Кĕнеке ячĕпе - пысăк уяв

Раççейри библиотекăсен кунне пуçласа 1995 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тунăччĕ. Çак кун Раççейре 200 çул каялла патшалăх тытса тăракан пĕрремĕш вулавăш уçăлнă.

Чăваш Енре çак тытăм пирки мĕнех калама пулать-ха? Самай лайăххине. Çĕршыври библиотека ĕç-хĕлне тишкернĕ чухне пирĕн вулавăшсен ĕç опытне пысăка хурса хаклаççĕ. Çав шутра яллă вырăнтисене те.

Кăçалхи уявра та тулăх ĕçлерĕç библиотекарьсем: уçă алăксен кунне, ăсталăха палăртакан конкурссем ирттерчĕç, кĕнекесен куравĕсене йĕркелерĕç. Тепĕр самантпа та асра юлĕ вăл: Наци библиотекинче 2014-2015 çулсенче пичетленнĕ кĕнекесенчен чи нумай вуланнисене палăртрĕç. «Чăваш Ен литератури: 2014-2015 çулсенчи чи лайăх кĕнеке» конкурса 407 кĕнеке тăратнă. Кăçалхи тата икĕ номинаципе — «Тăван ен» тата «Космослă Чăваш Енпе» — пуянланнă. Республикăри 20 районти тата тăватă хулари 72 библиотекăра 83022 çынна ыйтса пĕлнĕ. Çавăнпа пĕрлех кĕнеке авторĕсемпе тĕлпулусем, вулав конференцийĕсем, презентацисем, диспутсем тата ытти мероприяти ирттернĕ.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев ертсе пынă жюри конкурса пĕтĕмлетнĕ тăрăх çакă паллă пулчĕ: «Чăвашла вулакан хальхи проза» номинацире 2014 çулшăн Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак», 2015 çулшăн Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана» кĕнекисем пĕрремĕш вырăна тухнă. Вырăсла çырнă прозăра вара Станислав Отрывановăн «Чужие на своей земле» ĕçĕ /2015 çулшăн/ палăрнă.

«Чикĕсĕр поэзи» номинацире 2014 çулшăн Валентина Таравата çитекенни пулман, унăн «Распахнутое сердце» кĕнеки чи нумай сасă пухнă, 2015 çулшăн вара Лидия Филиппова журналистăн, поэтессăн «Пульсация — Чун таппи» сăвăсен пуххи çĕнтернĕ.

Кĕçĕннисем валли вырăсла çырнисен хушшинче Светлана Гордеевăн «Корзина с грибами» /2014/ тата Лев Кадкинăн «Воробьиный юг» /2015/, чăвашлисенчен Александр Миллинăн «Мухтанчăк» /2014/ тата Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» /2015/ мала тухнă.

Историпе таврапĕлÿ кăларăмĕсен хушшинче Валерий Муравьев пухса хатĕрленĕ «Ядринская энциклопедия» кĕнеки чи лайăххи тесе пĕлтерчĕç.

Чи нумай вулакансем пирки пĕлес килет-и? Вĕсем пурте — пур ÿсĕмрисем те — Элĕк районĕнчен. Чи кĕçĕнни — Крымсарайккăри Анна Давыдова — çулталăк хушшинче 476 кĕнеке вуланă, Чăваш Сурăмри Яна Васильева — 300 ытла. Вунпиллĕкрен иртнисен хушшинче Шĕмшешри Анна Удиванова маттур пулнă, аслисенчен Ехремкассинчи Елена Ильина.

Библиотекарьсен уявĕнче çавăн пекех «Космослă Чăваш Ен», ялти библиотекăсен хушшинче конкурса йĕркелеме чи хастар хутшăннисене те — кĕнекепе çывăхланма пулăшаканнисене — чысларĕç.

Мероприятие Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова, ЧР Культура министерствин профессионал искусство, вĕрентÿ тата халăх пултарулăхĕн пай пуçлăхĕ Инна Ильина тата ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш çумĕ Геннадий Максимов хутшăнчĕç. Вĕсем библиотекарьсене, конкурсра çĕнтернĕ писательсемпе поэтсене, вулакансене ăшшăн саламларĕç, пултарулăхра ăнăçу сунчĕç. Уйрăмах палăрнисене Инна Ильинична — ЧР Культура министерствин Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе, Геннадий Аркадьевич Писательсен союзĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Вăл çавăн пекех «Хыпар» Издательство çурчĕ тăван литературăна халăхра сарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем /«Хыпарта» çеç — «Кĕнеке çÿлĕкĕ», «Пурăнать ялта писатель», «Культура», «Литература», «Чăваш тĕнчи» страницăсем тухса тăраççĕ/ çинчен те чарăнса тăчĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.