Шупашкарта «ЭПĔ — РАÇÇЕЙ ГРАЖДАНИНĔ» конкурс иртнĕ

25 Çурла, 2016

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕршывĕпех Раççей ялавĕн кунне халалланă мероприятисем йĕркелерĕç.
Чăваш Республикинчи çамрăксен «Эпĕ Гражданин» организацийĕ республикăн Общество палатипе тата ача усрава илнĕ çемьесен ассоциацийĕпе пĕрле ача-пăча ÿкерчĕкĕсен «Эпĕ — Раççей гражданинĕ» конкурс ирттернĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунне халалланă, ÿсекен ăрăва кăмăл-сипет тата патриотлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе пурнăçланă.
Ачасене уяв ячĕпе саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитнĕ. Вăл Патшалăх ялавĕ Раççей ирĕклĕхĕн тата мăнаçлăхĕн тĕп паллисенчен пĕри пулнине, ăрусен ăс-тăн çыхăнăвне çирĕп- летнине палăртнă. «Эпир хамăр çĕршыва юрататпăр, ĕмĕрсем хушши йĕркеленнĕ историйĕпе мухтанатпăр, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшатпăр», — тенĕ вăл.
Мероприятие çавăн пекех Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Ен Общество палатин председателĕ Алексей Судленков тата ача-пăча ÿкерчĕкĕсен «Эпĕ — Раççей гражданинĕ» конкурс проекчĕн координаторĕ Елена Федорова хутшăннă.
Конкурсра 3 çулти ачасенчен пуçласа 18 çулти çамрăксем тупăшнă. Вĕсен ĕçĕсене 4 номинацире хакланă:
— «Эпĕ — Раççей гражданинĕ»;
— «Эпĕ Шупашкара юрататăп»;
— «Эпĕ сывă пурнăç йĕркине суйлатăп»;
— «Манăн çемье — манăн пуянлăх».
Конкурса пурĕ 125 ĕç килнĕ. Çĕнтерÿçĕсене мероприяти хăнисен уçă сасăлавĕпе палăртнă.
«Эпĕ — Раççей гражданинĕ» номинаци çĕнтерÿçисене чысланă май Чăваш Ен Общество палатин председателĕ Алексей Судленков Раççей триколорĕ Раççей патшалăхĕн пĕрремĕш ялавĕ пулнине палăртнă.
Мероприяти флешмобпа вĕçленнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.