Эпир правилăсене пĕлетпĕр. Эсир?
Çул çинче хамăра еп-лерех тытмалли правилăсене кашниех пĕлетпĕр-ши? Иккĕленÿллĕ. Чылай чухне эпир автотранспорт вĕçĕ-хĕррисĕр чупакан вырăнта вылятпăр, çул урлă каçнă чухне тимлĕхе çухататпăр… Шăпах çак самантра инкек сиксе тухать те ĕнтĕ. Чылай чухне ачасем шар кураççĕ.
«Çул-йĕр правилисем — ачасен куçĕсемпе» пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсне хутшăннисемшĕн вара пĕрре те шикленме кирлĕ мар. Çак конкурсра вĕсем çулленех ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕ йĕркеленĕ тупăшăва та хальхинче нумаййăн хутшăнчĕç.
Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Кану лагерĕн смени уçăласса кашни чăтăмсăр кĕтни те ахаль пулмарĕ-çке. Кермен ĕçченĕсем ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕрлĕ калаçу йĕркелерĕç. Малашне интереслĕ занятисемсĕр пуçне мастер-классем ĕçлĕç. Ачасем хăйсен пултарулăхне тавракурăма аталантаракан мастерскойсенче туптĕç, концертсене хутшăнĕç.
Умра — çуллахи каникул. Пушă вăхăт нумай. Çавăнпа та кашни ача хăйне ирĕклĕрех туять. Анчах ку йĕркене пăсмаллине пĕлтермест. Уйрăмах çул çинче. Кун пирки «Чăваш Енĕн çамрăк çул çÿрекенĕсем» проект авторĕ Елена Владимировна Светлая çыравçă хăйĕн калаçăвĕнче пусăм турĕ. Конкурса пурĕ 80 ытла ĕç килнишĕн, вĕсене авторсем чуна парса питех те паха пурнăçланишĕн проект координаторĕ савăннине пĕлтерчĕ. Малти вырăнсене пĕр харăсах темиçе ĕç авторне пама тÿр килнĕ жюри членĕсен. Маттур ачасене тата призерсене пурне те парнесемпе хавхалантарма питех те кăмăллă пулнă.
«Çул-йĕр правилисем — ачасен куçĕсемпе» конкурс финалисчĕсенчен кашни хăйне еплерех тытмаллине лайăх пĕлни, правилăсене пăхăнни савăнтарать паллах. Пирĕн-тен кашни вĕсене пăхăнасчĕ, йĕркене пăсас марччĕ. Ун пек чухне çеç пурнăç хăрушсăрлăхра пулĕ.
СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Ачасен ĕçĕсемпе паллашма питех те кăмăллă; çĕнтерÿçĕ пулни хăех питĕ сумлă.
Комментари хушас