлĕ-сарă çулçăсем кĕркунне çитнине систереççĕ. Авă, шкул! Курчĕ çеç, чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. Чăнах, ăçтан лăпкă пулăн? Пурнăçра шкула учительница пулса кĕрет-çке. Вăл хăй класĕнчи ачасене курман-ха, çапах пурне те витĕр пĕлнĕн туйăнать. Чунĕ темшĕн пăшăрханать, çурăмĕ сăрлатать. Мĕншĕн хумханмалла-ха? Аслă шкултан аван вĕренсе тухнă, урок планĕ те пур. Ăна Зинаида Алексеевна Иванова пулăшнипе тĕплĕн туса хатĕрленĕ. Вĕрент те вĕрент. Ачасен вара мĕнпур ĕçĕ те учитель каланине тимлĕн итлесси кăна.

Çавнашкал шухăш авăрне путнăскер шкул картишне, унтан класа кĕрсе тăнине сиссе те юлаймарĕ. Шăнкăрав. Ачасем парта хушшине кĕрсе вырнаçрĕç. Акă, малтанхи тĕлпулу...

— Мана Алина Николаевна тесе чĕнеççĕ, сирĕн вĕрентекен пулăп малашне, — терĕ хумханнине палăртмасăр.

Унтан вĕренекенсемпе çывăхрах паллашрĕ. Кĕçех список вĕçне çитрĕ. Каллех тавралла тимлĕн пăхса çаврăнчĕ, кашни ачана витĕр курма тăрăшрĕ. Парта хушшинче ларакансем те хăйсен учительницине чĕкеç чĕпписем пек чăрлаттарса пăхрĕç. Ара, вĕсен те çав тери пĕлес килет-çке: «Ырă кăмăллă-ши? Юратĕ-ши?» — текен йышши ыйтусем канăç памарĕç-çке пĕчĕкскерсене.

Кĕçех ачасем те, вĕрентекен те чăрмавлă шухăшсене сирсе пĕрремĕш урока тытăнчĕç.

Урок вĕçĕнче вара пурте çăмăллăн сывласа ячĕç: учительница та, ачасем те. Пурин питĕнче те йăл кулă çуталчĕ.

Киле кайнă чухне вара вĕренекенсем пĕр-пĕрне пÿлсе шавларĕç. Пурте хăйсен шухăшне палăртма васкарĕç.

— Килĕшрĕ мана вĕрентекен!

— Мĕнле илемлĕ вăл!

— Унран ырă вĕрентекен çуках!

Çапла мухтарĕç вĕренекенсем çамрăк учительницăна.

...Алина Николаевна вара тÿрех хăйне пулăшакан, сĕнÿ-канаш паракан педагог патне Зинаида Алексеевна пÿлĕмне хыпаланса та хавас кăмăлпа пырса кĕнĕ.

— Ман класри ачасем мĕн тери лайăх! Кăмăлăм та вĕçсе каймалла çĕкленчĕ, чуна çурхи хĕвел шевли кĕнĕ пек.

— Саламлатăп, хĕрĕм, — йăл кулчĕ Зинаида Алексеевна.

— Вĕсен лайăх енĕсене аталантарма вăй-халăма пĕрре те шеллемĕп, — терĕ пĕрремĕш кун ачасене пĕлÿ панă вĕрентекен.

— Кашни çыннăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Çавăнпа кашнине пĕр турапа турама юрамасть. Вĕсем хальлĕхе черчен чунлă ачасем çеç-ха. Пĕлетĕн-и, лайăх лаша тăвас тесен, тихаранах аван пăхса ÿстермелле, — канаш пачĕ çаплипех Зинаида Алексеевна.

Арçын ачасен класĕ

Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ. Вунтăхăр çул ачасене тарăн пĕлÿ парать Алина Николаевна. Хăйне шанса панă ĕçе чунтан юратса пурнăçлать. Ялан ачасемпе пулнăран вăхăт епле шунине сиссе те юлаймасть педагог. Авă, халь те сывлăхпа кану лагерĕнчи ачасене юратса пăхать вăл.

— Алина Николаевна! Лагерьте паян иккĕмĕш кун пултăмăр, питĕ килĕшрĕ пире. Малашне тата çĕнĕлĕхсем кĕтетпĕр эпир. Лащ Таяпана хăвăртрах йытăсем кайса курасчĕ. Вĕсем сăнчăрта тăраканнисем мар вĕт-ха, урăхларах йышшисем, — аса илтерчĕç ачасем ăна çавăрса илсе.

