Архив - мая 2016 - Хыпар

мая 31st

31 мая, 2016 | Хыпар | Культура | Анонс

Питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. Ултă кун тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене. Мероприятисем çавăн пекех Çĕмĕрлере, Куславккара, Вăрмарта та иртрĕç.

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче республикăра промышленноç производствин индексĕ 114% танлашнă. «Ку — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем йĕркеллĕ ĕçлейменнине пăхмасăр. Пурпĕр промышленноç ĕçĕ ÿсĕмлĕ», — кăмăллăн палăртрĕ ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва уçнă май.

Икĕ утăм малалла, пĕрре — каялла

«Август» фирма АХОн тата Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн производство тĕп базин аталану малашлăхĕн ыйтăвĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Август» фирма АХО генеральнăй директорĕ Александр Усков çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче сÿтсе явнă.

31 мая, 2016 | Хыпар | Город | Уяв

Çĕнĕ Шупашкарсем Химиксен кунне яланхиллех анлăн уявларĕç. Савăнăçлă мероприяти «Химик» культура керменĕнче иртрĕ. «Химпромра» ĕçлекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Республикăра юлашки кунсенче пĕчĕк ачасемпе çыхăннă инкексем çине-çинех пулни чăннипех пăшăрхантарать. Шкулсенче каникул пуçланнă май паян ачасем тĕлĕшпе сыхлăха пушшех çирĕплетмелли куçкĕрет.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ĕнер журналистсемпе ятарласа курнăçнă май пĕчĕк ачасем чÿречерен ÿкнĕ тĕслĕхсем пирки пăшăрханса каласа пачĕ. Канашра 10 уйăхри ача чÿречерен ÿкнĕ — вилмеллех суранланнă. Тепĕр тĕслĕх Йĕпреç районĕнче пулнă — икĕ çул çурăри ача чÿречерен ÿкнĕ. Ăна, вăйлах аманнăскере, çăлса хăварма май килнĕ.

Страницы