Библиотекарь кунĕ

31 Çу, 2016

Кĕнеке ячĕпе - пысăк уяв

Раççейри библиотекăсен кунне пуçласа 1995 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тунăччĕ. Çак кун Раççейре 200 çул каялла патшалăх тытса тăракан пĕрремĕш вулавăш уçăлнă.

31 Çу, 2016

Людмила ШИКАРЕВА: Кĕнеке вулас юхăм тепĕр хут вăй илессĕн туйăнать

Ача чухне эпир кашни эрнере библиотекăна утаттăмăр: çĕнĕ кĕнеке илсе килмен-ши? Тен, интереслĕ журналăн çĕнĕ номерĕ çитнĕ? Ун чухне вулав çуртĕнчен çын татăлмастчĕ: ачи-пăчи, ватти-çамрăкки, вăйпитти çынсем — нумайăшĕ библиотекăна çÿренĕ. Анчах самана улшăнăвĕсем халăха кĕнеке-хаçатран пăрма тытăнчĕç.