Педагог хăй вĕренекенĕсене йăл кулса пăхрĕ.

— Çитетпĕрех! Унта кăна мар, ытти курăмлă вырăнсенче те пулăпăр. Музейсенче районăн хастар çыннисемпе те тĕплĕн паллашăпăр, асăнмалăх сăнсем те ÿкерĕнĕпĕр, — çирĕплетрĕ Алина Николаевна.

— Похода та кайăпăр! Пулă тытса шÿрпе пĕçерме те ĕмĕтленетпĕр. Пирĕн класра пулăçсем те чылай вĕт. Çав кунăн кашни сехечĕ пирĕншĕн асра юлмалли самант пулĕ!

— Чăнах, пĕрле фотоаппарат та илмелле. Уçă сывлăшра, уçланкăра асăнмалăх сăнсем туни хамăра кирлех! Алина Николаевна, авă, тĕп-тĕрĕс калать. Тĕрĕссипе, йышпа похода çÿрени класа тата та туслă пулма май парать! Ку сăмахсене пиччесемпе аппасем каланине те пĕрре мар илтнĕ. Апла пулсан пирĕн аслисенчен тĕслĕх илмеллех.

Кирек хăçан та кашни ачана кирлĕ хурав пама, кăмăлĕсене тивĕçтерме пултаратех Алина Николаевна.

— Лагерь кунĕсем вăрăм-ха, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртетпĕрех, — терĕ вăл.

2 «б» класс... Арçын ачасен класĕ тет вĕсем пирки Алина Николаевна. Ара, çирĕм пĕр ачаран вун улттăшĕ арçын ача-çке! Апла пулин те хĕрачасемпе туслă. Çапах та, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче чылай ÿсĕм турĕç вĕсем. Аса илмелли тем чухлех. Ара, кашни ача маттур, пултаруллă-çке.

«Эпĕ тĕпчевçĕ» ăмăртура Ярослав Сайкин сатурлăхĕпе палăрчĕ. Е тата «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеосăвăсен конкурсне Вика Журавлева, Вадим Егоров, Богдан Карамаликов та хапăлласах хутшăнчĕç. Нимĕн те калайăмăн, ку хастарсене сăвва илемлĕ вуланă чухне пурте тимлĕ итлеççĕ. Час-часах бассейна çÿрекен Стас Громов ишессипе сатур. Унпа тупăшма çăмăл маррине тусĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Ÿнер шкулне хаваспа çÿрекен Вадим Захаровăн, Богдан Карамаликовăн тата Максим Ивановăн ĕçĕсем ăнăçлă пулса пынăран пĕрле вĕренекенсем те савăнаççĕ. Кĕрешÿ секцинче ăсталăхĕсене туптакан Дима Аникинăн, Ярослав Сайкинăн, Дима Борисовăн та малашне ăмăртусенче çĕнтерес шанчăк пысăк.

Рома Беляев... Совет Союзĕн Геройĕн Александр Филиппович Беляевăн тăванĕ. Паттăра халалласа кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвне Рома яланах хаваспах хутшăнать. Хастарлăхĕпе палăрать.

Совет Союзĕн Геройĕсем виççĕн Елчĕк тăрăхĕнче: Семен Алексеевич Андреев, Александр Филиппович Беляев, Николай Петрович Иванов. Паттăрсене хисеплесе урам ячĕсене те панă. Нумай пулмасть вара вĕсене халалласа велочупу иртрĕ. Унта 2 «б» класс ачисем ашшĕ-амăшĕпе тата класс ертÿçипе хутшăнчĕç. Ăмăртупа кăмăллă пулчĕç.

Савăнтараканĕсем — ачасем!

Апрелĕн 25-30-мĕшĕсенче «Кĕçĕн класра вĕренекенсен эрнелĕхĕ» уява та хастар хутшăнчĕ туслă йыш. Пĕрремĕш кунне чăваш чĕлхи кунне халалларĕç. Унта чăваш улăпĕсем Геннадий Никандрович Волков, Иван Яковлевич Яковлев тата ытти паллă çынсем пирки тĕрлĕ калаçу пулчĕ. Курав йĕркелерĕç.

