Хĕвел çĕнтерчĕ! Ыран мечĕк хăвалатпăр
Ача-пăча тени ывăннине пĕлмест çав. Каникулта мĕнпе кăна кăсăкланмаççĕ-ши вĕсем? Мечĕк хыççăн чупаççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ, спорт ăмăртăвĕ ирттереççĕ, ял халăхĕ валли концерт лартаççĕ, пулла çÿреççĕ, шывра чăмпăлтатаççĕ... Çапах та килтисене пулăшма вăхăт тупаççех. Алла кĕнеке, хаçат-журнал тытма та кăмăллаççĕ.
Вăрнар районĕнчи Ярмушка шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксем те пĕр-пĕринпе тĕл пулса вăхăта хаваслă ирттерме пĕлеççĕ. Паян та пĕрлех вĕсем. Çапла шăкăл-шăкăл калаçса, вĕренÿ вăхăтĕнчи самантсене аса илсе кун каç еннелле сулăннине сиссе те юлаймарĕç.
— Ай-ай! Хĕвел сукмакĕ çине пĕлĕт катрамланса хăпарчĕ, — терĕ хĕрачасенчен пĕри.
— Ăçта? — кăсăкланчĕç ыттисем.
— Авă, сылтăм енчи пĕлĕтелле пăхсамăр.
— Чăнах-çке. Кăвак пĕлĕт тĕнче илемне хăй хыçне тĕплĕн пытарма тăрăшнăн систермесĕр, ерипен çутă тÿпенелле кармашать. Хĕвелĕ пурпĕрех хăй çутинчен пăрăнмасть. Анать, анать... Темшĕн вăл паян чăкăт кăшăлĕ пек пĕчĕккĕ мар, ялкăшса та çуталмасть. Ун çине темĕн чухлĕ пăхсан та куç йăмăхмасть. Ытама кĕми глобус пек туйăнать, — терĕ тепри.
Арçын ачасем аллисене хĕвел курăнакан вырăна тăсрĕç.
— Ан васка, хĕвел, кăшт кансам, — терĕç хаваслăн.
Ытармалла мар ÿкерчĕк. Хĕвел арçын ачасен алли çинче каннăн туйăнать аякран... Вăхăт кăшт çеç иртрĕ, вăй илчĕ хĕвел. Вăл мăнаçлăн малалла шума тытăнчĕ: анать, анать... Кăвак пĕлĕт катрамĕ вăл çывхарасса çеç кĕтнĕ тейĕн, ăна ваштах хупласа хучĕ. Тавралăх тĕксĕмленчĕ.
— Шел, хĕвел пĕлĕт çине ларчĕ. Çумăра пулĕ ку. Ыран футболла выляймастпăр ĕнтĕ, — кулянчĕç арçын ачасем.
— Ан васкăр-ха ун пек шухăшлама, — пÿлчĕç вĕсене хĕрачасем.
Тĕлĕнтермĕш. Шĕл-кăварлă хĕвел пĕлĕте виçĕ тĕлтен шăтарнă та каллех ачасем çине йăл! кулса пăхрĕ. Пĕр харăс виçĕ хĕвел тейĕн. «Ан кулянăр, ыран каллех сирĕнпе выляма тухатăп», — тенĕнех туйăнчĕ.
Çапах кăвак пĕлĕт хĕвеле пытарса хума хал çитереймерĕ. Лешĕ çиеле ишсе тухрĕ-тухрех. Авă, епле ылтăн панулми евĕр çакăнса тăрать.
— Куртăр-и, хĕвел çĕнтерчĕ! Хăйне курччăр тесе авă, çап-çавракан çакăнса тăрать. Апла пулсан ыран уяр çанталăках пулать, — пĕр-пĕрне пÿлсех пуплерĕç арçын ачасем.
...Шкул стадионĕнчен хавас кăмăлпа саланчĕ туслă та кăмăллă класс. Ыранхи куна та хаваслă та тухăçлă ирттерме палăртрĕç.
Элиза ВАЛАНС.
Вăрнар районĕ,
Ярмушка.