Иккĕмĕш кунĕ те хаваслă иртрĕ. Ăна вырăс чĕлхине халалларĕç. Чи таса тетрадьлĕ тата хитре почерклă ачана палăртрĕç. Унсăр пуçне тупмалли юмахсемпе ребуссен, сăмахкаçмăшсен хуравĕсене тупас тесе тупăшрĕç.

Чăваш тата вырăс литератури кунĕсем те аван иртрĕç. Чи лайăх сăвă вулакан ăмăрту та ăнăçлăх кÿчĕ. Корней Иванович Чуковский юмахне тĕпе хурса хатĕр-ленĕ викторина та пулчĕ. Халапсене ÿкерчĕксемпе илемлетрĕç. Килти ытлашши кĕнекесене библиотекăна парнелени — ырă пулăмсенчен пĕри.

Математика кунĕ те хăйне евĕрлĕ савăклăх парнелерĕ. Ăмăртмалла хаçат кăларчĕç. Унтах ачасен тавра курăмне аталантармалли ыйтусем. «1, 2, 3, 4, 5... Çак цифрăсем мĕне аса илтереççĕ?» «2-акăш, 3-«з» саспалли, 4-тенкел, 8-матрешка, 9-дельфин...» Тĕлĕнме кирлĕ мар, кашни ачан хăйĕн хуравĕ. Пурте ĕçĕсене тивĕçлĕн хÿтĕлерĕç.

Ал ĕçĕ кунĕнче тăрăшса çу уйăхĕн 9-мĕшĕ валли чуна тыткăнлакан открыткăсем хатĕрлерĕç.

Физкультура кунĕнче ачасем спортри çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ Кубокĕсене, медалĕсене илсе килчĕç. Наградăна чи нумай тивĕçнисене парнесемпе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех уçă сывлăшра тĕрлĕ ăмăрту йĕркелерĕç.

Çак эрнелĕхре 2 «б» класри 15 ача тĕрлĕ конкурсра Грамота илни — ачасем чăнах та пултаруллине çирĕп-летрĕ.

Çавăн пекех кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пуçтарас ĕçре те хастарлăхĕпе палăрчĕç иккĕмĕшсем.

— Хамăн профессие юратса суйланă эпĕ. Ачасем те хастарлăхĕсемпе савăнтараççĕ. Çакă маншăн чи кирли. Апла пулсан эпĕ усăсăр ĕç тумастăп. Чи малтанхи çулсенче хам вĕрентнисем ĕнтĕ аслă пĕлÿ илчĕç. Апла пулин те паянхи кунччен çыхăну тытатпăр. Акă 6-мĕш кадет класĕнчи ачасем те хавхалантараççĕ мана. Унта эпĕ вĕрентнисем те ăс пухаççĕ. Сатурлăхĕпе палăраççĕ. «Çĕнтерÿ вальсĕ» республикăри ăмăртура 3-мĕш вырăна тухрĕç. «Чи лайăх ташлакан мăшăр» номинацире Маша Николаевăпа Данил Куприянов призерсем пулса тăчĕç. Ĕнер çеç 2-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ хĕрачасемпе арçын ачасем те малашне шкул чысне ăнăçлă хÿтĕлессе шансах тăратăп. Вĕсен йышĕнче те кадет тумне тăхăнас текенсем пур. Çавăнпа вĕренÿре тăрăшаççĕ, спортра çитĕнÿсем тăвасшăн ăнтăлаççĕ. Ара, кадет класне чи-чи хастаррисене çеç илнине питĕ лайăх пĕлеççĕ пĕчĕкскерсем. Экзамен тытса кадет ятне илтесси çăмăл маррине чухлаççĕ, — терĕ Алина Николаевна.

...Лагерь пурнăçĕ такăр çулпа чупать. Ак паянхи кун та хăвăрттăн иртрĕ. Алина Николаевна киле каякан ачасене кăмăллăн пăхса юлчĕ.

— Алина Николаевна, чипер юлăр! Ыранччен! — терĕç хĕвел пек йăл кулса.

Класра пĕчченех юлчĕ педагог. Кун пек чухне шухăшлама никам та чăрмантармасть... Лагерь кунĕсем кашнин асĕнче юлмалла ирттерес ĕмĕт-шухăш канăç памасть ăна халĕ...

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Елчĕк районĕ,

Елчĕкри пуçламăш шкул.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.